bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 24
2 Kings 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 25 →
1
Ун вӑхӑтӗнче Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑна тапӑнса кӗнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ, кайран, унран хӑпса, уйрӑлнӑ.
2
Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем-пророкӗсем урлӑ каланӑ пек, Иудӑна тӗп тумашкӑн ун ҫине халдейсен эшкерне, Сири ҫыннисен эшкерне, моавсен эшкерне, аммонсен эшкерне ярсах тӑнӑ.
3
Ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе пулнӑ: Вӑл Манассия тунӑ ҫылӑхсемшӗн Иудӑна Хӑй умӗнчен сирес тенӗ;
4
Манассия айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн, Иерусалима айӑпсӑр юнпа тултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа Иудӑна каҫарасшӑн пулман.
5
Иоакимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
6
Иоаким ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иехония, ларнӑ.
7
Вавилон патши Египет патшийӗн ҫӗрне Египет юхӑмӗнчен пуҫласа Евфрат шывӗ таранах ярса илнӗ, ҫавӑнпа Египет патши текех хӑй ҫӗрӗнчен тухса ҫӳреймен.
8
Патшана ларнӑ чухне Иехония вунсаккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Нехушта, вӑл Иерусалимри Елнафан хӗрӗ пулнӑ.
9
Иехония, ашшӗ пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче пур тӗлӗшпе те юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
10
Ҫав вӑхӑтра Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн чурисем Иерусалима ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ.
11
Вавилон патши Навуходоносор унта чурисем хулана ҫавӑрса илсессӗн пырса ҫитнӗ.
12
Иудея патши Иехония ӗнтӗ Вавилон патши патне хӑй тухнӑ; унпа пӗрле амӑшӗ те, тарҫисем те, аслӑ улпучӗсем те, хайранӗсем те тухнӑ, — Вавилон патши ӑна тыткӑна илнӗ, ку ӗҫ Навуходоносор саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулса иртнӗ.
13
Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тата патша керменӗнчи мӗнпур хаклӑ пурлӑха турттарса кайнӑ; унччен Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, Израиль патши Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарттарнӑ мӗнпур ылтӑн савӑта ватса-ҫӗмӗрсе тӑкнӑ;
14
вара пӗтӗм Иерусалима, мӗнпур аслӑ улпута, мӗнпур вӑйпитти ҫара, мӗнпур алӑстине, тимӗрҫе, — вунӑ пин ҫынна, — хӑваласа илсе кайнӑ; чухӑн хура халӑхсӑр пуҫне урӑх кунта никам та юлман.
15
Вӑл Иехонияна та Вавилона куҫарса кайнӑ; патша амӑшне те, патша арӑмӗсене те, унӑн хайранӗсене те, ҫав ҫӗрӗн аслӑ ҫыннисене те Иерусалимран Вавилона куҫарса кайнӑ.
16
Ҫичӗ пин ҫынлӑ ҫара та, ӳнерҫӗсене те, ҫурт-йӗр тума пӗлекен пин ӑстана та, вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур сывӑ та паттӑр ҫынна та — пӗтӗмпех Вавилон патши Вавилона пурӑнма куҫарса кайнӑ.
17
Вавилон патши вара Иерусалимра патша пулма Матфанийӑна — Иехония пиччӗшне — лартнӑ. Унӑн ятне Седекия тесе улӑштарнӑ.
18
Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
19
Седекия, Иоаким пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
20
Ҫӳлхуҫа Иерусалима та, Иудейӑна та питӗ вӑйлӑ ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ. Седекия ӗнтӗ Вавилон патшинчен уйрӑлнӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25