bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 25
2 Kings 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
1
Седекия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патнех ҫитнӗ те хула тавра тӑпрас купаласа тухнӑ.
2
Хулана вӑл Седекия патшара вунпӗрмӗш ҫул ларичченех хупӑрласа тӑнӑ.
3
Тӑваттӑмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче хулара выҫлӑх ытла вӑйланса ҫитнӗ, хула халӑхӗн татӑк ҫӑкӑр та пулман.
4
Вара хулана ярса илнӗ, ҫӗрле ҫар ҫыннисем пурте икӗ хӳме хушшинчи ҫулпа патша сачӗ ҫывӑхӗнчи хапха еннелле чупса кайнӑ; халдейсем хула тавра тӑрса тухнӑ пулнӑ, патша вара тӳремлӗх енне каякан ҫулпа тухса тарнӑ.
5
Халдейсен ҫарӗ патшана хыҫран хӑваланӑ, ӑна Иерихон тӳремлӗхӗнче хуса ҫитнӗ. Патшан пӗтӗм ҫарӗ тарса пӗтнӗ.
6
Патшана ӗнтӗ ярса тытнӑ, ӑна Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнӑ, ӑна ҫавӑнта сут тунӑ:
7
Седекия ывӑлӗсене ун куҫӗ умӗнчех чиксе пӑрахнӑ, Седекияна хӑйне суккӑрлатнӑ, унтан тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑрласа Вавилона илсе кайнӑ.
8
Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ,
9
вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ;
10
сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
11
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан хулара тӑрса юлнӑ халӑха, хӑйсен енне — Вавилон патши енне — тарса пынисене те, ытти тӗрлӗ халӑха та тыткӑна илсе кайнӑ.
12
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ унта иҫӗм пахчисенче ӗҫлеме, ҫӗр ӗҫлеме питех те чухӑннисене ҫеҫ хӑварнӑ.
13
Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ;
14
кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли тирӗксене те, калаксене те, ҫӗҫӗсене те, кашӑксене те, мӗнпур пӑхӑр савӑт-сапана та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ;
15
сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ылтӑнран та кӗмӗлтен тунӑ тӗтӗркӗчсене те, чашӑксене те хӑйпе пӗрле илнӗ;
16
Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, сапана илсе кайнӑ, ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
17
Пӗр юпи вунсакӑр чике ҫӳллӗш пулнӑ; юпа тӑрринче пӑхӑртан тунӑ, виҫӗ чике ҫӳллӗш кӑшӑл пулнӑ; кӑшӑлӗ тавра — нар улмисемпе илемлетнӗ чӗнтӗр, пурне те пӑхӑртан тунӑ. Тепӗр юпи ҫинче те ҫавӑн пекех пулнӑ.
18
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ аслӑ священника Сераияна, иккӗмӗш священника Цефанияна тата Турӑ Ҫурчӗн уратине сыхлакан виҫӗ хуралҫӑна тыткӑна илсе кайнӑ.
19
Тата вӑл ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулнӑ пӗр хайрана, патша умӗнче тӑнӑ пилӗк ҫынна тата ҫарӑн аслӑ ҫыруҫине, ҫак ҫӗрӗн халӑхне ҫар ӗретне ҫыраканскере, тата ҫӗршыв халӑхӗн хулара тупӑннӑ утмӑл ҫыннине илсе кайнӑ.
20
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан вӗсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе ҫитернӗ.
21
Вавилон патши вӗсене пӗтернӗ, вӗсене Емаф ҫӗрӗнчи Ривла хулинче вӗлернӗ. Иудейсене хӑйсен ҫӗрӗнчен тыткӑна хӑваласа кайнӑ.
22
Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑра хӑварнӑ халӑхӑн пуҫлӑхӗ пулма Годолийӑна — Шафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне — лартнӑ.
23
Вавилон патши Годолийӑна пуҫлӑха лартнине пӗлсессӗн, ҫарпуҫсемпе вӗсен ҫыннисем Годолия патне Массифа хулине пынӑ, вӗсем ҫак ҫынсем пулнӑ: Нефания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗ Иоханан, Нетофафри Танхумеф ывӑлӗ Сераия, Мааха ҫыннин ывӑлӗ Иезания — ӗнтӗ ҫак ҫынсем тата вӗсен ҫыннисем пынӑ.
24
Годолия вӗсен умӗнче тата вӗсен ҫыннисем умӗнче тупа туса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса тӑрассинчен ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче вырӑнаҫӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, вара хӑвӑрах аван пулӗ, тенӗ.
25
Анчах та ҫиччӗмӗш уйӑхра кунта Исмаил — Елишама ывӑлӗн Нефанийӑн ывӑлӗ, патша йӑхӗнчен тухнӑскер — вунӑ ҫынлӑ ушкӑнпа пырса ҫитнӗ те Годолийӑна тапӑннӑ, ӑна вӗлернӗ, унпа пӗрле Массифӑра пулнӑ иудейсене те, халдейсене те вӗлерсе тухнӑ.
26
Вара пӗтӗм халӑх, ватти-вӗтти таранах, вырӑнтан тапраннӑ та, халдейсенчен хӑраса, Египета куҫса кайнӑ.
27
Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан, ҫав ҫулӑн вуниккӗмӗш уйӑхӗнче, ҫав уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Евилмеродах хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иехонияна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ,
28
вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, вӑл ӑна хӑй патӗнчи Вавилонри патшасенчен мала хунӑ;
29
унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, вӑл ӗнтӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Вавилон патши патӗнче апатланса пурӑннӑ.
30
Пурӑнма мӗн кирлине ӑна кунран-кунах, хӑй виличченех, ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшаран парса тӑнӑ.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25