bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 14
2 Kings 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 15 →
1
Иоас — Иоахаз ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Амасия, Иоас ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ:
2
патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Иегоаддань, вӑл Иерусалимран пулнӑ.
3
Вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ, анчах вӗсене хӑйӗн Давид ашшӗ пекех тӑвайман: пурне те Иоас пек, хӑйӗн ашшӗ пек, туса пурӑннӑ.
4
Вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк тӑвас йӑлана пӑрахӑҫламан: халӑх ҫав-ҫавах чӳк парнисем кӳнӗ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
5
Хӑй аллинче патшалӑх ҫирӗпленсе ҫитсессӗн, вӑл патшана, хӑйӗн ашшӗне, вӗлернӗ тарҫӑсене вӗлерттернӗ.
6
Анчах вӑл ҫынвӗлеренсен ачисене тивмен, мӗншӗн тесессӗн Моисей саккунӗн кӗнекинче, Ҫӳлхуҫа халалӗнче, ҫапла каланӑ: «ачисемшӗн ашшӗсене хаса пама юрамасть, ашшӗсемшӗн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн ҫеҫ вилӗме тивӗҫлӗ» тенӗ.
7
Амасия Тӑвар айлӑмӗнче идумейсен вунӑ пин ҫыннине аркатса тӑкнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Села хулине туртса илнӗ, ӑна Иокфеил тесе ят панӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫапла сыхланса юлнӑ.
8
Амасия ҫавӑн чухне Израиль патши Иоас патне — Ииуй ывӑлӗн Иоахазӑн ывӑлӗ патне — хӑйӗн элчисене янӑ та: куҫа-куҫӑн курса калаҫма тух, тесе калама хушнӑ.
9
Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне ҫын ярса ҫапла калама хушнӑ: Ливанра ӳсекен кӳкен тӗмӗ Ливанрах ӳсекен кедр йывӑҫӗ патне: «хӑв хӗрне ман ывӑла качча пар» тесе калама янӑ. Анчах та Ливанри тискер чӗрчунсемех килсе тухнӑ та ҫав кӳкене таптаса пӗтернӗ.
10
Эсӗ идумейсене ҫапса салатрӑн та чӗрӳ мӑнаҫлансах кайрӗ. Мухтанма мухтан та — килӳнтех лар. Хӑв валли хӑв инкек ан шыра. Хӑв та пӗтетӗн, санпа пӗрле Иуда та пӗтет, тенӗ.
11
Анчах та Амасия итлемен. Ӗнтӗ Израиль патши Иоас тапранса тухнӑ, вара вӗсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейӑри Вефсамис хули ҫывӑхӗнче куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ.
12
Израиль ҫыннисем иудейсене ҫапса салатнӑ, лешӗсем хӑйсен чатӑрӗсене тара-тара кӗнӗ.
13
Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Охозия ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ, унтан вӑл Иерусалима тапӑнса кӗнӗ, Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ.
14
Вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑн-кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.
15
Иоасӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл Иудея патшипе Амасияпа епле ҫапӑҫнине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
16
Иоас ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире Израиль патшисем ҫумне пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иеровоам, ларнӑ.
17
Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — Израиль патши Иоахаз ывӑлӗ Иоас вилнӗ хыҫҫӑн тата вунпилӗк ҫул пурӑннӑ.
18
Амасиян ытти ӗҫӗсене Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
19
Иерусалимра ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, вӑл Лахис хулине тарса кайнӑ. Хыҫранах Лахиса ятарлӑ ҫынсем янӑ та ӑна унтах вӗлернӗ.
20
Ҫавӑнтан ӑна лашасемпе турттарса килнӗ, ӑна Иерусалимра, Давид хулинче, ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.
21
Пӗтӗм Иудея халӑхӗ вара вунултӑ ҫула ҫитнӗ Азарияна ашшӗ вырӑнне, Амасия вырӑнне, патшана лартнӑ.
22
Вӑл Елаф хулине юсаса ҫӗнетнӗ, Амасия хӑйӗн канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫав хулана Иудӑна тавӑрса панӑ.
23
Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — вунпиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл хӗрӗх пӗр ҫул хушши патша пулнӑ,
24
вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.
25
Вӑл Израиль ҫӗрне унчченхи чикки таран — Емафа кӗмелли вырӑнтан пуҫласа пушхирти тинӗсе ҫитичченех — каялла тавӑрнӑ; ҫакӑ пӗтӗмпе Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Хӑйӗн чурине Ионӑна — Амафия ывӑлне, Гафхефер пророкне — каланӑ пек пулса тухнӑ.
26
Ҫӳлхуҫа Израильре пурте — чурасем те, ирӗклӗ ҫынсем те — пысӑк асап тӳснине курнӑ; Израиле пулӑшакан никам та пулман.
27
Ҫӳлхуҫа Израиль ятне ҫутӑ тӗнчерен ҫухатасшӑн пулман, вара Вӑл вӗсене Иеровоамӑн, Иоас ывӑлӗн, алли урлӑ хӑтарса хӑварнӑ.
28
Иеровоамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле ҫапӑҫнине, Иуда аллинче пулнӑ Дамаскпа Емафа Израиле тавӑрса панине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
29
Иеровоам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе, Израиль патшисемпе, пӗрлешнӗ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Захария, ларнӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25