bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 22
2 Kings 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 23 →
1
Патшана ларнӑ чухне Иосия саккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл вӑтӑр пӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иедида, вӑл Боцкафа хулинчи Адаия хӗрӗ пулнӑ.
2
Вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, хӑйӗн ашшӗн Давидӑн ҫулӗпе ҫеҫ ҫӳренӗ, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман.
3
Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ:
4
аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр,
5
вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр,
6
алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр;
7
хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.
8
Хелкия, аслӑ священник, Шафан ҫыруҫӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче эпӗ саккун кӗнеки тупрӑм, тенӗ. Хелкия ҫав кӗнекене Шафана панӑ, лешӗ вара ӑна вуланӑ.
9
Шафан ҫыруҫӑ патша патне пынӑ, ӑна ҫакӑн пек хыпар ҫитернӗ: санӑн чурусем Ҫуртра тупӑннӑ кӗмӗле илнӗ, ӑна вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ ӗҫлеттерекен ҫынсене панӑ, тенӗ.
10
Шафан ҫыруҫӑ тата ҫапла пӗлтернӗ: Хелкия священник мана кӗнеке пачӗ, тенӗ. Шафан ҫав кӗнекене патша умӗнче вуласа панӑ.
11
Саккун кӗнекин сӑмахӗсене илтсессӗн, патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ.
12
Вара патша Хелкия священника, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Ахбора, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ:
13
кайӑр та ман ятпа, халӑх ячӗпе тата пӗтӗм Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене уяман, унти ӳкӗтсене пӑхӑнман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
14
Хелкия священник, Ахикам, Ахбор, Шафан тата Асаия вара хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ та унпа калаҫнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.
15
Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр:
16
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши вуланӑ саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ хаярлӑха яратӑп:
17
Мана пӑрахса хӑварнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн ҫак ҫӗр ҫине ҫиллӗм тулса ҫитрӗ, ӗнтӗ сӳнес ҫук вӑл.
18
Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать:
19
Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене, «вӗсене сехметпе ылхан ҫитӗ» тенине, илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
20
Ҫавӑншӑн акӑ Эпӗ сана канӑҫлӑ аҫусемпе пӗрлештерӗп, сана хӑвӑн тупӑклӑхна тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра пытарӗҫ, санӑн куҫусем Эпӗ ҫак вырӑна ярас сехмете курмӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Олдама. Хурава патша патне ҫитернӗ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25