bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 4
John 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 5 →
1
Иисус вӗренекенӗсен йышӗ хушӑнсах пырать, Вӑл Иоанран та ытла шыва кӗртет текен хыпар фарисейсем патне те ҫитнӗ (шыва кӗртессе вара Иисус Хӑй мар, вӗренекенӗсем шыва кӗртнӗ),
3
ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Иисус Иудейӑран каллех Галилейӑна кайнӑ.
4
Унӑн Самари урлӑ каймалла пулнӑ.
5
Ҫапла Вӑл Самарири Сихарь теекен хулана ҫитет: ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ ҫӗр ҫывӑхӗнчех пулнӑ.
6
Унта Иаков пусси пулнӑ. Ҫул ҫинче ывӑннӑскер, Иисус ҫав пусӑ патне ларнӑ. Ун чухне улттӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ.
7
Пӗр Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пырать. Иисус ӑна: Мана шыв ӗҫтерсемччӗ, тет.
8
Унӑн вӗренекенӗсем хулана апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ.
9
Самари хӗрарӑмӗ калать Ӑна: Эсӗ, Иудея ҫынни, мӗнле-ха манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн? Иудея ҫыннисем Самари ҫыннисемпе хутшӑнмаҫҫӗ, тет.
10
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Турӑ ырӑлӑхне пӗлес пулсан тата хӑвна «Мана шыв ӗҫтерсемччӗ» теекенӗ Кам пулнине пӗлес пулсан, ху Унран ыйтӑттӑн, Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ, тенӗ.
11
Хӗрарӑм калать Ӑна: хуҫамӑм! санӑн мӗнпе ӑсмалли те ҫук, пусси те тарӑн — Санӑн ӑҫтан чӗрӗлӗх шывӗ пулма пултартӑр?
12
Е Эсӗ пире ҫак пусса алтса парса хӑварнӑ Иаков аттемӗртен те аслӑрах-и? Вӑл хӑй те, унӑн ачисем те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те ҫак пусӑран ӗҫсе пурӑннӑ, тет.
13
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак шыва ӗҫекенӗн кирек камӑн та татах ӗҫесси килет;
14
Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн вара ӗмӗрне те ӗҫесси килмӗ; Эпӗ парас шыв унӑн ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫалла юхакан шывӑн ҫӑлӗ пулса тӑрӗ, тенӗ.
15
Хӗрарӑм калать Ӑна: хуҫамӑм! мана ҫав шыва парсамччӗ — манӑн ӗҫессӗм ан килтӗрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ, тет.
16
Иисус калать ӑна: кай та упӑшкуна чӗнсе кил кунта, тет.
17
Хӗрарӑм Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: манӑн упӑшкам ҫук, тенӗ. Иисус калать ӑна: «упӑшкам ҫук» тесе эсӗ тӗрӗс каларӑн;
18
санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ пӗрле пурӑнаканни упӑшку мар; эсӗ ҫакна тӗрӗс каларӑн, тет.
19
Хӗрарӑм калать Ӑна: эй хуҫамӑм! куратӑп ӗнтӗ: Эсӗ — пророк.
20
Пирӗн аттемӗрсем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ; эсир вара пуҫҫапмалли вырӑн Иерусалимра тетӗр, тет.
21
Иисус калать ӑна: ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ — ун чухне эсир Аттене пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар.
22
Эсир хӑвӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлместӗр; эпир хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр: ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле.
23
Вӑхӑт ҫитӗ, ҫитрӗ те ӗнтӗ, тӗрӗс пуҫҫапакансем Аттене сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ: Атте Хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать.
24
Турӑ Вӑл — Сывлӑш, пуҫҫапакансен те, Чӑнлӑх Сывлӑшӗ вӗрентнӗ пек, чӑнлӑхпа пуҫҫапмалла, тет.
25
Хӗрарӑм калать Ӑна: эпӗ Христос теекен Мессия килессе пӗлетӗп; килсессӗн Вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерӗ пире, тет.
26
Иисус ӑна: Вӑл Эпӗ, хӑвӑнпа Калаҫаканни, тет.
27
Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем таврӑннӑ та Вӑл хӗрарӑмпа калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ; ҫапах та вӗсенчен пӗри те: Эсӗ унран мӗн ыйтатӑн? унпа мӗн ҫинчен калаҫатӑн? тесе те ыйтман.
28
Хӗрарӑм шыв кӑкшӑмне лартса хӑварнӑ та, хулана кайса, ҫынсене ҫапла калать:
29
пӗр Ҫын мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха — Христос мар-ши Вӑл? тет.
30
Ҫынсем хуларан тухса Ун патне кайнӑ.
31
Ҫав хушӑра вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: Равви?! ҫисемччӗ, тенӗ.
32
Вӑл вӗсене: Манӑн эсир пӗлмен апат пур, тенӗ.
33
Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: Ун валли кам та пулин ҫимелли илсе килнӗ-ши, тесе калаҫнӑ.
34
Иисус калать вӗсене: Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси.
35
Эсир: «тырӑ вырас вӑхӑт тата тӑватӑ уйӑхран ҫитет» теместӗр-и? Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ.
36
Выраканӗ пайта илет, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли ҫимӗҫ пуҫтарать, ҫапла ӗнтӗ акаканӗ те, выраканӗ те пӗрле савӑнӗҫ;
37
ку тӗлӗшпе «пӗри акать, тепӗри вырать» теекен каларӑш тӗрӗс.
38
Эпӗ сире хӑвӑр ӗҫлесе туманнине вырма ятӑм: ыттисем ӗҫлерӗҫ, эсир вӗсен ӗҫне хутшӑнтӑр, тет.
39
Хӗрарӑм Ун пирки: «Вӑл мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ» тенине илтсессӗн, ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.
40
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус патне пырсан, Самари ҫыннисем Ӑна кӑштах хӑйсем патӗнче пурӑнма ыйтнӑ; Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ.
41
Иисус Хӑй каланине илтсессӗн, Ӑна тата нумайрах ҫын ӗненнӗ;
42
вара ҫав хӗрарӑма каланӑ: эпир ӗнтӗ санӑн сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр, Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр, тенӗ.
43
Икӗ кун иртсен Вӑл унтан Галилейӑна тухса кайнӑ.
44
Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ: «пророка хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче хисеплемеҫҫӗ» тенӗ.
45
Иисус Галилейӑна пырсан, Галилея ҫыннисем, Вӑл Иерусалимра уявра мӗн тунине пурне те курнӑскерсем, Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ — уява вӗсем те кайнӑ пулнӑ.
46
Ҫапла Иисус каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран эрех тунӑ ҫӗре, пынӑ. || Капернаумра патша ҫумӗнче ӗҫлекен пӗр пуҫлӑх пулнӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ.
47
Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтсессӗн, вӑл Ун патне пынӑ та Ӑна хӑйӗн вилес пек выртакан ывӑлне пырса сыватма тархасланӑ.
48
Иисус каланӑ ӑна: эсир паллӑсем, хӑватсем курмасӑр ӗненместӗр, тенӗ.
49
Патша ҫумӗнче ӗҫлекенӗ калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ывӑлӑм вилсе кайиччен пырсамччӗ, тет.
50
Иисус ӑна: каях, санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, тет. Лешӗ вара Иисус каланӑ сӑмаха ӗненнӗ те кайнӑ.
51
Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем хирӗҫ пулнӑ та: санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, тенӗ.
52
Вӑл вӗсенчен: ӑна хӑш сехетре ҫӑмӑл пулчӗ? тесе ыйтнӑ. Ӑна каланӑ: ӗнер ҫиччӗмӗш сехетре ӑна вӗрилентерме пӑрахрӗ, тенӗ.
53
Ҫак сӑмахран ача ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Иисуса ӗненнӗ.
54
Ҫак иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус Иудейӑран Галилейӑна таврӑнсассӑн тунӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21