bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 7
2 Kings 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 8 →
1
Елисей хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ, тенӗ.
2
Турӑ ҫыннине патшанӑн шанчӑклӑ ҫынни ҫапла хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши? тенӗ. Елисей каланӑ: хӑв куҫупа хӑв курӑн та, анчах ҫисе кураймӑн, тенӗ.
3
Хапха умӗнче тилҫе ернӗ тӑватӑ ҫын ларнӑ, вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: пирӗн кунта вилӗм кӗтсе лармалла-и?
4
Хӑюлӑх ҫитерсе хулана каяс — хулара выҫлӑх, унта вилетпӗр эпир; кунтах ларас — кунта та вилетпӗр. Сири тапӑрне каяр: пире чӗрех хӑварсан — пурӑнӑпӑр, вӗлерсен — вилӗпӗр, тенӗ.
5
Тӗттӗмленсе ҫитсессӗн, ҫав ҫынсем Сири тапӑрне кайма тухнӑ. Сири тапӑрӗ патне ҫитнӗ те, акӑ унта пӗр ҫын та ҫук.
6
Ҫӳлхуҫа ҫапла тунӑ: Сири тапӑрӗнчи ҫынсене вӑрҫӑ ураписем шалтӑртатнӑ пек, лашасем кӗҫеннӗ пек, шутсӑр пысӑк ҫар куҫса килнӗ чухнехи пек шӑв-шав илтӗннӗ. Сири ҫыннисем пӗр-пӗрне каланӑ: Израиль патши пире хирӗҫ тӑма, пирӗнпе ҫапӑҫма хетсен патшине тата Египет патшине тара тытнӑ пулас, тенӗ.
7
Вара тӗттӗмленсен, чӗррӗн ҫӑлӑнас тесе, хӑйсен чатӑрӗсене, лашисене, ашакӗсене, мӗнпур тапӑра — мӗнле пулнӑ ҫаплипех пӑрахса хӑварса унтан тухса тарнӑ.
8
Леш тилҫе ернӗ ҫынсем ҫитнӗ те тапӑрти пӗр чатӑра кӗнӗ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унти ылтӑн-кӗмӗле те, тумтир таврашне те илсе тухнӑ, вара кайса пытарса хунӑ. Кайран тепӗр чатӑра кӗнӗ, унта та илмеллине илнӗ те пытарса хунӑ.
9
Вара пӗр-пӗрне каланӑ: эпир тӗрӗс мар тӑватпӑр. Паян — савӑнӑҫлӑ хыпар кунӗ; васкамасассӑн, тул ҫутӑласса кунтах кӗтсе илсессӗн, пирӗн ҫине айӑп ӳкет. Каяр, патша килне пӗлтерер, тенӗ.
10
Ҫитнӗ те, хула хапхи хуралҫисене чӗнсе илсе, вӗсене ҫапла каласа кӑтартнӑ: эпир Сири тапӑрне кайрӑмӑр, унта пӗр ҫын та, ҫын сассийӗ те ҫук; кӑкарнӑ лашасемпе кӑкарнӑ ашаксем ҫеҫ, чатӑрӗсем те унчченхи пекех, тенӗ.
11
Хапха хуралҫисем ку хыпара патша керменнех ҫитернӗ.
12
Патша ҫӗр варринче тӑнӑ та тарҫисене каланӑ: Сири ҫыннисем пирӗнпе мӗн тума шутланине пӗлтерем-и сире? Вӗсем эпир выҫӑпа аптӑранине аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен тапӑрӗнчен тухнӑ та хирте пытанса ларнӑ, вӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: «кусене эпир хуларан тухнӑ-тухман чӗрӗллех ярса илетпӗр те хамӑр вара хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе каятпӑр» теҫҫӗ, тенӗ.
13
Патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫынсенчен пӗри ҫапла хуравланӑ: хулара чӗрӗ юлнӑ пилӗк лашана илччӗр те [израильсен пӗтӗм ҫарӗнчен, израильсен пӗтнӗ-арканнӑ пӗтӗм ҫарӗнчен, мӗн чӗрӗ юлнийӗ ҫак хулара ҫеҫ пулнӑ] кайса пӑхчӑр, вара куҫ курӗ унта, тенӗ.
14
Вара ҫар урапи кӳлнӗ икӗ пар лаша илнӗ. Патша хӑй ҫыннисене Сири ҫарне йӗрлесе кайма хушса ҫапла каланӑ: кайӑр та тӗрӗслӗр, тенӗ.
15
Сири ҫарне йӗрлесе Иордана ҫитиех кайнӑ, лешӗсем васкаса тарнипе ҫул тӑршшӗпех тӗрлӗ япала, тумтир таврашӗ ӳкере-ӳкере хӑварнӑ. Тӗрӗслеме янисем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн курнине патшана каласа панӑ.
16
Халӑх ӗнтӗ хуларан тухнӑ та Сири тапӑрне ҫаратма тытӑннӑ; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳленӗ.
17
Патша хӑйӗн шанчӑклӑ улпутне хула хапхине сыхлама тӑратнӑ; хапха анинче вӑл халӑх ури айне пулнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ; Турӑ ҫынни хӑй патне патша пынӑ кун мӗн каланӑ, пурте ҫавӑн пек пулса иртнӗ.
18
Турӑ ҫынни ун чухне патшана ҫапла каланӑ пулнӑ: «ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ» тенӗ;
19
ҫавӑн чухне ҫав улпут Турӑ ҫыннине ҫапла хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши?» тенӗ. Турӑ ҫынни ӑна: «хӑв куҫупа хӑв курӑн та, анчах ҫисе кураймӑн» тенӗ.
20
Ҫапла пулса тухнӑ та: халӑх ӑна хапха умӗнче таптаса тӑкнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25