bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 5
2 Kings 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 6 →
1
Нееман, Сири патшийӗн ҫарпуҫӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк ҫын шутланнӑ, ун умӗнче хисепре тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ун урлӑ Сири ҫыннисене ҫӗнтерӳ кӳнӗ; вӑл питӗ пултаруллӑ ҫар ҫынни пулнӑ, анчах тилҫе чирӗпе асапланнӑ.
2
Сири ҫыннисем израильсене тапӑнсах тӑнӑ. Пӗррехинче вӗсем Израиль ҫӗрӗнче пӗчӗк хӗрачана тыткӑна илнӗ; ҫак хӗрача Нееман арӑмӗ патӗнче тарҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ.
3
Ҫавӑскер Нееман арӑмне каланӑ: ах, манӑн хуҫамӑм Самарири пророк патӗнче пулас пулсассӑн, вӑл ӑна тилҫе чирӗнчен сыватнӑ пулӗччӗ! тенӗ.
4
Нееман хӑй патши патне кайнӑ та: Израиль хӗрачи ҫапла-ҫапла каларӗ, тенӗ.
5
Ӗнтӗ Сири патши [Неемана] каланӑ: каях, кайса кил, эпӗ Израиль патши патне ҫыру ҫырса паратӑп, тенӗ. Лешӗ кайнӑ, хӑйпе пӗрле вунӑ талант кӗмӗл, ултӑ пин сикль ылтӑн тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вунӑ тумтир илнӗ;
6
Израиль патши патне ҫыру илсе ҫитернӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «ҫакӑ ҫырупа пӗрле эпӗ акӑ хамӑн Нееман тарҫӑма яратӑп, эсӗ ӑна тилҫерен сыватсам» тенӗ.
7
Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑнах Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынна вӗлерме е сыватма эпӗ Турӑ-им? мӗн-ма ман патӑма тилҫеллӗ ҫынна сиплеме ярать вӑл? халь акӑ пӗлсе-курса тӑрӑр: вӑл манпа хирӗҫме сӑлтав шырать, тенӗ.
8
Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнине илтсессӗн, Турӑ ҫынни Елисей ун патне ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: эсӗ тумтирне мӗн тума туртса ҫуртӑн? вӑл ман патӑма килтӗр, вара Израильре пророк пуррине пӗлӗ, тенӗ.
9
Нееман юланутсемпе, ҫар урапипе ҫитнӗ те Елисей ҫурчӗ умӗнче чарӑнса тӑнӑ.
10
Елисей, ун патне хӑйӗн тарҫине кӑларса, ҫапла калаттарнӑ: кай та Иорданра ҫичӗ хут ҫӑвӑн, вара ӳтӳ ҫӗнелӗ, эсӗ тасалӑн.
11
Нееман, тарӑхса кайса, каялла ҫаврӑннӑ: вӑл ман патӑма хӑй тухать пулӗ, Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса, аллине ман суран ҫине хурса ӑна сыватать пулӗ тесеттӗм;
12
Дамаск юханшывӗсем — Авана тата Фарфар — Израиль шывӗсенчен аванрах мар-и вара? эпӗ ҫавӑнта ҫӑвӑнса тасалма пултараймастӑп-шим? тенӗ. Каялла ҫаврӑннӑ та вӑл, ҫилленсе, пӑрахса кайнӑ.
13
Чурисем ун патне пынӑ та ӑна вӑрахчен ӳкӗтленӗ: аттемӗр, пророк хӑвна пысӑкрах ӗҫ хушнӑ пулсассӑн, эсӗ тумастӑнччӗ-и ҫавна? халӗ вӑл сана шыва кӗрсе тухма ҫеҫ каларӗ: «ҫӑвӑн та — тасалӑн» терӗ, тенӗ.
14
Нееман вара, Турӑ ҫынни каланӑ пек, Иорданра ҫичӗ хут чӑмса илнӗ те — ӳчӗ ҫӗнелнӗ унӑн, ача ӳчӗ пек тап-таса пулса тӑнӑ.
15
Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫыннипе пӗрле Турӑ ҫынни патне таврӑннӑ, ун умне тӑрса ҫапла каланӑ: Израильри пек Турӑ ҫӗр ҫинче урӑх ҫуккине пӗлтӗм эпӗ; хӑв чурунтан парне йышӑнсамччӗ, тенӗ.
16
Елисей каланӑ: Турӑ пур, эпӗ Унӑн умӗнче тӑратӑп! ҫук, илместӗп, тенӗ. Лешӗ ӗнтӗ ӑна парнине илмех хистенӗ, анчах Елисей илме килӗшмен.
17
Нееман каланӑ вара: апла пулсассӑн хӑвӑн чуруна икӗ ашакла лашапа илсе каймалӑх ҫӗр парса яччӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру малашне Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне никама та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмӗ;
18
Ҫӳлхуҫа мана, санӑн чуруна, акӑ мӗншӗн каҫартӑрччӗ: патша хуҫамӑм Риммон ҫуртне пуҫҫапма кайсассӑн, вӑл мана аллӑмран тытса тӗревленсессӗн, Риммон ҫуртӗнче эпӗ те пуҫҫапӑп; ҫавӑншӑн, Риммон ҫуртӗнче пуҫҫапнӑшӑн, Ҫӳлхуҫа санӑн чуруна каҫартӑрччӗ, тенӗ.
19
Елисей ӑна каланӑ вара: ыррӑн-сыввӑн кай, тенӗ. Лешӗ ӗнтӗ ҫула тухнӑ, вӑл инҫех те кайман-ха,
20
Гиезий — Елисейӗн, Турӑ ҫыннин, тарҫи — каланӑ: акӑ манӑн хуҫамӑм ҫав Нееманран, Сири ҫыннинчен, парне илме килӗшмерӗ. Турӑ пур! Ун хыҫҫӑн чуптарам та мӗн те пулин ыйтса илем, тенӗ.
21
Гиезий вара Нееман хыҫҫӑн чуптарнӑ. Нееман, хӑй хыҫҫӑн хӑвалакана асӑрхаса, урапи ҫинчен аннӑ та ӑна кӗтсе илсе: ырӑ кӑмӑлпах-и? тенӗ.
22
Лешӗ каланӑ: ырӑ кӑмӑлпах; хуҫамӑм мана акӑ мӗн ыйтма ячӗ: «ман патӑма Ефрем тӑвӗ ҫинчен пророксен ывӑлӗсем иккӗн килчӗҫ; вӗсем валли пӗр талант кӗмӗл, улӑштарса тӑхӑнмалӑх икӗ тумтир парсамччӗ» терӗ, тенӗ.
23
Нееман: илех икӗ талант, тенӗ. Ӑна вӑл хистесех сӗннӗ. Лешӗ илнӗ вара. Нееман икӗ талант кӗмӗле тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх икӗ тумтире, икӗ миххе чиксе, икӗ тарҫине тыттарнӑ. Тарҫӑсем Гиезий умӗнчен утса пынӑ.
24
Сӑрт патне ҫитсессӗн, Гиезий вӗсенчен михӗсене илнӗ те килне кӗрсе пытарса хунӑ. Ҫыннисене каялла янӑ, лешӗсем кайнӑ.
25
Гиезий ӗнтӗ хуҫи патне таврӑннӑ, Елисей ӑна: ӑҫтан килтӗн эсӗ, Гиезий? тенӗ. Лешӗ: санӑн чуру ниҫта та кайман-ҫке, тенӗ.
26
Елисей ӑна каланӑ: леш ҫын хӑй урапи ҫинчен сана хирӗҫ аннӑ чухне манӑн чӗрем санпала марччӗ-и вара, халӗ кӗмӗл те тумтир илмелли, ҫу йывӑҫӗсем те иҫӗм ҫырли пахчисем, вак выльӑх та шултӑра выльӑх, арҫын чурасем те хӗрарӑм чурасем илмелли вӑхӑт-и вара?
27
Ӗнтӗ Нееман тилҫи сана тата санӑн пӗтӗм ӑрӑвна ӗмӗрлӗхе ҫыпҫӑнтӑр, тенӗ. Вара Гиезий, тилҫе ернипе, ун патӗнчен юр пек шап-шурӑ пулса тухнӑ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25