bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 6
John 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 7 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Галилея тинӗсӗн, — ӑна Тивериада та теҫҫӗ, — тепӗр енне кайнӑ.
2
Вӑл чирлисене чӗртсе хӑват тунине курса, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
3
Иисус ту ҫине улӑхнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ.
4
Иудейсен Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.
5
Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхать те, Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курса, Филипа калать: вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илес-ши пирӗн? тет.
6
Ҫакна Вӑл ӑна сӑнаса каланӑ, Хӑй вара мӗн тӑвассине пӗлсе тӑнӑ.
7
Филипп Ӑна хуравласа каланӑ: кашнине пӗчӗк татӑк тивмелӗх ҫеҫ ҫӑкӑр илес тесен те, икҫӗр динари ҫитес ҫук, тенӗ.
8
Унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, Петр теекен Симон шӑллӗ Андрей, калать Ӑна:
9
кунта пӗр ачанӑн пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур; анчах ку йышлӑ халӑхшӑн мӗнех вӑл? тет.
10
Иисус каланӑ: вӗсене ларса тухма хушӑр, тенӗ. Вырӑнӗ ҫеремлӗ пулнӑ. Ҫапла вара пӗр пилӗк пин ҫынна яхӑн ларса тухнӑ.
11
Иисус ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та унтан хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ларакан халӑха валеҫсе панӑ; пуллипе те ҫаплах тунӑ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ҫавӑн чухлӗ панӑ.
12
Пурте ҫисе тӑрансан Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр, тенӗ.
13
Вара пилӗк урпа ҫӑкӑрне ҫиекенсенчен юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ та вуникӗ кунтӑ туллиех тултарнӑ.
14
Иисус тунӑ хӑвата куракан ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Пророк, тенӗ.
15
Иисус, Хӑйне систермесӗр тытса патшана лартасшӑн пулнине пӗлсе, пӗчченех каллех ту ҫине кайнӑ.
16
Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ та,
17
кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енне Капернаума ҫул тытнӑ. Тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ, Иисус ҫаплах вӗсем патне пыман-ха.
18
Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханнӑ.
19
Пӗр ҫирӗм пилӗк е вӑтӑр стади чухлӗ ишсе кайсан, вӗсем Иисус тинӗс ҫийӗн утса пынине, кимӗ патне ҫывӑхарнине курса хӑраса ӳкнӗ.
20
Вӑл вӗсене: ку Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ.
21
Вӗсем Ӑна кимӗ ҫине лартасшӑн пулнӑ; ҫав вӑхӑтрах кимми хӑйсем ишсе пыракан ҫыран хӗррине ҫитсе чарӑннӑ.
22
Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑракан халӑх Иисус вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗсӗр пуҫне унта урӑх кимӗ пулманнине тата Иисус ҫав кимӗ ҫине Хӑйӗн вӗренекенӗсем патне ларманнине, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнине пӗлнӗ.
23
Ҫав хушӑра Ҫӳлхуҫа пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑн ҫывӑхне Тивериадӑран урӑх кимӗсем ҫитнӗ.
24
Кунта Иисус та, Унӑн вӗренекенӗсем те ҫуккине курсассӑн, халӑх кимӗсем ҫине ларнӑ та, Иисуса шыраса, Капернаума ишсе кайнӑ.
25
Вара Ӑна тинӗс тепӗр енче тупса каланӑ: Равви?! Эсӗ кунта хӑҫан килтӗн? тенӗ.
26
Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Мана хӑватсем курнӑран шырамастӑр, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр, тенӗ.
27
Ҫӗр ҫинчи ҫӗрекен апатшӑн ан тӑрӑшӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пыракан апатшӑн тӑрӑшӑр. Ҫав апата сире Этем Ывӑлӗ парӗ: Ӑна Атте Турӑ Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, тенӗ.
28
Вара Ӑна: Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвас тесен пирӗн мӗн тумалла? тенӗ.
29
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ Турра юрӑхлӑ ӗҫ — Вӑл Кама янӑ, эсир Ҫавна ӗненӗр, тенӗ.
30
Вара каланӑ Ӑна: Хӑвна ӗнентерес тесен Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн, мӗн тӑвӑн?
31
Пирӗн аттесем пушхирте манна ҫинӗ, ҫакӑн ҫинчен: «ҫимешкӗн вӗсене тӳперен ҫӑкӑр панӑ» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
32
Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн ҫӑкӑра сире Манӑн Аттем парать:
33
Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл ҫӳлтен анать, тӗнчене чӗрӗлӗх парать, тенӗ.
34
Вара Ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! пире яланах ҫавӑн пек ҫӑкӑр парса тӑрсамччӗ, тенӗ.
35
Иисус каланӑ вӗсене: || чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ — Эпӗ; Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ;
36
Эпӗ ӗнтӗ сире каларӑм: эсир Мана куртӑр, ҫапах ӗненместӗр, терӗм.
37
Аттем Мана пани пурте Ман патӑма килӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ хӑваласа ямӑп:
38
Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ;
39
Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла;
40
Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр, Эпӗ вара ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп, тенӗ.
41
«Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенӗшӗн иудейсем Иисуса ҫилленнӗ;
42
вӗсем каланӑ: Ку — Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-и вара? эпир Унӑн ашшӗ-амӑшне те пӗлетпӗр, епле-ха Вӑл: «Эпӗ ҫӳлтен аннӑ» теет? тенӗ.
43
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта ҫилленсе ан калаҫӑр:
44
Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп.
45
Пророксен кӗнекинче: «пурне те Турӑ вӗрентсе ҫитерӗ» тесе ҫырнӑ. Аттемрен илтсе вӗренекен кирек кам та Ман патӑма килет.
46
Ку сӑмах кам та пулин Аттене курнине пӗлтермест, Турӑран Килнисӗр пуҫне Ашшӗне никам та курман: Вӑл курнӑ Ашшӗне.
47
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать.
48
Эпӗ — чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ:
49
сирӗн аҫӑрсем пушхирте манна ҫисен те вилнӗ;
50
ҫӳлтен анакан ҫӑкӑр ҫавӑн евӗрлӗ: ӑна ҫиекен вилмӗ.
51
Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ; Эпӗ парас ҫӑкӑр — Манӑн Ӳтӗм вӑл, Эпӗ ӑна тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп, тенӗ.
52
Иудейсем ӗнтӗ пӗр-пӗринпе тавлаша пуҫланӑ: епле-ха Вӑл Хӑй Ӳтне пире ҫиме пама пултартӑр? тенӗ.
53
Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ.
54
Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, юлашки кун Эпӗ ӑна чӗртсе тӑратӑп.
55
Манӑн Ӳтӗм — чӑн ҫимӗҫ, Манӑн Юнӑм — чӑн ӗҫмелли;
56
Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен Ман ӑшӑмра пулать, Эпӗ те ун ӑшӗнче пулатӑп;
57
Мана чӗрӗлӗхлӗ Аттем ячӗ, Аттем урлӑ Эпӗ те чӗрӗлӗхлӗ, ҫавнашкал Ман Ӳтӗме ҫиекен те ҫапла Ман урлӑ чӗрӗ пулӗ.
58
Ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр ҫавӑ ӗнтӗ; аҫӑрсем ҫинӗ манна пек мар вӑл, вӗсем ӑна ҫисессӗн те вилнӗ; ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, тенӗ.
59
Ҫакна Вӑл Капернаумра, синагогӑра вӗрентнӗ чухне, каланӑ.
60
Ҫавна илтсен, Унӑн вӗренекенӗсем те нумайӑшӗ каланӑ: темӗнле сӑмахсем калать! ҫакна кам итлеме пултарайӗ? тенӗ.
61
Вӗренекенӗсем ҫавӑн пирки ӳпкелешнине пӗлсе тӑракан Иисус каланӑ вӗсене: сире ҫакӑ та аташтарать-и?
62
Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан мӗн тӑвӑр-ши эсир?
63
Сывлӑш чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт нимӗнле усӑ та кӳмест; Эпӗ сире калакан сӑмахсем — Сывлӑш та, пурӑнӑҫ та.
64
Ҫапах та сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-хӑшӗ ӗненмеҫҫӗ, тенӗ. Иисус кам ӗненменнине, Хӑйне кам тытса парассине малтанах пӗлсе тӑнӑ.
65
Тата каланӑ: ҫавӑнпа Эпӗ сире: Аттем пулӑшмасассӑн Ман патӑма никам та килме пултараймасть, тесе каларӑм та, тенӗ.
66
Ҫакӑн хыҫҫӑн Унӑн вӗренекенӗсем нумайӑшӗ Ӑна пӑрахса кайнӑ та урӑх Унпа ҫӳремен.
67
Ҫавӑн чухне Иисус вуникӗ вӗренекенне: эсир те пӑрахса каясшӑн мар-и? тенӗ.
68
Петр Симон хуравласа каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем;
69
Эсӗ Христос иккенне, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те, тенӗ.
70
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире, вуниксӗре, Хам суйласа илмерӗм-и? анчах сирӗнтен пӗри — шуйттан, тенӗ.
71
Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ: лешӗ, вуниккӗшӗнчен пӗри, Ӑна тытса парасшӑн пулнӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21