bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 2
John 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 3 →
1
Виҫҫӗмӗш кунне Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ, унта Иисусӑн Амӑшӗ те пулнӑ.
2
Ҫав туя Иисуса та, Унӑн вӗренекенӗсене те чӗннӗ.
3
Эрех ҫитмен те, Амӑшӗ Иисуса калать: вӗсенӗн эрех ҫук, тет.
4
Иисус калать Ӑна: эй Анне, Санпа Манӑн мӗн ӗҫ пур унта? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, тет.
5
Амӑшӗ тарҫӑсене каланӑ: Вӑл сире мӗн калӗ, эсир ҫавна тӑвӑр, тенӗ.
6
Иудейсен тасалмалли йӑлипе, ҫавӑнта шыв валли икшер-виҫшер виҫе кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ.
7
Иисус тарҫӑсене: савӑтсене шыв тултарӑр-ха, тет. Лешӗсем туллиех тултарнӑ.
8
Вӑл вара калать вӗсене: ӗнтӗ ӑсӑр та туй пуҫне леҫсе парӑр, тет. Лешӗсем леҫсе панӑ.
9
Туй пуҫӗ шывран пулнӑ эрехе астивсе пӑхнӑ та (вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ҫакна шыв ӑсакан тарҫӑсем анчах пӗлнӗ), кӗрӳ каччӑна чӗнсе илсе,
10
ӑна ҫапла калать: кирек кам та малтан лайӑх эрехне парать, кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине парать; эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ, тет.
11
Ҫапла Иисус хӑватлӑ ӗҫсем тума Галилейӑри Кана хулинче пуҫланӑ, унта Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартнӑ; вара вӗренекенӗсем ӗненнӗ Ӑна.
12
Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Унӑн Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта темиҫе кун пурӑннӑ.
13
Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ,
14
Вӑл унта Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑрсем, сурӑхсем, кӑвакарчӑнсем сутнине, укҫа улӑштаракансем ларнине курнӑ.
15
Вара кантраран пушӑ тунӑ та пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн укҫисене сапаласа янӑ, вӗсенӗн сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ;
16
кӑвакарчӑн сутакансене ҫапла каланӑ: йӑлтах илсе кайӑр кунтан, Ман Аттемӗн Ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр, тенӗ.
17
Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем «Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни типӗтсе ячӗ Мана» тесе ҫырнине аса илнӗ.
18
Ҫавна курса иудейсем Ӑна каланӑ: ҫапла тума ирӗкӳ пуррине мӗнле паллӑ кӑтартса пӗлтерӗн Эсӗ пире? тенӗ.
19
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑр, Эпӗ ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартӑп, тенӗ.
20
Иудейсем ҫавна хирӗҫ каланӑ: ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартӑн-и? тенӗ.
21
Турӑ Ҫурчӗ тесе Вӑл Хӑйӗн ӳт-пӗвне каланӑ пулнӑ.
22
Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Вӑл ҫакна каланине аса илнӗ те Ҫырӑва та, Иисус каланӑ сӑмаха та ӗненнӗ вара.
23
Иерусалимра Пасха уявӗнче пулнӑ чухне Вӑл нумай хӑват тунӑ, ҫакна курса чылайӑшӗ ӗненнӗ Ӑна.
24
Анчах Иисус Хӑй вӗсене шанман: Вӑл вӗсене пурне те пӗлнӗ,
25
Ӑна ҫын ҫинчен каласа кӑтартни кирлӗ пулман: ҫын ӑшӗнче мӗн пуррине Вӑл Хӑй пӗлсе тӑнӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21