bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 20
2 Kings 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 21 →
1
Ҫавӑ кунсенче Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ. Ӗнтӗ ун патне Исаия пророк, Амос ывӑлӗ, пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑн килӳ валли халал хӑвар: эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн, тенӗ.
2
Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ:
3
эй Турӑҫӑм! эпӗ Хӑвӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Хӑвна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ. Езекия ӗсӗклесех йӗрсе янӑ.
4
Исаия хуларан та тухма ӗлкӗреймен-ха, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:
5
Езекия патне, Ман халӑхӑмӑн патши патне, каялла таврӑн та кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм. Халӗ Эпӗ сана сывататӑп; виҫмине эсӗ Турӑ Ҫуртне каятӑн;
6
санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, сана тата ҫакӑ хулана Ассири патшийӗн аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн сыхласа хӑваратӑп, тет, тенӗ.
7
Унтан Исаия: пӗр касӑм смоква илӗр, тенӗ. Касӑм смоква илнӗ те ӑна шыҫӑ ҫине хунӑ, вара Езекия сывалнӑ.
8
Езекия ӗнтӗ Исаийӑна каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа чӑнласах сыватассине, эпӗ виҫмине Ҫӳлхуҫа Ҫуртне каяссине пӗлтерекен паллӑ пулӗ-ши? тенӗ.
9
Вара Исаия каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ сӑмаха пурӑнӑҫлассине пӗлтерекен паллӑ ҫакӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ малалла шутармалла-и е вунӑ картлашка чухлӗ каялла чакарса тӑратмалла-и? тенӗ.
10
Езекия каланӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ маларах кайма ҫӑмӑл; ҫук, мӗлке вунӑ картлашка чухлӗ каялла чактӑр, тенӗ.
11
Исаия пророк вара Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ та, Ахаз картлашкийӗсем ҫине ӳкнӗ мӗлке вунӑ картлашка каялла чакнӑ.
12
Ҫавӑ вӑхӑтра Беродах Баладан — Баладан ывӑлӗ, Вавилон патши — Езекия валли ҫырусемпе парне ӑсатнӑ: вӑл Езекия чирлӗ тенине илтнӗ пулнӑ.
13
Езекия хӑй патне янӑ ҫынсене итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсене кермен управӑшӗсене кӑтартнӑ, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне тата хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, пӗтӗм хаклӑ япалине, хӑй ҫуртӗнче мӗн пуррине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
14
Исаия пророк вара Езекия патша патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: ку ҫынсем мӗн каларӗҫ, вӗсем сан патна ӑҫтан килсе ҫитрӗҫ? тенӗ. Езекия: аякри ҫӗртен, Вавилонтан, килнӗ вӗсем, тенӗ.
15
Исаия: вӗсем санӑн ҫуртунта мӗн-мӗн курчӗҫ? тенӗ. Езекия каланӑ: ман ҫуртӑмра мӗн пуррине пӗтӗмпех курчӗҫ, хамӑн пӗр хаклӑ япалана та вӗсене кӑтартмасӑр хӑвармарӑм, тенӗ.
16
Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле:
17
акӑ вӑхӑт ҫитӗ те ҫуртунта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.
18
Ывӑлусене те — хӑвӑнтан ҫуралнӑ, хӑв ҫураттарнӑ ывӑлусене те — илсе кайӗҫ, вӗсем ӗнтӗ Вавилон патши керменӗнчи хайрансем пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
19
Езекия вара Исаийӑна каланӑ: эсӗ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ырӑ, тенӗ. Унтан ҫапла хушса хунӑ: эпӗ пурӑннӑ чухне тӑнӑҫлӑх та ырӑ пурӑнӑҫ пултӑрччӗ, тенӗ.
20
Езекиян ытти ӗҫӗсене, унӑн пӗтӗм паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл пӗве пӗвеленине, шыв пӑрӑхӗ хуртарса хулана шыв кӗртнине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
21
Езекия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Манассия, ларнӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25