bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 16
2 Kings 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 17 →
1
Факей, Ремалия ывӑлӗ, вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ахаз, Иоафам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.
2
Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман,
3
Израиль патшисенӗн ҫулӗпех ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, хӑй ывӑлне те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ,
4
тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
5
Ҫавӑн чухне Сири патши Рецин тата Ремалия ывӑлӗ Факей, Израиль патши, ӑна ҫӗнсе илес шутпа, Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Ахаза хупӑрласа илсе тытса тӑнӑ, анчах парӑнтарма пултарайман.
6
Ҫав вӑхӑтра Рецин, Сири патши, Елафа каялла Сирие тавӑрса панӑ, иудейсене Елафран хӑваласа янӑ; Елафа вара идумейсем йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ паянхи кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.
7
Ахаз вара Ассири патши Феглаффелласар патне ҫак сӑмаха калама элчӗсем янӑ: эпӗ санӑн чуру, эпӗ санӑн ывӑлу; кил те мана хирӗҫ тӑнӑ Сири патши аллинчен тата Израиль патши аллинчен хӑтар мана, тенӗ.
8
Ахаз Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ ылтӑн-кӗмӗле пуҫтарнӑ та ӑна Ассири патшине парнелеме ӑсатнӑ.
9
Вара Ассири патши ӳкӗте кӗнӗ; вӑл Дамаска вӑрҫӑпа кайнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ, унти ҫынсене Кир хулине куҫарса кайнӑ, Рецина вӗлернӗ.
10
Ахаз патша Ассири патшипе Феглаффелласарпа тӗл пулма Дамаска кайнӑ, унта вӑл Дамаскри чӳк тумалли парне вырӑнне курнӑ; парне вырӑнӗн тытӑмне ӳкерсе унӑн тӗплӗ ӳкерчӗкне Ахаз патша Урия священника ярса панӑ.
11
Вара Урия священник, Ахаз патша Дамаскран ярса панӑ ӳкерчӗкпе усӑ курса, парне вырӑнӗ тутарнӑ; парне вырӑнне Урия священник Ахаз патша Дамаскран килсе ҫитичченех туса пӗтернӗ.
12
Патша, Дамаскран таврӑнсассӑн, парне вырӑнне асӑрханӑ, патша парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ, ӗнтӗ ун ҫинче парне кӳнӗ;
13
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳнӗ, эрех сапнӑ, канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ.
14
Пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, Ҫӳлхуҫа умӗнче ларнӑскере, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мал енчен — Ахаз тутарнӑ парне вырӑнӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ хушшинчен — куҫарттарнӑ, вӑл ӑна ҫӗнӗ парне вырӑнӗн айккине, ҫурҫӗр енне, ларттарнӑ.
15
Ахаз патша Урия священника ҫапла хушнӑ: пысӑк парне вырӑнӗ ҫинче ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене, каҫхине тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр; патшанӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата унӑн тырӑ-пулӑ парнине те, ахаль ҫынсенӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата вӗсен тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр, вӗсенӗн эрехне сап, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне юнӗпе тата кирек епле парне юнӗпе те парне вырӑнне сирпӗтсе тӑр, пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ вара халлӗхе, эпӗ мӗн каличчен, ҫавӑнтах лартӑр, тенӗ.
16
Урия священник пӗтӗмпех Ахаз патша хушнӑ пек тунӑ.
17
Ахаз ӗнтӗ ҫӑвӑнмалли савӑтсен сапакӗсем ҫумӗнчи аялти кӑшӑлӗсене татнӑ, савӑчӗсене кӑларса илнӗ, пӑхӑртан шӑратнӑ вӑкӑрсен ҫийӗнчи тинӗсе антарса чул урайне илсе лартнӑ.
18
Шӑматкун валли Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумӗнче ятарласах тӑрӑ витнӗ вырӑн пулнӑ, тата унта патшанӑн Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремелли ҫулӗ пулнӑ — патша ҫакна пӗтӗмпе ҫӗмӗрттернӗ, ҫакна вӑл Ассири патшине юрас тесе тунӑ.
19
Ахазӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
20
Ахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче хӑйӗн ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Езекия, ларнӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25