bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 10
John 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 11 →
1
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран кӗмест, урӑх ҫӗртен каҫса кӗрет, вӑл вӑрӑ, вӑрӑ-хурах.
2
Алӑкран кӗрекенни — сурӑхсен кӗтӳҫи.
3
Ӑна алӑк хуралҫи алӑкне уҫса парать, сурӑхсем унӑн сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать;
4
сурӑхӗсене кӑларсан вӑл хӑй вӗсен умӗнчен пырать; сурӑхӗсем унӑн сассине палланипе ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ;
5
ют ҫын хыҫӗнчен каймаҫҫӗ, ют сасса палламаннипе вӗсем унран тараҫҫӗ, тенӗ.
6
Иисус вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ, анчах та вӗсем Вӑл мӗн каланине ӑнланман.
7
Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ;
8
Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ;
9
Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ;
10
вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм;
11
Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать;
12
тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет;
13
тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть.
14
Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ; Эпӗ Хамӑннисене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ:
15
Аттем Мана пӗлнӗ пек, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп; сурӑхӑмсемшӗн Эпӗ Хам чунӑма паратӑп.
16
Манӑн урӑх сурӑхсем те пур; вӗсем ку картара мар; Манӑн вӗсене те илсе килмелле: вӗсем те Ман сассӑма илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ.
17
Эпӗ Хамӑн чунӑма ӑна каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа Аттем юратать Мана;
18
чунӑма Манран никам та туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна пама та ирӗкӗм пур, ӑна каялла илме те ирӗкӗм пур; ҫак ӳкӗте Эпӗ Аттемрен илтӗм, тенӗ.
19
Ҫак сӑмахсем пирки иудейсем хушшинче каллех тавлашу тухнӑ.
20
Вӗсенчен нумайӑшӗ каланӑ: Ӑна усал ернӗ, Вӑл ухмахланать, мӗн итлетӗр Ӑна? тенӗ.
21
Тепӗрисем тата ҫапла каланӑ: ку сӑмахсем — усал ернӗ ҫын сӑмахӗсем мар; усал суккӑр ҫын куҫне уҫма пултарать-и? тенӗ.
22
Ҫавӑн чухне Иерусалимра Турӑ Ҫуртне ҫӗнетнине асӑнмалли уяв ҫитнӗ; ун чухне хӗлле пулнӑ.
23
Иисус Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, Соломон пӑлтӑрӗнче, утса ҫӳренӗ.
24
Ҫавӑнта Ӑна иудейсем сырса илнӗ те каланӑ: Эсӗ пире хӑҫанччен пӗлтермесӗр тӑрӑн-ши? Эсӗ Христос пулсан тӳрех кала пире, тенӗ.
25
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ;
26
эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар;
27
Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ,
28
Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ;
29
вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.
30
Эпӗ те, Аттем те — пӗр, тенӗ.
31
Иудейсем ӗнтӗ Ӑна вӗлересшӗн каллех чулсем ярса тытнӑ.
32
Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ сире Хамӑн Аттем хӑвачӗпе нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, вӗсенчен хӑшӗшӗн эсир Мана чулпа персе вӗлересшӗн? тенӗ.
33
Иудейсем Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Сана ырӑ ӗҫшӗн мар, Турра хурланӑшӑн тата Эсӗ ҫын пуҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хунӑшӑн чулпа персе вӗлересшӗн, тенӗ.
34
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: сирӗн саккунӑрта: «Эпӗ: эсир — турӑсем, терӗм» тесе ҫырман-и-ха?
35
Турӑ сӑмахне итлекенсене Вӑл турӑсем тенӗ пулсан, — Ҫыру вара пӑрахӑҫланма пултараймасть, —
36
епле-ха эсир Мана, Атте Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тенӗшӗн «Эсӗ Турра хурлатӑн» тетӗр?
37
Эпӗ Аттем ӗҫӗсене тумастӑп пулсан, ан ӗненӗр Мана;
38
Аттем ӗҫӗсене тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те ӗҫӗмсене ӗненӗр, вара Аттем Ман ӑшӑмрине, Эпӗ Аттем ӑшӗнчине пӗлсе ӑнланса илӗр, тенӗ.
39
Ӑна ҫавӑн чухне те ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах Вӑл вӗсен аллинчен хӑтӑлнӑ.
40
Иисус каллех Иордан тепӗр енне, унччен Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑна, каҫса кайнӑ та пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ.
41
Ун патне нумай ҫын ҫӳренӗ. Вӗсем: «Иоанн пӗр хӑват та тумарӗ, анчах та вӑл Ҫакӑн ҫинчен калани пӗтӗмпе чӑн пулчӗ» тенӗ.
42
Ҫавӑнта чылайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21