bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 11
John 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 12 →
1
Марийӑпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑннӑ Вифани ялӗнче Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлӗ выртнӑ.
2
Ҫав Мария ӗнтӗ Иисуса мирӑ сӗрсе Унӑн урине хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ; чирлӗ Лазарь унӑн пиччӗшӗ пулнӑ.
3
Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Ҫӳлхуҫамӑр, акӑ Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ выртать» тесе калама ҫын янӑ.
4
Ҫакна илтсен, Иисус каланӑ: ку чир вилӗм чирӗ мар, Турӑ мухтавне кӑтартмалли чир, ун урлӑ Турӑ Ывӑлӗ мухтава тухӗ, тенӗ.
5
Иисус Марфӑна та, унӑн йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ.
6
Лазарь чирлӗ тенине илтсен, Иисус ҫав вырӑнта тата икӗ кун пурӑннӑ.
7
Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: атьӑр каллех Иудейӑна каяр, тенӗ.
8
Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: Равви?! иудейсем Сана халӗ ҫеҫ чулпа персе вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каятӑн-и? тенӗ.
9
Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: кунра вуникӗ сехет мар-и? кӑнтӑрла ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫак тӗнче ҫутине курать;
10
ҫӗрле ҫӳрекен такӑнать, мӗншӗн тесессӗн унра ҫутӑ ҫук, тенӗ.
11
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Эпӗ ӑна вӑратма каятӑп, тенӗ.
12
Вӗренекенӗсем Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! ҫывӑрать пулсассӑн сывалӗ-ха, тенӗ.
13
Иисус ӗнтӗ Лазарь вилӗмӗ ҫинчен каланӑ, вӗсем вара Вӑл ахаль ыйхӑ ҫинчен калать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
14
Иисус вара вӗсене тӳррӗнех каланӑ: Лазарь вилнӗ;
15
Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп: сире ҫирӗпрех ӗнентересшӗн Эпӗ унта пулмарӑм; эппин, каяр ун патне, тенӗ.
16
Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: эпир те каяр та Унпа пӗрле вилер, тенӗ.
17
Вифани ялне ҫитсен Иисус Лазаре тӑватӑ кун каяллах пытарнине пӗлнӗ.
18
Вифани ялӗ Иерусалим ҫывӑхӗнчех, пӗр вунпилӗк стадире пулнӑ,
19
пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марийӑна лӑплантарма иудейсем нумаййӑн пухӑннӑ.
20
Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ӑна хирӗҫ кайнӑ; Мария килӗнчех юлнӑ.
21
Ҫавӑн чухне Марфа Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ.
22
Ҫапах та Эсӗ Турӑран кирек мӗн ыйтнине те Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп, тенӗ.
23
Иисус ӑна: пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ, тет.
24
Марфа калать Ӑна: эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл, тет.
25
Иисус каланӑ ӑна: чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ; Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ,
26
Мана ӗненсе пурӑнакан ӗмӗрне те вилмӗ. Ҫакна ӗненетӗн-и? тенӗ.
27
Марфа калать Ӑна: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑр! ӗненетӗп: Эсӗ тӗнчене килмелли Турӑ Ывӑлӗ Христос, тет.
28
Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн Мария йӑмӑкне вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: Вӗрентекен кунта, сана чӗнет, тенӗ.
29
Мария ҫакна илтсенех васкасах тӑрса Ун патне кайнӑ.
30
Иисус ун чухне яла кӗмен пулнӑ-ха, Марфӑпа тӗл пулнӑ вырӑнтах тӑнӑ.
31
Мария васкасах тӑрса тухса кайнине курсан, пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ, вӗсем вӑл пиччӗшне пытарнӑ ҫӗре йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ.
32
Мария ӗнтӗ Иисус тӑракан ҫӗре пынӑ та, Ӑна курсассӑн Ун ури умне ӳксе пуҫҫапса, Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ, тенӗ.
33
Мария йӗнине тата унпа пӗрле пынӑ иудейсем те йӗнине курсан, Иисус Хӑй те питех те хурланса пӑлханса кайнӑ,
34
вара: ӑҫта пытартӑр эсир ӑна? тенӗ. Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! пырса пӑхсамччӗ, теҫҫӗ.
35
Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ.
36
Ҫавӑн чухне иудейсем каланӑ: пӑхӑр-ха, Вӑл ӑна епле юратнӑ! тенӗ.
37
Вӗсенчен хӑшӗсем тата ҫапла каланӑ: суккӑр ҫыннӑн куҫне уҫнӑскер, Вӑл ҫакна та вилмелле мар тума пултарайман-им-ха? тенӗ.
38
Иисус вара Хӑй ӑшӗнче ҫавах питех те хуйхӑрса тупӑклӑх патне пынӑ. Тупӑклӑхӗ ту хӑвӑлӗнче пулнӑ, унта кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ.
39
Иисус: чулне илӗр, тет. Вилнин йӑмӑкӗ, Марфа, калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗнтӗ виле шӑрши ҫапать; вӑл вилни тӑватӑ кун, тет.
40
Иисус ӑна ҫапла калать: ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и Эпӗ сана? тет.
41
Вара тупӑклӑх умӗнчи чула илнӗ. Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: эй Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана;
42
Эсӗ Мана кирек хӑҫан та илтессе Эпӗ пӗлетӗп; ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм: вӗсем Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм, тенӗ.
43
Ҫакна каласан Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса: Лазарь, тух! тенӗ.
44
Вара вилнӗскерӗ алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. Иисус вӗсене: салтса ярӑр ӑна, утса пытӑр, тет.
45
Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненнӗ;
46
хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ.
47
Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем канаш пухнӑ: мӗн тӑвар-ши? Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать.
48
Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненӗҫ, вара Рим ҫыннисем килӗҫ те пирӗн ҫӗре те, халӑха та хӑйсен аллине илӗҫ, тенӗ.
49
Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: эсир нимӗн те пӗлместӗр,
50
ӑнланмастӑр ҫакна: пӗтӗм халӑх пӗтиччен пӗр ҫын вилни пирӗншӗн пуриншӗн те аванрах, тенӗ.
51
Ҫакна вӑл хӑй ӑсӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе, халӑхшӑн ҫеҫ мар, тата сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ.
53
Ҫав кун ӗнтӗ Иисуса вӗлерме сӑмах пӗтернӗ.
54
Ҫавӑнпа Иисус иудейсем хушшинче курӑнсах ҫӳремен; Вӑл унтан пушхир ҫывӑхӗнчи ҫӗре, Ефраим ятлӑ хулана, кайса Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ҫавӑнта пурӑннӑ.
55
Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, пур тавраран та нумайӑшӗ Пасха умӗн тасалма Иерусалима пынӑ.
56
Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса шыранӑ, Турӑ Ҫуртӗнче тӑнӑ чухне пӗр-пӗрне каланӑ: мӗнле шухӑшлатӑр эсир? уява килет-ши Вӑл? тенӗ.
57
Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытасшӑн ҫапла тума хушнӑ: кам та кам Вӑл ӑҫтине пӗлет, унӑн ҫакӑн ҫинчен систерес пулать.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21