bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 15
John 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 16 →
1
Эпӗ — чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара — иҫӗм пахчийӗн хуҫи.
2
Ҫырли пулман туратӑма Вӑл кирек хӑшне те касса пӑрахать; ҫырли пулаканнине кирек хӑшне те, ҫимӗҫӗ тата нумайтарах пултӑр тесе, тасатсах тӑрать.
3
Эсир ӗнтӗ Эпӗ хӑвӑра вӗрентсе каланӑ сӑмахпа тасалтӑр.
4
Эсир Манра пулӑр, Эпӗ сирӗнте пулам. Турат хӑй авӑрӗ ҫинче пулмасан, хӑй тӗллӗн ҫырла ӳстереймест; Ман ӑшӑмра пулмасан, эсир те ҫавӑн пекех пулатӑр.
5
Эпӗ — ҫырла авӑрӗ, эсир — турачӗсем; кам Ман ӑшӑмра, Эпӗ те ун ӑшӗнче тӑратӑп, вӑл нумай ҫимӗҫ кӳрет: Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр;
6
Ман ӑшӑмра маррисем — касса пӑрахнӑ, типсе выртакан туратсем пек: вӗсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ;
7
эсир Ман ӑшӑмра пулсан, Ман сӑмахӑмсем сирӗн ӑшӑрта пулсан, мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ҫавӑ пулӗ сире.
8
Нумай ҫимӗҫ кӳнипе, Манӑн вӗренекенӗмсем пулнипе эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр.
9
Эпӗ сире Хама Аттем юратнӑ пек юратрӑм; эсир вара Эпӗ юратнӑ пек юратӑр.
10
Эпӗ Аттем хушнине туса тӑтӑм, ҫавӑнпа Аттем юратса тӑрать Мана; эсир Эпӗ хушнине туса тӑрсан, Эпӗ те юратса тӑрӑп сире.
11
Эпӗ ҫакна Хамӑн савӑнӑҫӑм сире те пултӑр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе каларӑм.
12
Акӑ Манӑн ӳкӗтӗм: эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр;
13
хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук.
14
Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр.
15
Эпӗ сире чура теместӗп ӗнтӗ: чура вӑл хуҫи мӗн тунине пӗлмест; Эпӗ сире Хам Аттемрен мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп.
16
Мана эсир суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм: сире тӗнчене яма, ҫимӗҫ, ӗмӗрлӗх ҫимӗҫ, кӳччӗр тесе тата эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире ҫавна патӑрччӗ тесе суйласа илтӗм.
17
Эпӗ сире ҫакна тума хушатӑп: пӗр-пӗрне юратӑр.
18
Пӗлсе тӑрӑр: тӗнче сире кураймасть пулсан, Мана вӑл сире курайми пуличченех курайми пулчӗ.
19
Эсир тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче хӑйӗнне хӑй юратӗччӗ; эсир — тӗнченӗн мар, сире Эпӗ тӗнчерен суйласа илтӗм, тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть.
20
Эпӗ сире «чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар» тесе каланӑ сӑмаха астуса тӑрӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ; Манӑн сӑмахӑма итлерӗҫ пулсан, сирӗнне те итлӗҫ.
21
Сире ҫапла Ман ятӑм пирки хӗсӗрлӗҫ: вӗсем Мана Яракана пӗлмеҫҫӗ.
22
Эпӗ килмен пулсан, вӗсене каламан пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ; халӗ ӗнтӗ вӗсенӗн, ҫылӑхлӑскерсенӗн, хӑйсене тӳрре кӑларма май ҫук.
23
Мана курайман ҫын Манӑн Аттеме те кураймасть.
24
Эпӗ вӗсем хушшинче урӑх никам та туман ӗҫсем туса кӑтартман пулсан, вӗсем ҫылӑхлӑ пулмӗччӗҫ; халӗ вӗсем ҫав ӗҫсене курчӗҫ, ҫапах Мана та, Манӑн Аттеме те кураймаҫҫӗ.
25
Ӗнтӗ вӗсен саккунӗнче: «Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ» тесе ҫырни ҫитрӗ.
26
Эпӗ сирӗн патӑра Аттем патӗнчен ярас Лӑплантаракан — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, Атте патӗнчен тухаканскер — килсессӗн, Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗ.
27
Эсир те пӗлтерсе тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21