bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 4
2 Kings 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 5 →
1
Пророк ывӑлӗсен арӑмӗсенчен пӗри, ӗсӗклесех, Елисее каланӑ: санӑн чуру, манӑн упӑшкам, вилчӗ; чуру Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннине пӗлетӗн эсӗ; ӑна кивҫен панӑ ҫын халӗ вара манӑн ачамсене иккӗшне те хӑй патне чуралӑха илсе кайма килчӗ, тенӗ.
2
Елисей каланӑ ӑна: сана мӗн туса пулӑшам-ши? кала-ха, санӑн килӳнте мӗн пур? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: санӑн чурун килӗнче йывӑҫ ҫӑвӗпе унӑн савӑчӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, тенӗ.
3
Елисей ӑна каланӑ: эсӗ халь килне кай, пушӑ савӑтсем пуҫтар, вӗсене кӳршӳсенчен те ил; нумайрах пуҫтар,
4
вара хӑв хыҫҫӑн, ывӑлусем хыҫҫӑн алӑка питӗр те ҫав мӗнпур савӑта ҫу тултар; туп-тулли тултарса ларт, тенӗ.
5
Тӑлӑх арӑм ун патӗнчен кайнӑ, хӑй хыҫҫӑн, ывӑлӗсем хыҫҫӑн алӑка питӗрсе хунӑ. Ывӑлӗсем ӑна савӑт тыттарса тӑнӑ, вӑл савӑтсене ҫу ярса тӑнӑ.
6
Савӑтсене пӗтӗмпех тултарса тухсассӑн, вӑл ывӑлне каланӑ: тата савӑт пар-ха, тенӗ. Ывӑлӗ: савӑт урӑх ҫук, тенӗ. Вара ҫу юхса тӑма чарӑннӑ.
7
Тӑлӑх арӑм Турӑ ҫынни патне кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен каласа панӑ. Елисей ӑна: халь кай та ҫу сут, парӑмусене парса тат; мӗн юлнипе эсӗ ывӑлусемпе тӑранса пурӑнӑн, тенӗ.
8
Пӗррехинче Елисей Сонам хулине пынӑ. Унта ӑна пӗр пуян хӗрарӑм хӑй патне апат ҫиме чӗнсе кӗртнӗ; вӑл вара ҫакӑнтан иртсе ҫӳренӗ чухне яланах ун патне апат ҫиме кӗрекен пулнӑ.
9
Лешӗ вара хӑй упӑшкине каланӑ: эпӗ пӗлетӗп: ҫак ҫын, тӑтӑшах пирӗн тӗлтен иртсе ҫӳрекенскер, — Турӑ ҫынни, сӑваплӑ ҫын;
10
ун валли ҫӳлте пысӑк мар пӳлӗм хатӗрлер, вырӑн сарса, сӗтел-пукан, ҫутаткӑҫ лартса парар; пирӗн пата килмессерен малашне унта кӗтӗр вӑл, тенӗ.
11
Тепрехинче вара, ҫавӑнта пырсассӑн, Елисей ҫав пӳлӗме кӗрсе канма выртнӑ.
12
Вӑл хӑйӗн тарҫине, Гиезие, каланӑ: чӗн-ха ҫак Сонам хӗрарӑмне, тенӗ. Лешӗ чӗннӗ, хӗрарӑм ун умне пырса тӑнӑ.
13
Елисей ӗнтӗ тарҫине хушнӑ: кала-ха ӑна: «эсӗ пирӗншӗн тем тӗрлӗ тӑрӑшатӑн; мӗн туса памалла сана? сан пирки патшапа е ҫарпуҫпе калаҫса пӑхмалла мар-и?» те, тенӗ. Хӗрарӑм: кирлӗ мар, эпӗ халӑхӑм хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.
14
Елисей татах: мӗскер туса памалла-ши ӑна? тенӗ. Гиезий: ку хӗрарӑмӑн ывӑл ҫук, упӑшки ватӑ, тенӗ.
15
Вара Елисей: чӗнсе кил-ха ӑна, тенӗ. Гиезий чӗнсе килнӗ; хӗрарӑм алӑк патӗнчен иртмесӗрех чарӑнса тӑнӑ.
16
Елисей хӗрарӑма каланӑ: тепӗр ҫулталӑкран, шӑп ҫак вӑхӑтра, санӑн алӑри ывӑл ача пулӗ, тенӗ. Хӗрарӑм: ҫук, хуҫамӑм, Турӑ ҫынни, чуруна ан ултала, тенӗ.
17
Чӑнах, хӗрарӑм йывӑрланнӑ та тепӗр ҫулталӑкран, шӑпах Елисей каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ҫуратнӑ.
18
Ача ӳснӗ. Пӗррехинче вӑл ашшӗ патне, тырӑ выракансем патне, кайнӑ.
19
Вӑл ашшӗне каланӑ: пуҫӑм! пуҫӑм ыратать! тенӗ. Ашшӗ тарҫине каланӑ: ачана амӑшӗ патне леҫсе яр-ха, тенӗ.
20
Тарҫи ӑна амӑшӗ патне йӑтса ҫитернӗ. Ача ӗнтӗ амӑшӗ чӗрҫи ҫинче кӑнтӑрлаччен ларнӑ та вилсе кайнӑ.
21
Амӑшӗ вара Турӑ ҫыннин пӳлӗмне кӗнӗ те, ывӑлне ун вырӑнӗ ҫине хурса, алӑка хупса тухнӑ,
22
унтан упӑшкине чӗнсе илсе каланӑ: мана пӗр тарҫӑ пар, пӗр ашак пар, эпӗ Турӑ ҫынни патне кайса килетӗп, тенӗ.
23
Упӑшки каланӑ: унта сан мӗн тума каймалла? паян ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те мар, шӑматкун та мар, тенӗ. Арӑмӗ: ан пӑшӑрхан, пурте йӗркеллӗ пулать, тенӗ.
24
Вӑл ама ашака йӗнерленӗ те тарҫине каланӑ: ҫавӑтса пыр; эпӗ каламасӑр ан чарӑн, тенӗ.
25
Кайнӑ-кайнӑ та Кармил тӑвӗ умне, Турӑ ҫынни патне, ҫитнӗ. Турӑ ҫынни ӑна аякранах асӑрханӑ, вара хӑйӗн тарҫине, Гиезие, каланӑ: ку — Сонам арӑмӗ.
26
Ӑна хирӗҫ чупса тухса ыйт-ха: «сывах-и эсӗ? упӑшку сывӑ-и? ывӑлу сывӑ-и?» те, тенӗ. Сонам арӑмӗ: пурте сывах, тенӗ.
27
Турӑ ҫынни патне, ту ҫине, улӑхсассӑн, арӑм ӑна уринчен ярса тытнӑ. Гиезий ӑна айккинелле сиресшӗн пулнӑ, анчах Турӑ ҫынни каланӑ: ан тив, чунӗ хурланнӑ унӑн, Ҫӳлхуҫа вара мана ҫакна систермерӗ, пытарчӗ манран, тенӗ.
28
Сонам арӑмӗ каланӑ: хуҫамӑмран эпӗ ывӑл ыйтнӑччӗ-им? эпӗ: «мана ан ултала» тесе каламанччӗ-им? тенӗ.
29
Елисей ӗнтӗ Гиезие каланӑ: пилӗкне ҫых, аллуна манӑн туяна тыт — кай; кама та пулин тӗл пулсассӑн, ӑна ан саламла, кам та пулин хӑвна саламласассӑн та — ӑна сӑмах ан чӗн; ман туяна эсӗ ача пичӗ ҫине хур, тенӗ.
30
Ача амӑшӗ ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран хӑпмастӑп, тенӗ. Елисей тӑнӑ та ун хыҫҫӑн утнӑ.
31
Гиезий вӗсенчен маларах ҫитнӗ те туяна ача пичӗ ҫине хунӑ. Анчах ача сас та паман, хускалман та. Гиезий вара Елисей патне тухнӑ та пӗлтернӗ ӑна: ача вӑранмасть, тенӗ.
32
Елисей пӳрте кӗнӗ, акӑ вилнӗ ача унӑн вырӑнӗ ҫинче выртать.
33
Пӳрте кӗрсессӗн вӑл хӑй хыҫҫӑн алӑка хупса хунӑ, вара Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ.
34
Унтан вырӑн ҫине улӑхса, пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ача ҫумне чӑмӑртаннӑ, унӑн тутипе хӑйӗн тутине, унӑн куҫӗпе хӑйӗн куҫне тӗлме-тӗл тытнӑ, хӑйӗн ал лаппине унӑн ал лаппийӗ ҫине хунӑ; вара ачан ӳчӗ ӑшӑнса кайнӑ.
35
Елисей ура ҫине тӑнӑ, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ ҫӳренӗ; унтан каллех вырӑн ҫине хӑпарса, пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ача ҫумне чӑмӑртаннӑ. Ача вара ҫичӗ хутчен сунасласа илнӗ те куҫне уҫнӑ.
36
Елисей хӑйӗн тарҫине, Гиезие, чӗнсе илнӗ те: чӗн-ха ҫак Сонам арӑмне, тенӗ. Лешӗ чӗннӗ. Сонам арӑмӗ кӗрсессӗн, Елисей: ил хӑвӑн ывӑлна, тенӗ.
37
Ача амӑшӗ, чупса пырса, ун ури умнех ӳкнӗ, ҫӗре ҫити пуҫҫапнӑ; унтан ывӑлне илсе тухнӑ.
38
Елисей вара Галгала таврӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче ун чухне выҫлӑх тӑнӑ, пророксен ывӑлӗсем Елисей умӗнче ларнӑ. Елисей хӑйӗн тарҫине каланӑ: пысӑк хуран ларт та пророксен ывӑлӗсем валли шӳрпе пӗҫер, тенӗ.
39
Вӗсенчен пӗри уя ҫимӗҫ таврашӗ шырама тухнӑ, хирте вӑл явӑнса ӳсекен ӳсентӑрана асӑрханӑ, ун ҫимӗҫне ӗнтӗ тумтирӗ туллиех татса тултарнӑ; таврӑннӑ та ҫав ҫимӗҫе шӳрпене вакласа янӑ, ыттисем ку мӗнле ҫимӗҫ пулнине пӗлмен.
40
Пурне те ҫиме антарса панӑ. Шӳрпе ҫиме тытӑнсанах вӗсем шӑв-шав ҫӗкленӗ: Турӑ ҫынни, хуранта — вилӗм! тенӗ. Нихӑшӗ те ҫиеймен вара.
41
Елисей: ҫӑнӑх парӑр-ха, тенӗ. Ҫӑнӑхне вӑл хурана янӑ та [Гиезие]: ҫынсене шӳрпе антарса пар, ҫиччӗр, тенӗ. Хуранта вара сиенли нимӗн те юлман.
42
Ҫак вӑхӑтра Ваал-Шалиша ҫӗрӗнчен пӗр ҫын килсе ҫитнӗ, Турӑ ҫынни валли вӑл ҫӗнӗ тырӑран пуҫласа пӗҫернӗ ҫирӗм ҫӑкӑр — урпа ҫӑкӑрӗсем — тата шӗкӗлчемен чӗрӗ тырӑ илсе килнӗ. Елисей вара: ҫынсене пар, ҫиччӗр, тенӗ.
43
Тарҫи ӑна каланӑ: ҫӗр ҫынна мӗнле валеҫсе памалла ҫакна? тенӗ. Елисей: ҫынсене пар, ҫиччӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «ҫисе те тӑранӗҫ, ытлашши те юлӗ» тет, тенӗ.
44
Тарҫи валеҫсе панӑ: Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, ҫынсем ҫисе те тӑраннӑ, ытлашши те юлнӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25