bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 12
John 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 13 →
1
Пасха уявӗ ҫитиччен ултӑ кун маларах Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ.
2
Ун валли унта каҫхи апат хатӗрленӗ; Марфа хӑнасене пӑхнӑ, Иисуспа пӗрле кӗрекере ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ.
3
Мария хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен хатӗрленӗ пӗр кӗрепенкке мирӑ илнӗ те Иисусӑн урине сӗрсе ӑна ҫӳҫӗпе шӑлнӑ; ӗнтӗ пӗтӗм пӳрте ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ.
4
Вӗренекенӗсенчен пӗри, Симон ывӑлӗ Иуда Искариот, Иисуса тытса пама хатӗрленекенӗ, ҫавӑн чухне каланӑ:
5
мӗншӗн-ха ку мирӑна сутса виҫҫӗр динари илес мар, укҫине кӗлмӗҫсене салатса парас мар? тенӗ.
6
Ҫакна вӑл кӗлмӗҫсене пулӑшас тесе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ: ун ҫумӗнче укҫа арчи пулнӑ, унта мӗн янине вӑл илкелесех тӑнӑ.
7
Иисус каланӑ: ан тивӗр ӑна; ку ҫӑва вӑл Мана пытарас кун валли упранӑ.
8
Кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук, тенӗ.
9
Иисус ӑҫтине пӗлсен иудейсем унта нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, вӗсем Иисуса ҫеҫ мар, Вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.
10
Аслӑ священниксем ӗнтӗ Лазаре те вӗлерме сӑмах пӗтернӗ,
11
мӗншӗн тесессӗн ӑна пула иудейсем нумайӑшӗ вӗсенчен пӑрӑнса Иисуса ӗненнӗ.
12
Тепӗр кунне уява пынӑ темӗн чухлӗ халӑх, Иисус Иерусалима килет тенине илтсен,
13
пальма турачӗсем тытса, Ӑна кӗтсе илме тухнӑ, вӗсем: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекенӗ, Израиль Патшийӗ мухтавлӑ! тесе кӑшкӑрнӑ.
14
Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланса ларнӑ. Ку ӗнтӗ Ҫырура: «эй Сион хӗрӗ, ан хӑра! акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет» тесе ҫырнӑ пек пулнӑ.
16
Унӑн вӗренекенӗсем ҫакна малтан ӑнланман; Иисус ҫинчен ҫапла ҫырнине, ҫакна хӑйсем Уншӑн тунине вӗсем Иисус мухтава тухсан тин астуса илнӗ.
17
Ҫакӑн умӗн Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ халӑх Вӑл Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине каласа кӑтартнӑ;
18
Иисус ҫав хӑвата тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна ҫапла кӗтсе илнӗ.
19
Фарисейсем хӑйсем хушшинче калаҫнӑ: куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр — пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять, тенӗ.
20
Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче темиҫе эллин та пулнӑ.
21
Вӗсем Филипп патне пынӑ та (лешӗ Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ) унран ҫапла ыйтнӑ: ырӑ ҫыннӑмӑр! пирӗн Иисуса курасчӗ, тенӗ.
22
Филипп ҫавӑн ҫинчен Андрее кайса калать; унтан Андрейпе Филипп ун ҫинчен Иисуса калаҫҫӗ.
23
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Этем Ывӑлӗн мухтава тухас вӑхӑчӗ ҫитрӗ.
24
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тулӑ пӗрчи ҫӗр ҫине ӳксе вилмесен пӗр пӗрчӗ халлӗнех юлать; вилсессӗн — нумай пӗрчӗ пултарать.
25
Хӑйӗн чунне юратакан ӑна пӗтерет; ку тӗнчере хӑй чунне курайман ҫын ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварать.
26
Маншӑн ӗҫлесе тӑракан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта — тарҫӑм та ҫавӑнта пултӑр; Маншӑн ӗҫлесе тӑракана Атте хисеплӗ.
27
Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханать; мӗн калам-ши? Эй Аттем! ҫак сехетрен хӑтарсам Мана! анчах Эпӗ шӑпах ҫак сехетшӗн килнӗ.
28
Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар! тенӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: мухтава кӑлартӑм, татах та мухтавлӑп, тенӗ сасӑ илтӗннӗ.
29
Унта тӑракан халӑх ҫавна илтсен: аслати ку, тенӗ; тепӗрисем: Унпа ангел калаҫрӗ, тенӗ.
30
Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: ку сасӑ Маншӑн мар, халӑхшӑн пулчӗ.
31
Халӗ ҫак тӗнчене сут пулать; халӗ ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ.
32
Эпӗ, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсен, пурне те Хам патӑма пуҫтарӑп, тенӗ.
33
Ҫакна Вӑл Хӑй епле вилӗмпе вилессине пӗлтерсе каланӑ.
34
Халӑх каланӑ Ӑна: Христос ӗмӗр-ӗмӗрех пулмалла — эпир ҫакна саккунран пӗлетпӗр; епле-ха Эсӗ Этем Ывӑлӗн ҫӳле ҫӗкленмелле тетӗн? Ҫав Этем Ывӑлӗ кам вӑл? тенӗ.
35
Вара Иисус каланӑ вӗсене: ҫутӑ сирӗнпе пӗрле тата кӑшт анчах тӑрӗ; ҫутӑ пур чухне ҫӳрӗр, сӗмлӗх ан хупӑрлатӑр сире: сӗмлӗхре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
36
Ҫутӑ хӑвӑрпа пӗрле чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ывӑлӗсем пулӑр, тенӗ. Ҫакна каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайнӑ, урӑх курӑнман вӗсене.
37
Вӑл вӗсем умӗнче темӗн чухлӗ хӑват тунӑ, вӗсем ҫавах ӗненмен Ӑна.
38
Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ, вӑл: «эй Ҫӳлхуҫа, пирӗнтен илтнине кам ӗненчӗ? Ҫӳлхуҫан хӑвачӗ кама курӑнчӗ?» тенӗ.
39
Исаия вӗсем мӗншӗн ӗненме пултарайманни ҫинчен те каланӑ:
40
«Турӑ вӗсен куҫне суккӑрлатнӑ, вӗсен чӗрине чул пек хытарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем куҫӗпе те курмаҫҫӗ, чӗрипе те ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем Ман енне ҫаврӑннӑ пулсассӑн, Эпӗ вӗсене сывататтӑм» тенӗ.
41
Исаия Христос мухтавне курнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫапла каланӑ; вӑл Ун ҫинчен каланӑ.
42
Ҫапах Иисуса пуҫлӑхсем те нумайӑшӗ ӗненнӗ, анчах та вӗсем, фарисейсем синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман:
43
вӗсем ӗнтӗ этем мухтавне Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.
44
Иисус хытӑ сасӑпа каланӑ: Мана ӗненекен Мана мар, Мана Яракана ӗненет;
45
Мана куракан Мана Яракана курать.
46
Эпӗ — Мана ӗненекен пӗри те сӗмлӗхре ан юлтӑр тесе тӗнчене килнӗ ҫутӑ.
47
Ман сӑмахӑма илтсе те Мана ӗненмен ҫынна Эпӗ айӑпламастӑп: Эпӗ тӗнчене айӑплама килмен, ӑна ҫӑлма килнӗ.
48
Мана йышӑнман ҫыншӑн, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫыншӑн хӑйне тӳре пур: юлашки кун ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ.
49
Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламарӑм; Эпӗ Хама янӑ Аттем мӗн хушнине турӑм, мӗн каламаллине, мӗнле каламаллине Мана Вӑл Хӑй каларӗ.
50
Эпӗ пӗлетӗп: Вӑл мӗн хушни — ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем Хама мӗн каланине калатӑп, тенӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21