bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 1
John 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 2 →
1
Чӑн малтан Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑпа пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ.
2
Вӑл чӑн малтанах Турӑпа пулнӑ.
3
Мӗн пулни пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулман.
4
Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫынсемшӗн ҫутӑ пулнӑ.
5
Ҫутӑ сӗмлӗхре ҫутатать, сӗмлӗх ӑна хупласа илеймен.
6
Турӑ янӑ Иоанн ятлӑ ҫын пулнӑ.
7
Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе, вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ.
8
Вӑл хӑй Ҫутӑ пулман, ӑна Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме янӑ пулнӑ.
9
Тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатакан чӑн-чӑн Ҫутӑ пулнӑ.
10
Вӑл тӗнчере пулнӑ, тӗнче Ун урлӑ пулнӑ, тӗнче Ӑна пӗлеймен,
11
Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, анчах хӑйӗннисем Ӑна йышӑнман.
12
Хӑйне йышӑннисене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ;
13
вӗсем юнран та мар, ӳтрен те мар, арҫынран та мар, Турӑ урлӑ пулнӑ.
14
Сӑмах ӳтленчӗ те тивлетпе, чӑнлӑхпа тулли халлӗн пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ; эпир Унӑн мухтавне, Атте Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне тивӗҫлӗ мухтава, куртӑмӑр.
15
Ун ҫинчен Иоанн пӗлтерет, хыттӑн ҫапла калать: эпӗ: «Ман хыҫҫӑн Килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ. Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ, тет.
16
Унӑн тулли тивлетне пула эпир пурсӑмӑр та ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр;
17
саккуна Моисей урлӑ панӑ, тивлетпе чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ.
18
Турра никам та нихӑҫан та курман; Ун ҫинчен Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтерчӗ.
19
Акӑ Иоанн каласа кӑтартни: иудейсем Иерусалимран священниксемпе левитсем ярса Иоанран: эсӗ кам? тесе ыйтсассӑн,
20
вӑл тӳррӗнех, пӗр пытармасӑр калать: эпӗ Христос мар, тет.
21
Унран тата: эсӗ кам эппин? Илия-и? тесе ыйтнӑ. Вӑл: эпӗ Илия мар, тенӗ. Пророк-и? Вӑл: пророк та мар, тенӗ.
22
Вара каланӑ ӑна: апла кам эсӗ? хамӑра яракансене каласа кӑтартмашкӑн эсӗ ху ҫинчен мӗн калӑн пире? тенӗ.
23
Вӑл каланӑ: Исаия пророк каланӑ пек, эпӗ — пушхирте «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫула тӳрлетӗр» тесе чӗнекенӗн сасси, тенӗ.
24
Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ;
25
вӗсем унран тата ыйтнӑ: эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан мӗншӗн шыва кӗртетӗн? тенӗ.
26
Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп; анчах сирӗн хушшӑрта Пӗри пур, эсир Ӑна пӗлместӗр:
27
ман хыҫҫӑн Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран мала тухрӗ: эпӗ Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар, тенӗ.
28
Ҫакӑ Иордан леш енче Вифаварта, Иоанн шыва кӗртекен ҫӗрте, пулса иртнӗ.
29
Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курать те ҫапла калать: акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки,
30
эпӗ Ун ҫинчен: «ман хыҫран Килекен Ар манран мала тухрӗ, Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ, Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ;
31
эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ, анчах Израиль Ӑна пӗлтӗр тесе, эпӗ шывпа тӗне кӗртме килтӗм, тенӗ.
32
Иоанн хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетсе: эпӗ Таса Сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса анса Ун ҫинче тӑнине куртӑм;
33
эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ; анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ каларӗ: «Кам ҫине Таса Сывлӑш аннине, Ун ҫинчех тӑнине курӑн, Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ Ҫавӑ пулӗ» терӗ.
34
Эпӗ ҫакна куртӑм, ҫирӗплетсе калатӑп: Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.
35
Тепӗр кунне Иоанн каллех ҫавӑнта хӑйӗн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле тӑнӑ;
36
Иисус пынине курсассӑн вӑл: акӑ Турӑ Путекки, тенӗ.
37
Ҫак сӑмахсене илтсен вӗренекенӗсем иккӗшӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
38
Иисус каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине курса каланӑ: мӗн кирлӗ сире? тенӗ. Вӗсем Ӑна каланӑ: Равви? (ку вӑл Вӗрентекен тени пулать), Эсӗ ӑҫта пурӑнатӑн? тенӗ.
39
Вӑл вӗсене ҫапла калать: атьӑр, куратӑр, тет. Вӗсем кайнӑ та Вӑл ӑҫта пурӑннине курнӑ; вара ҫав куна Ун патӗнчех ирттернӗ. Вуннӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ.
40
Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн кайнӑ икӗ вӗренекенрен пӗри Симон-Петр шӑллӗ Андрей пулнӑ.
41
Вӑл тӳрех хӑйӗн пиччӗшне Симона шыраса тупать те калать ӑна: эпир Мессийӑна (ку вӑл Христос тени пулать) тупрӑмӑр, тет.
42
Ӑна вара Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: эсӗ — Иона ывӑлӗ Симон; эсӗ Кифа ятлӑ пулӑн, тенӗ. (Кифа тени Петр — Чул — тени пулать.)
43
Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шухӑш тытнӑ; Вӑл Филипа тӗл пулать те ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.
44
Филипп вӑл, Андрейпе Петр пек, Вифсаида хули ҫынни пулнӑ.
45
Филипп вара Нафанаила тӗл пулать те калать ӑна: эпир Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, Ҫавна — Иисуса, Назаретри Иосиф Ывӑлне — тупрӑмӑр, тет.
46
Анчах та Нафанаил каланӑ ӑна: Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр? тенӗ. Филипп ӑна: кайса пӑх эппин, тет.
47
Хӑй патне Нафанаил пынине курсассӑн Иисус ун ҫинчен ҫапла калать: акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук, тет.
48
Нафанаил калать Ӑна: Эсӗ мана ӑҫтан пӗлетӗн? тет. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвна Филипп чӗничченех, эсӗ смоква йывӑҫӗ айӗнче чухнех, куртӑм Эпӗ сана, тенӗ.
49
Нафанаил вара Ӑна: Равви?! Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ — Израиль Патши, тенӗ.
50
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «Эпӗ сана смоква йывӑҫӗ айӗнче куртӑм» терӗм те — эсӗ ҫавӑнпа ӗненетӗн; унтан та ытларах курӑн-ха, тенӗ.
51
Тата калать ӑна: чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан вара тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса та анса ҫӳренине курӑр, тет.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21