bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 8
John 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 9 →
1
Иисус вара Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.
2
Ирхине каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ; пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ; Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗренте пуҫланӑ.
3
Ҫавӑнта Ун патне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ арӑма илсе пынӑ; ӑна вӑта ҫӗре тӑратса, Иисуса каланӑ:
4
Вӗрентекен! ҫак арӑма аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ;
5
саккунра Моисей пире ун пеккисене чулпа персе вӗлерме хушнӑ, Эсӗ мӗн калӑн? тенӗ.
6
Ҫакна вӗсем, Ӑна сӑнаса, Ӑна айӑплама мӗн те пулин тупасшӑн каланӑ. Анчах та Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине пӳрнипе темӗскер ҫыра пуҫланӑ.
7
Лешӗсем Хӑйӗнчен ҫине тӑрсах ыйтнӑран Вӑл пуҫне ҫӗклесе каланӑ вӗсене: сирӗн хушшӑрта кам ҫылӑхсӑр, малтан ҫавӑ чулпа петӗр ӑна, тенӗ.
8
Хӑй каллех пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине ҫырса тӑнӑ.
9
Лешӗсем ҫакна илтсен, намӑсланса, аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех пӗрин хыҫҫӑн тепӗри салана пуҫланӑ; Иисуспа вӑта ҫӗрте тӑракан хӗрарӑм анчах тӑрса юлнӑ.
10
Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та, хӗрарӑмсӑр пуҫне никам та юлманнине курса, каланӑ ӑна: эй хӗрарӑм! сана айӑплакансем ӑҫта? никам та айӑплаймарӗ-и сана? тенӗ.
11
Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: никам та айӑплаймарӗ, Ҫӳлхуҫамӑр! тенӗ. Иисус ӑна: Эпӗ те айӑпламастӑп сана; каях, малашне ҫылӑха ан кӗр, тенӗ.
12
Иисус халӑха татах каланӑ: Эпӗ — тӗнче ҫути; Ман хыҫҫӑн пыракан сӗмлӗхре ҫӳремӗ, унӑн чӗрӗлӗх ҫути пулӗ, тенӗ.
13
Ҫавӑн чухне фарисейсем каланӑ Ӑна: Эсӗ Ху ҫинчен Ху каласа пӗлтеретӗн, Эсӗ калани чӑн мар, тенӗ.
14
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ Хам ҫинчен Хам каласа пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ калани чӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп; эсир Эпӗ ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлместӗр.
15
Эсир этем виҫипе айӑплатӑр, Эпӗ никама та айӑпламастӑп;
16
айӑпласассӑн та, Манӑн сутӑм чӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — пӗччен мар, Эпӗ — Хама янӑ Аттемпе пӗрле;
17
сирӗн саккунӑрта та: «икӗ ҫын пӗр пек кӳнтелет пулсан, ҫавӑ — чӑн» тесе ҫырнӑ.
18
Эпӗ Хам ҫинчен Хам кӳнтелетӗп; Ман ҫинчен тата Мана янӑ Аттем кӳнтелет, тенӗ.
19
Вара Ӑна: ӑҫта Санӑн Аҫу? тенӗ. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: эсир Мана та, Манӑн Аттеме те пӗлместӗр; Мана пӗлнӗ пулсассӑн, эсир Манӑн Аттеме те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ, тенӗ.
20
Ҫак сӑмахсене Иисус Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче вӗрентнӗ чухне, каланӑ; Ӑна никам та тӗкӗнмен: ун чухне Унӑн вӑхӑчӗ ҫитмен-ха.
21
Иисус татах каланӑ вӗсене: Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырӑр та, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр, тенӗ.
22
Вара иудейсем каланӑ: «Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр» тет, Вӑл Хӑйне Хӑй вӗлересшӗн мар-и? тенӗ.
23
Вӑл каланӑ вӗсене: эсир — ҫӗртен, Эпӗ — ҫӳлтен; эсир — ку тӗнчерисем, Эпӗ — ку тӗнчери мар.
24
Ҫавӑнпа Эпӗ сире «хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр» тесе каларӑм та; эсир Ку Эпӗ иккенне ӗненмесен хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр те, тенӗ.
25
Вара Ӑна: кам вара Эсӗ? тенӗ. Иисус каланӑ вӗсене: ҫакӑн ҫинчен Эпӗ сире малтан пуҫласах калатӑп;
26
Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай; анчах тӗнчене Эпӗ Хама Яракантан мӗн илтнине ҫеҫ калатӑп, Вӑл вара — Чӑнни, тенӗ.
27
Иисус вӗсене Хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен каланине вӗсем ӑнланайман.
28
Ҫавӑнпа Иисус каланӑ вӗсене: эсир Этем Ывӑлне ҫӗклентерсессӗнех Ку Эпӗ иккенне, Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек каланине пӗлӗр вара.
29
Мана Яраканӗ Манпа пӗрлех; Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп, ҫавӑнпа Аттем Мана пӗччен хӑвармарӗ, тенӗ.
30
Вӑл ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Ӑна нумайӑшӗ ӗненнӗ.
31
Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр;
32
вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ, тенӗ.
33
Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Авраам йӑхӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман; епле-ха Эсӗ пире: «ирӗке тухӑр» теетӗн? тенӗ.
34
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫылӑха кӗрекен кирек кам та — ҫылӑх чури.
35
Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнаймасть, ывӑлӗ ӗмӗрех пурӑнать.
36
Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр.
37
Эсир Авраам йӑхӗ иккенне Эпӗ пӗлетӗп, анчах та эсир Мана вӗлерме хатӗр, мӗншӗн тесессӗн Манӑн сӑмахӑм сирӗн ӑшӑра вырӑнаҫаймасть;
38
Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна калатӑп; эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнине тӑватӑр, тенӗ.
39
Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пирӗн аттемӗр — Авраам, тенӗ. Иисус каланӑ вӗсене: эсир Авраам ачисем пулсан, Авраам ӗҫӗсене тӑвӑттӑр;
40
эсир халӗ Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр. Авраам ун пек туман;
41
эсир хӑвӑр аҫӑрӑн ӗҫӗсене тӑватӑр, тенӗ. Ҫавна хирӗҫ Ӑна каланӑ: эпир аскӑн ӗҫ тунинчен ҫуралман, пирӗн Аттемӗр пӗрре — Турӑ, тенӗ.
42
Иисус каланӑ вӗсене: сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсан, эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Турӑ патӗнчен анса килнӗ; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Вӑл янӑ.
43
Мӗншӗн эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? мӗншӗн тесессӗн эсир Манӑн сӑмахӑма илтме пултараймастӑр.
44
Сирӗн аҫӑр — шуйттан, эсир аҫӑрӑн усал шухӑшне тӑвасшӑн; вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчех ҫынвӗлерен пулнӑ, чӑнлӑх уншӑн ют, мӗншӗн тесессӗн ун ӑшӗнче чӑнлӑх ҫук. Суйса каланӑ чухне вӑл хӑйӗнче мӗн пуррине калать, мӗншӗн тесессӗн вӑл — ултавҫӑ, ултав ашшӗ.
45
Эпӗ вара чӑннине калатӑп, эсир Мана ҫавӑнпа ӗненместӗр.
46
Сирӗнтен кам Мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплать? Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, эсир мӗншӗн ӗненместӗр Мана?
47
Кам Турӑран, ҫавӑ Турӑ сӑмахне итлет; эсир Турӑран мар, ҫавӑнпа итлеместӗр, тенӗ.
48
Ҫакна хирӗҫ иудейсем Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Сана: Эсӗ — Самари ҫынни, Сана усал ернӗ тесе тӗрӗсех каламастпӑр-и? тенӗ.
49
Иисус каланӑ: Мана усал ермен, Эпӗ Хамӑн Аттеме чыслатӑп, эсир Мана чыссӑрлататӑр.
50
Эпӗ Хам валли мухтав шырамастӑп: Шыраканни, Сут тӑваканни хӑйне пур.
51
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ, тенӗ.
52
Иудейсем каланӑ Ӑна: Сана усал ернине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир: Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара: «Манӑн сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ» тетӗн;
53
Эсӗ вилнӗ Авраам аттемӗртен те аслӑ-и? пророксем те вилнӗ; Эсӗ Хӑвна кам вырӑнне хуратӑн? тенӗ.
54
Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ Хама Хам мухтатӑп пулсан, Манӑн мухтавӑм ниме те тӑмасть. Мана Аттем мухтава кӑларать, эсир вара Ун ҫинчен: «Вӑл — пирӗн Туррӑмӑр» теетӗр;
55
эсир Ӑна пӗлмерӗр, Эпӗ пӗлетӗп Ӑна; Ӑна пӗлместӗп теес пулсан, Эпӗ сирӗн пекех ултавҫӑ пулатӑп; Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне тытса тӑратӑп.
56
Авраам, сирӗн аҫӑр, питех те Ман кунӑма курасшӑнччӗ; курчӗ те — савӑнмаллипех савӑнчӗ, тенӗ.
57
Ҫакна хирӗҫ иудейсем каланӑ Ӑна: Эсӗ халӗ аллӑ ҫула та ҫитмен, мӗнле-ха Эсӗ Авраама курма пултарнӑ? тенӗ.
58
Иисус каланӑ вӗсене: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ Авраам ҫураличченех пур, тенӗ.
59
Иудейсем вара Ӑна вӗлересшӗн чулсем ярса тытнӑ; анчах Иисус, курӑнми пулса, вӗсем хушшипех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21