bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 2
2 Kings 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 3 →
1
Ҫӳлхуҫа Илияна тӳпене ҫавраҫилпе илсе хӑпартма палӑртнӑ вӑхӑтра Илия Елисейпе пӗрле Галгалран таврӑннӑ.
2
Илия Елисее каланӑ: эсӗ кунтах юл, Ҫӳлхуҫа мана Вефиль хулине ярать, тенӗ. Елисей каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ. Вӗсем вара Вефиле кайнӑ.
3
Вефильри пророксен ывӑлӗсем Елисей патне тухнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа паян хӑвӑн хуҫуна илсе каясса пӗлетӗн-и эсӗ? тенӗ. Елисей: ан шарлӑр, эпӗ те пӗлетӗп, тенӗ.
4
Илия ӑна каланӑ: Елисей, кунта юл, Ҫӳлхуҫа мана Иерихон хулине ярать, тенӗ. Лешӗ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ. Вӗсем вара Иерихона ҫитнӗ.
5
Иерихонри пророксен ывӑлӗсем Елисей патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа паян хӑвӑн хуҫуна илсе каясса пӗлетӗн-и эсӗ? тенӗ. Елисей: ан шарлӑр, эпӗ те пӗлетӗп, тенӗ.
6
Илия ӗнтӗ Елисее каланӑ: кунта юл, Ҫӳлхуҫа мана Иордан шывӗ хӗррине ярать, тенӗ. Лешӗ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ. Вара иккӗшӗ те пӗрле кайнӑ.
7
Вӗсен хыҫӗнчен пынӑ пророксен ывӑлӗсем — аллӑ ҫын — аякра вӗсем тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ, кусем иккӗшӗ Иордан хӗрринче тӑнӑ.
8
Илия ҫиелти юпӑнчине хывнӑ та, ӑна пӗтӗрсе, унпа шыва ҫапнӑ, шыв унталла та кунталла уйӑрӑлса тӑнӑ, вара иккӗшӗ те типӗ ҫӗрпе каҫса кайнӑ.
9
Хӑйсем каҫса кайсан Илия Елисее каланӑ: мана хӑвӑнтан уйӑрса илсе кайиччен хӑвна мӗн кирлине ыйт манран, тенӗ. Елисей каланӑ: санри хӑват манра икӗ хут ытларах пултӑрччӗ, тенӗ.
10
Илия каланӑ ӑна: ытла йывӑррине ыйтатӑн эсӗ; эхер те мана хӑвӑн патӑнтан илсе кайнине курайсассӑн, мӗн ыйтни пулӗ, кураймасассӑн — пулмӗ, тенӗ.
11
Вӗсем калаҫса пынӑ хушӑра вут-ҫулӑмлӑ урапапа вут-ҫулӑмлӑ лашасем килсе тухнӑ та вӗсене иккӗшне пӗр-пӗринчен уйӑрнӑ, ҫапла Илия тӳпене ҫавраҫилпе ҫӗкленсе хӑпарса кайнӑ.
12
Елисей ҫавна курса: ай аттеҫӗм, аттеҫӗм! Израилӗн урапаллӑ ҫарӗ, унӑн утлӑ ҫарӗ! тесе кӑшкӑрса янӑ. Илияна урӑх курайман вӑл. Вара вӑл ҫийӗнчи тумтирне икӗ пая туртса ҫурнӑ.
13
Елисей ӗнтӗ Илиян ӳксе юлнӑ юпӑнчине илнӗ те хӑй килнӗ ҫулпа каялла утнӑ, Иордан хӗррине пырса тӑнӑ;
14
Елисей Илияран ӳксе юлнӑ юпӑнчипе шыва ҫапса ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Илия Турри, — Ҫавӑ ӑҫта? тенӗ. Унтан Елисей шыва тата тепре ҫапнӑ, шыв икӗ еннелле уйӑрӑлнӑ, Елисей каҫса кайнӑ.
15
Иерихонри пророксен ывӑлӗсем ӑна аякранах асӑрханӑ та каланӑ: Илия хӑвачӗ Елисее куҫрӗ, тенӗ. Вӗсем ӗнтӗ ун патне пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ,
16
вара каланӑ ӑна: акӑ пирӗн, санӑн чурусенӗн, аллӑ ҫын пур; пурте вӑйлӑ вӗсем; кайччӑр та сан хуҫуна шыраччӑр вӗсем; Турӑ Сывлӑшӗ ӑна илсе кайрӗ пулӗ те пӗр-пӗр ту ҫине е пӗр-пӗр айлӑма ӳкерсе хӑварчӗ пулӗ, тенӗ. Вӑл: ҫын яма кирлӗ мар, тенӗ.
17
Анчах та вӗсем ӑна чылайччен тархасланӑ, йӑлӑхтарсах ҫитернӗ, вӑл вара: ярӑр эппин, тенӗ. Ӗнтӗ аллӑ ҫын янӑ, вӗсем виҫӗ кун хушши шыранӑ, ӑна тупайман,
18
шыраканӗсем Елисей патне Иерихона таврӑннӑ, вӑл вӗсене: эпӗ сире: «ан ҫӳрӗр» терӗм мар-и? тенӗ.
19
Ҫав хула ҫыннисем Елисее каланӑ: хуҫамӑр хӑех курать пулӗ, пирӗн хула лайӑх вырӑнта ларать, анчах шывӗ япӑх тата ҫӗрӗ те пулӑхлӑ мар, тенӗ.
20
Вӑл: мана ҫӗнӗ курка парӑр, унта тӑвар хурӑр, тенӗ. Ӑна мӗн ыйтнине панӑ.
21
Вӑл ҫӑлкуҫ умне пынӑ, шыва тӑвар сапнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ку шыва тасатрӑм, унран текех вилӗм пулмӗ, ҫӗр те пулӑхсӑр пулма пӑрахӗ, тет, тенӗ.
22
Елисей каланӑ сӑмахпа вара ҫак шыв паянхи кунчченех тап-таса.
23
Унтан вӑл Вефиле кайнӑ. Вӑл ҫулпа пынӑ чухне хуларан пӗчӗк ачасем чупса тухнӑ та ӑна: утах, кукша пуҫ! утах, кукша пуҫ! тесе йӗкӗлтенӗ.
24
Вӑл ҫаврӑнса пӑхнӑ та ачасене асӑрханӑ, вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ылханнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑрмантан икӗ упа ами сиксе тухнӑ та ҫав ачасенчен хӗрӗх иккӗшне ҫурса тӑкнӑ.
25
Кунтан вӑл Кармил тӑвӗ ҫине кайнӑ, унтан Самарие таврӑннӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25