bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 18
2 Kings 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 19 →
1
Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Езекия, Ахаз ывӑлӗ, ларнӑ.
2
Патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Ави, вӑл Захария хӗрӗ пулнӑ.
3
Вӑл пӗтӗм ӗҫне Давид пек, хӑй ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ;
4
тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, кӗлеткесене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, юманлӑха касса тӑкнӑ, Моисей тутарнӑ пӑхӑр ҫӗлене вакласа тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем ҫав ҫӗлен умӗнче ҫак таранчченех тӗтӗрнӗ, ӑна Нехуштан тесе чӗннӗ.
5
Езекия Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫеҫ шаннӑ; Иудейӑн мӗнпур патши хушшинче ун пекки ун хыҫҫӑн та, ун умӗн те пулман.
6
Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫумне ҫыпӑҫӑннӑ, Унран хӑпман, Унӑн ӳкӗчӗсене — Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗтсене — ҫирӗп тытса пурӑннӑ.
7
Ҫӳлхуҫа унпа пӗрле пулнӑ: кирек ӑҫта кайсассӑн та вӑл пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ. Вӑл ӗнтӗ Ассири патшинчен уйрӑлса кайнӑ та ӑна пӑхӑнма пӑрахнӑ.
8
Вӑл филистимсене Газа таранах, ҫак хула таврашӗнчи ҫӗр таранах аркатса тухнӑ, хурал пашнинчен пуҫласа ҫирӗплетнӗ хула таранах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
9
Езекия тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Салманассар Самарие тапӑннӑ, ӑна хупӑрласа илнӗ,
10
ӑна вӑл виҫӗ ҫултан ҫӗнсе илнӗ: Езекия улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, эппин, Израиль патши Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Самарие парӑнтарнӑ.
11
Ассири патши израильсене Ассирие хӑваласа кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене кайса янӑ,
12
ку йывӑрлӑх вӗсене хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине итлеменшӗн, Унӑн халалне пӑснӑшӑн ҫитнӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ӳкӗтсене итлемен, уяман.
13
Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулисене хирӗҫ тапранса тухнӑ та вӗсене ярса илнӗ.
14
Вара Езекия, Иудея патши, Ассири патшине ҫапла калама Лахис хулине ҫын янӑ: айӑплӑ эпӗ; кай ман патӑмран; мӗн чухлӗ хырҫӑ хуратӑн — ҫавӑн чухлӗ паратӑп, тенӗ. Ассири патши Иудея патшине Езекияна виҫҫӗр талант кӗмӗл тата вӑтӑр талант ылтӑн тӳлесе тӑмалла тунӑ.
15
Езекия вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ пӗтӗм кӗмӗле ӑна панӑ.
16
Ҫавӑн чухне Езекия Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене, алӑк юписене сӑрнӑ ылтӑна, — вӗсене Иудея патши Езекия сӑртарнӑ пулнӑ, — Ассири патшине панӑ.
17
Ассири патши Тартана, Рабсариса тата Рабсака пысӑк ҫарпа пӗрле Лахис хулинчен Езекия патне Иерусалима янӑ. Лешӗсем, тапранса тухса, Иерусалима пырса ҫитнӗ; каллех тапранса тухса, пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ.
18
Вара патшана чӗннӗ. Вӗсем патне патша керменӗн пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах тухнӑ.
19
Рабсак вӗсене ҫапла каланӑ: Езекияна пӗлтерӗр: аслӑ патша, Ассири патши, ҫапла калать, тейӗр: мӗн шанӑҫӗ пур санӑн, эсӗ кама шанатӑн?
20
Пушӑ сӑмах ҫеҫ калатӑн эсӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма вара ӑспуҫ тата вӑй кирлӗ. Манран уйӑрӑлса халӗ эсӗ кама шанса тӑратӑн?
21
Эсӗ акӑ Египет ҫине, ҫавӑ хуҫӑк туя ҫине, тӗревленме шутлатӑн; вӑл туя хӑй ҫине таянаканӑн аллине тӑрӑнса шӑтарсах тухӗ. Фараон, Египет патшийӗ, хӑйне шанса тӑракансемшӗн шӑп ҫавӑн пек пулать те.
22
Эхер те эсир мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗр пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «Иерусалимра, ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ. Ҫав Турра шанатӑр-и эсир? тет, тейӗр.
23
Эппин, эсӗ манӑн хуҫампа, Ассири патшипе, килӗштер; эпӗ сана икӗ пин урхамах паратӑп, вӗсем валли ҫавӑн чухлӗ юланутҫӑ тупма пултараятӑн-и?
24
Эсӗ ман хуҫамӑн чурисенчен-ҫарпуҫсенчен пӗрне те пулин, чи вӑйсӑррине те пулин, ҫӗнтерме пултараятӑн-и? Египета шанатӑн-и, вӑл сана ҫар ураписемпе урхамахсем парӗ тетӗн-и?
25
Тата ҫакӑ ҫӗре аркатмашкӑн эпӗ кунта Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр килнӗ-им? Ҫӳлхуҫа мана: «ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна» терӗ, тенӗ.
26
Вара Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ.
27
Рабсак вӗсене каланӑ: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ.
28
Ӗнтӗ Рабсак тӑнӑ та хыттӑн кӑшкӑрса еврейла пӗлтернӗ: эй аслӑ патшанӑн, Ассири патшийӗн, сӑмахне итлӗр!
29
Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ман алӑран ҫӑлма пултараймасть;
30
«пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.
31
Езекияна ан итлӗр. Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр. Хӑвӑра: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе илӗртекен Езекияна ан итлӗр.
33
Халӑхсене хӑйсен туррисем Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ-и? пӗр турри те пулин хӑй ҫӗрне ҫӑлайрӗ-и?
34
Емаф тата Арпад туррисем ӑҫта халь? Сепарваим, Ена тата Ивва туррисем ӑҫта? Самарие манӑн аллӑмран хӑтарайрӗҫ-и вӗсем?
35
Ҫав ҫӗрсен мӗнпур турринчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӗрне манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварчӗ-и? Ҫӳлхуҫа Иерусалима манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварайӗ-ши вара? тет манӑн патшамӑм, тенӗ Рабсак.
36
Халӑх шарламан, ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн Езекия патша хытарсах каласа хунӑ пулнӑ: «ӑна нимӗн те ан калӑр» тенӗ.
37
Вара патша керменӗн пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах, ҫири тумтирне туртса ҫурнӑскерсем, Езекия патне ҫитсе ӑна Рабсак сӑмахӗсене каласа панӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25