bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 8
2 Kings 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 9 →
1
Елисей хӑй чӗртсе тӑратнӑ ача амӑшне каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗр ҫине выҫлӑх ярать, вӑл ҫичӗ ҫула пырать; ҫавӑнпа кай кунтан, кил-йышупах кай, ӑҫта пурӑнма пултаратӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ.
2
Вырӑнтан тапраннӑ ҫав хӗрарӑм, Турӑ ҫынни каланӑ пек тунӑ; вӑл хӑй те, унӑн килӗ-йышӗ те куҫса кайнӑ, Филисти ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул пурӑннӑ.
3
Ҫичӗ ҫултан ҫав хӗрарӑм Филисти ҫӗрӗнчен таврӑннӑ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки ыйтма патша патне пынӑ.
4
Ҫавӑн чухне патша Гиезийпе, Турӑ ҫыннин тарҫипе, калаҫса тӑнӑ пулнӑ, ӑна каланӑ вӑл: Елисей мӗнле-мӗнле ырӑ ӗҫсем туни ҫинчен каласа пар-ха, тенӗ.
5
Гиезий патшана Елисей вилнӗ ачана епле чӗртни ҫинчен каласа панӑ хушӑра ҫав хӗрарӑм, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ачан амӑшӗ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки патшаран ыйтма пуҫланӑ. Гиезий каланӑ вара: патша хуҫамӑм, Елисей вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ ачан амӑшӗ ҫакӑ хӗрарӑм пулать те ӗнтӗ, тенӗ.
6
Патша вара хӗрарӑмӗнчен хӑйӗнчен ыйтнӑ, лешӗ каласа панӑ. Патша ӗнтӗ хӑйӗн пӗр ҫыннине ҫак хӗрарӑм патне янӑ: ҫак хӗрарӑмӑн мӗн пулнӑ пӗтӗмпех, кунтан пӑрахса кайнӑранпа паянччен ун ҫӗрӗнчен илнӗ пур тупӑша та, ӑна каялла тавӑрса парӑр, тенӗ.
7
Елисей Дамаска пырса ҫитнӗ. Ун чухне Венадад, Сири патши, чирлӗ пулнӑ. Патшана: кунта Турӑ ҫынни килчӗ, тесе хыпар ҫитернӗ.
8
Патша Азаила каланӑ: аллуна парне ил те Турӑ ҫыннине хирӗҫ тух, ун урлӑ Турӑран ыйтса ҫапла кала: патша «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тесе калать те, тенӗ.
9
Азаил хӑйпе пӗрле парне илнӗ, Дамаскра мӗн лайӑххи пур ҫавна — хӗрӗх тӗве ҫӗклеме пултарнӑ таран — илнӗ, вара Турӑ ҫыннине хирӗҫ кайнӑ, каланӑ ӑна: Венадад ывӑлу, Сири патши, санран ыйтма ячӗ: «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тет, тенӗ.
10
Елисей ӑна каланӑ: кай та кала ӑна: «сывалатӑн» те, анчах Ҫӳлхуҫа уҫса пачӗ мана — вӑл вилет.
11
Вӑл Азаил ҫине шӑтарасла пӑхнӑ, лешӗ аванмарланса кайичченех куҫне ун ҫинчен илмен; Турӑ ҫынни вара йӗрсе янӑ.
12
Азаил: хуҫамӑм мӗншӗн макӑрать-ши? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: эсӗ Израиль ывӑлӗсене мӗн чухлӗ инкек кӳрессе пӗлсе тӑнӑран макӑратӑп эпӗ: эсӗ вӗсен керемӗсене ҫунтарса ярӑн, вӗсен яш-кӗрӗмне хӗҫпе вӗлерӗн, кӑкӑр ачисене ҫапса салатӑн, йывӑр арӑмӗсене касса ваклӑн, тенӗ.
13
Азаил каланӑ: санӑн чуру — [вилӗ] йытӑ ҫеҫ, ҫав тӗрлӗ пысӑк ӗҫ мӗнле тӑваять вӑл! тенӗ. Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа эсӗ Сири патши пулассине уҫса пачӗ мана, тенӗ.
14
Азаил вара Елисей патӗнчен кайнӑ та хӑй патши патне ҫитнӗ. Патша ыйтнӑ унран: Елисей сана мӗн каларӗ-ха? тенӗ. Лешӗ: эсӗ сываласси ҫинчен каларӗ, тенӗ.
15
Тепӗр кунхине вӑл вителӗк илнӗ те, ӑна шывпа йӗпетсе, патша пичӗ ҫине хунӑ, патша вилнӗ вара. Ун вырӑнне патшана Азаил ларнӑ.
16
Иорам — Ахав ывӑлӗ, Израиль патши — пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патши Иосафат хыҫҫӑн Иудея патшине Иорам, Иосафат ывӑлӗ, ларнӑ.
17
Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ;
18
Ахав хӗрӗ унӑн арӑмӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
19
Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Иудӑна Хӑйӗн Давид чурине пула ҫеҫ тӗп туман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Давида унӑн ачисем урлӑ ӗмӗрлӗх ҫутаткӑҫ пама пулнӑ.
20
Иорам вӑхӑтӗнче унччен Иудӑна пӑхӑнса тӑнӑ Эдом пуҫ ҫӗкленӗ: вӗсем хӑйсен патшине суйласа лартнӑ.
21
Вара Иорам мӗнпур ҫар урапипе Цаир хулине кайнӑ; вӗсене идумейсем хупӑрласа илнӗ; Иорампа унӑн ҫар урапийӗсен пуҫлӑхӗсем ҫӗрле тӑнӑ та идумейсене тапӑнса ҫӑлӑнса юлнӑ; Иорам халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарса саланнӑ.
22
Эдом паян кунчченех Иудӑна пӑхӑнмасӑр пурӑнать. Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ.
23
Иорамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
24
Иорам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ашшӗсемпе пӗрле Давид хулинче пытарнӑ. Вара ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Охозия, ларнӑ.
25
Иорам — Ахав ывӑлӗ, Израиль патши — вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Охозия, Иорам ывӑлӗ, ларнӑ.
26
Патшана ларнӑ чухне Охозия ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл ҫулталӑк хушши патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Гофолия, вӑл Амврийӑн, Израиль патшийӗн, хӗрӗ пулнӑ.
27
Хӑй Ахав килӗпе тӑванлӑ пулнӑран вӑл Ахав килӗ ҫӳренӗ ҫулпах ҫӳренӗ, Ахав килӗ пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
28
Вӑл Ахав ывӑлӗпе Иорампа пӗрле Сири патшине Азаила хирӗҫ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине вӑрҫӑпа кайнӑ та, Сири ҫыннисем ҫавӑнта Иорама амантнӑ.
29
Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра ҫапӑҫнӑ чухне суранланнине сиплес тесе, Иорам патша Изрееле таврӑннӑ. Охозия — Иорам ывӑлӗ, Иудея патши — аманнӑ Иорама, Ахав ывӑлне, курма Изрееле пынӑ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25