bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 19
2 Kings 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 20 →
1
Ҫакна илтсессӗн Езекия патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.
2
Вӑл кермен пуҫлӑхне Елиакима, Севна ҫыруҫӑна тата аслӑ священниксене, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсене, Исаия пророк патне, Амос ывӑлӗ патне, янӑ.
3
Вӗсем ӑна каланӑ: Езекия ҫапла калать: ҫакӑ кун — хурлӑх кунӗ, хаса тӳсмелли, мӑшкӑл курмалли кун: ӗнтӗ ачисем амӑшӗн варӗнчен тухасси патнех ҫитнӗ — анчах ҫуратма вӑй ҫук.
4
Ассири патши кунта чӗрӗ Турра хурлама, хӑртма Рабсака янӑ, тен, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак сӑмахсене илтӗ? Чӗрӗ юлнисемшӗн, сыввисемшӗн кӗлтусамччӗ, тет, тенӗ.
5
Ҫапла Езекия патша тарҫисем Исаия патне пынӑ.
6
Исаия вӗсене каланӑ: хӑвӑр хуҫӑра калӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ассири патшийӗн тарҫисем Мана хӑртса каланӑ сӑмахсенчен, хӑв та илтнӗ сӑмахсенчен, ан хӑра.
7
Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.
8
Рабсак каялла Ассири патши патне таврӑннӑ, лешӗ ун чухне Лахис патӗнчен кайса Ливнӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ.
9
Ассири патша ӗнтӗ Эфиопи патши Тиргак ҫинчен хыпар илтнӗ; ӑна: Тиргак санпа ҫапӑҫма килет, тенӗ. Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ:
10
Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.
11
Ассири патшисем хӑйсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗрсене мӗн-мӗн тунине, вӗсене тӗппипех пӗтерме тупаланине эсӗ илтнех ӗнтӗ — эсӗ тӗрӗс-тӗкел юлайӑн-ши вара?
12
Пирӗн аттесем аркатса тӑкнӑ халӑхсен туррисем ҫӑлса хӑварайнӑ-и вӗсене? Гозана, Харана, Рецефа, Фалассарти Еден ывӑлӗсене ҫӑлайнӑ-и?
13
Емаф патши, Арпад патши ӑҫта, Сепарваим хули патши, Ена, Ивва патшисем ӑҫта халь? тейӗр, тенӗ.
14
Езекия элчӗсен аллинчи ҫырӑва илсе вуланӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, Езекия ҫырӑва Ҫӳлхуҫа умне уҫса хунӑ.
15
Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтунӑ, ҫапла каланӑ: эй херувимсем ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ! Эсӗ — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхсен пӗртен-пӗр Туррийӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.
16
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӑлхуна тайсамччӗ, [мана] илтсемччӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑр, куҫна уҫсамччӗ, курсамччӗ, [Сана,] чӗрӗ Турра хӑртма ҫын янӑ Сеннахирим сӑмахне илтсемччӗ!
17
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем мӗнпур ҫӗршыва, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ,
18
вӗсенӗн туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул; ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.
19
Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.
20
Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа Мана кӗлтунине илтрӗм Эпӗ, тет.
21
Ҫӳлхуҫа Ассири патши пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран; Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
22
Кама хурларӑн, кама хӑртрӑн эсӗ? Кама кӑшкӑрсах ятларӑн, кам умӗнче пуҫна каҫӑртрӑн? Израиль Святойӗ умӗнче!
23
Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм;
24
ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
25
Эпӗ ӗлӗкех ҫапла тунине эсӗ илтмен-им вара? Эпӗ ҫакна сӗм авалхи кунсенчех палӑртса хунӑ, халӗ — пурӑнӑҫа килтертӗм: эсӗ Манӑн ирӗкӗмпе тӗреклӗ хуласене аркататӑн, вӗсенчен ишӗлчӗк купи тӑватӑн.
26
Унта пурӑнакансем халсӑрланчӗҫ, чӗтӗреҫҫӗ, намӑс кураҫҫӗ. Вӗсем халӗ хирти курӑк пек, имшер калча пек, ҫурт тӑррине шӑтнӑ хунав пек, пучаха ларичченех вӗтеленнӗ тырпул пек.
27
Ларатӑн-и эсӗ, тухатӑн-и, кӗретӗн-и — Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп; эсӗ Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнине те пӗлетӗп.
28
Ҫапла Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнӑшӑн, эшкерӳсен Ман патӑмах ҫитнӗ шавӗшӗн сӑмсунтан Хамӑн ункӑма тирсе ярӑп, ҫӑварна Хамӑн ҫӑварлӑха хыптарӑп, вара сана хӑв килнӗ ҫулпах каялла ҫавӑрса яратӑп.
29
Акӑ сана, [Езекия,] паллӑ паратӑп: кӑҫал эсир ӳксе шӑтнӑ тырӑран пулнине ҫийӗр, килес ҫул та — хӑй тӗллӗн ӳссе пиҫнине, виҫҫӗмӗш ҫулхине вара акӑр та вырса илӗр, иҫӗм пахчийӗсем лартӑр та унти ҫимӗҫе ҫийӗр.
30
Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлни, хӑтӑлса юлни каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ:
31
Иерусалимри йӑлкӑм ҫӗнӗрен хунавланӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ. Саваоф Турӑ пулӑшнипе-хытӑ тӑнипе пулӗ ку.
32
Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана килсе кӗреймӗ, унта ҫӗмренӗпе переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ.
33
Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ.
34
Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.
35
Ҫӗрле вара акӑ мӗн пулса иртнӗ: Турӑ Ангелӗ ҫитнӗ те Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче ҫӗр сакӑрвунӑ пилӗк пин ҫынна тӗп тунӑ. Ирхине тӑраҫҫӗ те — акӑ пурте вилӗ выртаҫҫӗ.
36
Ассири патши Сеннахирим ӗнтӗ хӑй вырӑнӗнчен хускалса кайнӑ, каялла таврӑннӑ, кайран вара Ниневире пурӑннӑ.
37
Вӑл хӑйӗн Нисрох турри ҫуртӗнче кӗлтунӑ вӑхӑтра ӑна ывӑлӗсем, Адрамелех тата Шарецер, хӗҫпе касса вӗлернӗ, хӑйсем вара Арарат ҫӗрне тухса тарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Асардан, ларнӑ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25