bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 3
2 Kings 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 4 →
1
Иудея патши Иосафат вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Иорам Израиль патши пулма ларнӑ, вӑл вуникӗ ҫул патша пулнӑ,
2
вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, анчах та ашшӗпе амӑшӗ чухлех иртӗнмен: вӑл Ваал кӗлеткине, хӑйӗн ашшӗ ӑсталанӑскерне, вырӑнӗнчен илсе пӑрахнӑ,
3
апла пулин те Нават ывӑлӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенчен, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхсенчен, хӑпман, ҫавӑн пекех туса тӑнӑ.
4
Меса, Моав ҫӗрӗн патши, выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен пуян пулнӑ, вӑл Израиль патшине ҫӗршер пин сурӑх тата ҫӑмне кастарман ҫӗршер пин така яра-яра панӑ.
5
Ахав вилсессӗн вара Моав патши Израиль патшинчен хӑпнӑ.
6
Ҫав вӑхӑтра Иорам патша, Самарирен тапранса тухса, пӗтӗм Израиль халӑхне хӑй тавра пуҫтарнӑ;
7
вӑл тата Иудея патши Иосафат патне ҫынсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: Моав патши манран уйрӑлчӗ, эсӗ манпа пӗрле ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа пыратӑн-и? тенӗ. Лешӗ каланӑ: пыратӑп; эсӗ мӗнле — эпӗ те ҫаплах; санӑн халӑху епле — манӑн халӑх та ҫаплах; санӑн урхамахусем мӗнле — манӑн урхамахсем те санӑнни пекех, тенӗ.
8
Иосафат ӗнтӗ: мӗнле ҫулпа каймалла-ши пирӗн? тенӗ. Израиль патши: Эдом пушхирӗнчи ҫулпа, тенӗ.
9
Вара Израиль патши Иудея патшипе тата Эдом патшипе пӗрле кайнӑ, вӗсем ҫичӗ кун хушши ҫавра ҫулпа пынӑ; анчах ҫар валли те, вӗсем хыҫҫӑн пыракан выльӑх-чӗрлӗх валли те шыв пулман.
10
Ӗнтӗ Израиль патши каланӑ: ах! Ҫӳлхуҫа ҫакӑ виҫӗ патшана Моав аллине тытса парас тесе пӗрле пуҫтарчӗ иккен, тенӗ.
11
Вара Иосафат каланӑ: кунта Ҫӳлхуҫа пророкӗ ҫук-ши, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтма пулмӗ-ши? тенӗ. Израиль патшийӗн пӗр тарҫи каланӑ: Елисей — Сафат ывӑлӗ, Илия алли ҫине шыв ярса тӑнӑскерӗ — кунтах, тенӗ.
12
Иосафат каланӑ: унра Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ, тенӗ. Вара Израиль патши Иосафат тата Эдом патши ун патне кайнӑ.
13
Елисей Израиль патшине каланӑ: сана манран мӗн кирлӗ? аҫу пророкӗсем патне, аннӳ пророкӗсем патне кай, тенӗ. Ӑна Израиль патши каланӑ: ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫакӑ виҫӗ патшана Моав аллине тытса парас тесе пуҫтарнӑ кунта, тенӗ.
14
Елисей каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! Эпӗ Унӑн умӗнче тӑратӑп! Эхер те эпӗ Иудея патшине Иосафата сума суман пулсассӑн, сан ҫине пӑхман та пулӑттӑм, сана курман та пулӑттӑм;
15
халӗ кӗслеҫӗ чӗнсе килӗр, тенӗ. Кӗслеҫӗ кӗслине калама тытӑнсанах, Елисее Ҫӳлхуҫа алли сӗртӗннӗ,
16
вара Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак айлӑмра ур чавса тухӑр,
17
мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир ҫил вӗрнине те кураймӑр, ҫумӑр ҫунине те кураймӑр, айлӑма пурпӗрех шыв капланса килӗ, вара эсир хӑвӑр та ӗҫетӗр, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх та ӗҫӗ;
18
Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ку сахал: Вӑл Моава та сирӗн аллӑра парӗ,
19
ун чухне эсир мӗнпур ҫирӗплетнӗ хуласене тата мӗнпур тӗп хуласене аркатӑр, мӗнпур паха йывӑҫа касса пӗтерӗр, мӗнпур шыв ҫӑлкуҫне пӗвелесе тухӑр, мӗнпур хир лаптӑкӗсене чул пӑрахса тухса юрӑхсӑра кӑларӑр, тенӗ.
20
Ирхине, тырӑ-пулӑ парни кӳме вӑхӑт ҫитсессӗн, Эдом енчен сасартӑках шыв капланса килме пуҫланӑ, ҫӗре шыв тулнӑ.
21
Моав ҫыннисем, хӑйсене хирӗҫ патшасем вӑрҫӑпа килнине пӗлсессӗн, пӗтӗм халӑха — пиҫиххи ҫыхса ҫӳрекенсемпе вӗсенчен аслӑраххисене — пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та чикӗ хӗррине тухса тӑнӑ.
22
Ҫав ирхине вӗсем ирех тӑнӑ, хӗвел шыв тӗлӗнче ҫуталса кайсассӑн, Моав ҫыннисене шыв аякран юн пек хӗп-хӗрлӗ курӑннӑ.
23
Вара вӗсем каланӑ: ку вӑл — юн; патшасем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса кайнӑ та пӗр-пӗрне пӗтернӗ; Моав, каяр тупӑш илме! тенӗ.
24
Вӗсем вара израильсен тапӑрӗ патнех ҫитнӗ. Израильсем кар тӑнӑ та моавсене хӗсме тытӑннӑ, лешӗсем вара тарма пикеннӗ, израильсем хӗснӗҫемӗн хӗссех пынӑ, моавсене ҫапса салатнӑ.
25
Хулисене аркатнӑ, хирти лайӑх лаптӑксене, кашниех пӗрер катӑк пӑрахса, чул айне туса хӑварнӑ; мӗнпур ҫӑлкуҫне пӗвелесе лартнӑ, мӗнпур лайӑх йывӑҫа касса тӑкнӑ, Кир-Харешет хули ҫеҫ тӗрӗс-тӗкел пулнӑ. Анчах йывӑр чулпа перекенсем ӑна та ҫавӑрса илнӗ, тӗппипе аркатса тӑкнӑ.
26
Моав патши ҫапӑҫура хӑйне ҫӗнтерсе пынине курнӑ та хӗҫ тытнӑ ҫичҫӗр ҫынна илсе Эдом патши тӗлне ҫӗмӗрсе тухма тӑнӑ; анчах вӗсем унта ҫитеймен.
27
Вара вӑл малтанхи ывӑлне, хӑй вырӑнне патшана лартма тивӗҫлӗскерне, тытнӑ та ӑна хӳме ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. Ҫакӑн пек йӗрӗнчӗк ӗҫе курсассӑн, Израиль ҫыннисем кунтан чакса кайнӑ та каялла хӑйсен ҫӗрне таврӑннӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25