bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Kings 21
2 Kings 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 22 →
1
Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хефциба.
2
Вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
3
Хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваала чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Израиль патши Ахав пек, Астарта юпине лартнӑ; тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ.
4
Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Ҫӳлхуҫа «Эпӗ Хамӑн ятӑма Иерусалимра вырӑнаҫтарӑп» тесе каланӑ Ҫуртра, чӳк парнин вырӑнӗсене туса лартнӑ.
5
Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ,
6
вӑл хӑйӗн ывӑлне вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене тата тӗрлӗ асамҫӑсене хӑй тавра пуҫтарнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.
7
Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп;
8
Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
9
Анчах та вӗсем итлемен; Манассия вӗсене шутсӑрах пӑсса янӑ, вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем умӗнчен пӗтернӗ халӑхсенчен те ирсӗртерех пурӑннӑ.
10
Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ ҫапла каланӑ:
11
Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапса Иудӑна ҫылӑха кӗртнӗшӗн
12
Эпӗ Иерусалимпа Иуда ҫине халиччен пулман хӗн-асап яратӑп, Эпӗ яракан хӗн-асап ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те ян янӑраса кайӗ;
13
Иерусалима та Самарие виҫсе тухнӑ вӗренпех, Ахав килне виҫнӗ пекех виҫсе тухӑп, Иерусалима чашӑка шӑлса тасатнӑ пек шӑлса тасатӑп, — чашӑка шӑлса тасатаҫҫӗ те ӳпӗнтерсе хураҫҫӗ;
14
вара чӗрӗ юлнисене, Хам еткерӗмӗн йӑлкӑмне, пӑрахӑп, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен аллине парӑп, ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ,
15
хӑйсен ашшӗсем Египетран тухнӑранпа паянхи кунчченех вӗсем Манӑн умӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑшӑн, Мана ҫиллентерсе пурӑннӑшӑн ҫапла тӑвӑп, тенӗ.
16
Манассия тата нумай айӑпсӑр юн юхтарнӑ, Иерусалима вӑл пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех юн тултарнӑ, хӑйӗн ҫылӑхӗсӗр пуҫне вӑл Иудӑна ҫылӑх тума вӗрентнӗ, вара Иуда та Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ.
17
Манассиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн ҫылӑхӗсене, мӗнле ҫылӑхсем тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
18
Манассия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи сатра, Узза сатӗнче, пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Аммон, ларнӑ.
19
Патшана ларнӑ чухне Аммон ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл икӗ ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Мешуллемеф, вӑл Ятба теекен вырӑнти Харуц хӗрӗ пулнӑ.
20
Вӑл хӑйӗн ашшӗ Манассия пекех Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ;
21
ҫӳреме те ашшӗ ҫӳренӗ ҫулпах ҫӳренӗ, ашшӗ пуҫҫапнӑ йӗрӗхсенех пуҫҫапнӑ, вӗсенех пӑхӑнса пурӑннӑ;
22
ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен хӑпнӑ, Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳремен.
23
Вара Аммон тарҫисем кавар тунӑ та патшана хӑй ҫуртӗнчех вӗлернӗ.
24
Анчах та хура халӑх Аммон патшана хирӗҫ кавар тӑвакансене пӗтӗмпех вӗлерсе тухнӑ та ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Иосияна, лартнӑ.
25
Аммонӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
26
Ӑна хӑй хатӗрленӗ тупӑклӑха, Узза сатӗнче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иосия, ларнӑ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25