bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 11
2 Kings 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 12 →
1
Гофолия, Охозия амӑшӗ, ывӑлӗ вилнине курсассӑн, патша йӑхне пӗтӗмпех тӗп туса тухнӑ.
2
Анчах та Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Охозиян пӗртӑванӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне хӑйӗн ҫывӑрмалли пулӗмне илсе кӗрсе пытарнӑ; Иоаса ҫапла Гофолияран сыхласа хӑварнӑ, ҫавӑнпа вӑл чӗрӗ юлнӑ.
3
Гофолия патшара ларнӑ вӑхатра Иоаспа ӑна пӑхакан хӗрарӑм ултӑ ҫул хушши Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пытанса пурӑннӑ.
4
Ҫиччӗмӗш ҫулхине Иодай ҫӗрпӳсене, патша сыхлавҫисене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене хӑй патне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе кайнӑ, вӗсемпе килӗшӳ тунӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупа тутарнӑ, вӗсене патша ывӑлне кӑтартнӑ.
5
Вӑл вӗсене ҫапла хушнӑ: сирӗн акӑ мӗн тумалла пулать: сирӗнтен, шӑматкун килекеннисенчен, виҫҫӗмӗш пайӗ патша ҫуртне хураллать;
6
тепӗр виҫҫӗмӗш пайӗ — Сур хапхи патӗнче, тата виҫҫӗмӗш пайӗ хапха умӗнчи патша сыхлавҫисен хыҫӗнче пулать: патша ҫуртӗнче те хуралҫӑсем пулччӑр, эсир хатӗр тӑрӑр;
7
сирӗнтен, шӑматкун каяканнисенчен, икӗ пайӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче патшана хураллать;
8
кашнийӗ алла кӑрал тытса патша йӗри-тавра тӑрса тухӑр; кам та кам сирӗн йыша ҫулӑхать — ҫавӑ вилме тивӗҫ. Патша тухнӑ чухне те, вӑл кӗнӗ чухне те ялан ун ҫумӗнче пулӑр.
9
Ҫӗрпӳсем пӗтӗмпех Иодай священник хушнӑ пек тунӑ, вӗсем кашнийӗ хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле — шӑматкун килекенсемпе тата шӑматкун каякансемпе — Иодай священник патне кайнӑ.
10
Иодай священник ӗнтӗ ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ.
11
Хӑвӑрт ҫӳрекенсем, кашнийӗ алла кӑрал тытса, Турӑ Ҫурчӗн сылтӑм енчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн сулахай енне ҫити, ҫавӑн пекех парне кӳмелли вырӑн умне те, Ҫурт умне те, патша тавра та тӑрса тухнӑ.
12
Иодай ӗнтӗ патша ывӑлне илсе тухнӑ, ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ, патша туйине тыттарнӑ, вара ӑна патшана лартса пуҫне ҫу сӗрнӗ, пурте алӑ ҫупнӑ, сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрнӑ.
13
Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, халӑх патне, пынӑ,
14
курнӑ вара: ҫӳллӗ вырӑнта, яланхи йӑлапа, патша тӑрать, патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ. Гофолия ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ та: кавар! кавар! тесе кӑшкӑрса янӑ.
15
Иодай священник вара ҫӗрпӳсене, ҫарпуҫсене, ҫапла хушса каланӑ: ӑна кунтан илсе тухӑр, кам ун майлӑ пулать, ӑна хӗҫпе касса вӗлерӗр, тенӗ. Священник Гофолияна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче вӗлерттересшӗн пулман.
16
Гофолияна урама тухма ҫул уҫса панӑ, вӑл лаша хапхи витӗр тухса патша керменӗ патне ҫитнӗ, ӑна ӗнтӗ ҫавӑнта вӗлернӗ.
17
Иодай вара Ҫӳлхуҫапа патша хушшинче, халӑх хушшинче халал хывнӑ — ку ӗнтӗ халӑх Ҫӳлхуҫа патне таврӑннине пӗлтернӗ; патшапа халӑх хушшинче те халал хывнӑ.
18
Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Ваал ҫуртне кайнӑ, унӑн чӳк вырӑнӗсене аркатнӑ, унӑн кӗлеткисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Матфана та, Ваал апӑсне, чӳк парнийӗн вырӑнӗ умӗнчех вӗлернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хураллама ҫынсем тӑратнӑ.
19
Вӑл ӗнтӗ ҫӗрпӳсемпе, патша сыхлавҫисемпе, хӑвӑрт ҫӳрекенсемпе, пӗтӗм халӑхпа пӗрле патшана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен патша керменне ӑсатнӑ, сыхлавҫӑсен хапхинчен тухса патша керменнех ҫитернӗ; Иоас вара патша пуканӗ ҫине ларнӑ.
20
Пӗтӗм халӑх хӗпӗртесе савӑннӑ, хула та лӑпланнӑ; Гофолияна патша керменӗнче хӗҫпе чиксе вӗлернӗ.
21
Патшана ларнӑ чухне Иоас ҫиччӗре пулнӑ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25