bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 16
John 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 17 →
1
Ҫакна Эпӗ сире ан улталанччӑр тесе каларӑм.
2
Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ; || ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, сире вӗлерекен кирек кам та Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватӑп тесе шухӑшлӗ;
3
вӗсем Аттене те, Мана та пӗлменрен ҫапла тӑвӗҫ.
4
Ҫакна Эпӗ сире, ҫав вӑхӑт ҫитсен Эпӗ хӑвӑра ун ҫинчен каланине астуса илччӗр тесе, каларӑм; Хам сирӗнпе пӗрле пулнӑран малтан сире каламарӑм ун ҫинчен.
5
Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама Яракан патне каятӑп, сирӗнтен пӗри те Манран: ӑҫта каятӑн? тесе ыйтмасть.
6
Эпӗ сире ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкрӗр.
7
Анчах Эпӗ сире чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сирӗншӗн лайӑхрах пулӗ; Эпӗ каймасан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ; кайсассӑн — Эпӗ Ӑна сирӗн патӑра ярӑп.
8
Вӑл килӗ те тӗнче ҫылӑх ҫинчен, тӳрӗлӗх ҫинчен, сут ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса парӗ:
9
ҫылӑх ҫакӑ — Мана ӗненмеҫҫӗ;
10
тӳрӗлӗх ҫакӑ — Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх курас ҫук;
11
сут ҫакӑ — ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ айӑпа юлнӑ.
12
Манӑн сире каласси тата та нумай, анчах эсир халӗ шӑнӑҫтарас ҫук;
13
Ҫавӑ, Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, килсессӗн, сире пур тӗрлӗ чӑнлӑха та пӗлтерӗ: Вӑл Хӑй тӗлӗшшӗн каламӗ, мӗн илтнине калӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтерӗ сире.
14
Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, ҫапла Мана мухтава кӑларӗ;
15
Аттемӗн мӗн пурри пурте Манӑн; ҫавӑнпа Эпӗ: Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, терӗм.
16
Кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр: Эпӗ Аттем патне каятӑп, тенӗ.
17
Ҫавӑн чухне Унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тесе, мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл пире? тата: «Эпӗ Аттем патне каятӑп» тет, ку мӗне пӗлтерет-ши? тенӗ.
18
Вӗсем тата каланӑ: «кӑштахран» тесе мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл? темӗн калать — эпир ӑнланмастпӑр, тенӗ.
19
Вӗсем Хӑйӗнчен мӗн ыйтассине пӗлсе, Иисус каланӑ вӗсене: эсир пӗр-пӗринпе Эпӗ сире «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тени ҫинчен калаҫатӑр-и?
20
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗн ӗсӗклесе йӗмелле, уласа макӑрмалла пулӗ, тӗнче вара савӑнӗ; эсир хуйха ӳкӗр, анчах сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫа тухӗ;
21
ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсен хӗрарӑм тертленет; ачине ҫуратсан, тӗнчене ҫын ҫуралнӑшӑн савӑнса, хӑй тертленнине астумасть те.
22
Ҫавӑн пек эсир те халӗ хуйхӑллӑ; анчах Эпӗ сире каллех курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнса кайӗҫ, сирӗн савӑнӑҫӑра сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.
23
Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр; || чӑн-чӑнах калатӑп сире: Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ;
24
халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ; ыйтӑр — вара илетӗр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пулӗ.
25
Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм; ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: ун чухне сире ытарлӑн каламӑп, Аттем ҫинчен сире уҫҫӑн пӗлтерӗп.
26
Ҫав кун эсир Ман ятӑмпа ыйтӑр, сирӗншӗн Аттеме Хам тархаслӑп тесе каламастӑп:
27
эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать.
28
Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм; халӗ, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп, тенӗ.
29
Вӗренекенӗсем каланӑ Ӑна: акӑ Эсӗ халӗ уҫҫӑн калатӑн, пӗрре те ытарлӑн каламастӑн.
30
Эпир халӗ куратпӑр ӗнтӗ: Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑратӑн, Сана Хӑвӑнтан ыйтни те кирлӗ мар; ҫавӑнпа ӗнтӗ Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр, тенӗ.
31
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: халӗ ӗненетӗр-и?
32
Акӑ ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет, ҫитрӗ те ӗнтӗ: эсир пурсӑр та кашнийӗ хӑй енне сапаланатӑр, Мана пӗчченех хӑваратӑр; анчах Эпӗ пӗччен мар, Манпа пӗрле Аттем.
33
Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑр валли канӑҫлӑх Манра тупчӑр тесе каларӑм. Тӗнчере сирӗн асап тӳсмелле пулӗ; ҫирӗп тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм, тенӗ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21