bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 13
John 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 14 →
1
Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ. Иисус ҫак тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитнине пӗлнӗ. Вӑл, ҫак тӗнчере Хӑйӗннисене юратаканскер, вӗсене вӗҫне ҫитиех юратнӑ.
2
Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, —
3
Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе,
4
апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ;
5
унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.
6
Ҫапла Вӑл Симон Петр патне ҫитет, лешӗ калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ара, манӑн урана Санӑн ҫумалла-и? тет.
7
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлместӗн, кайран ӑнланса илӗн, тенӗ.
8
Петр калать Ӑна: манӑн урана Эсӗ ӗмӗрне те ҫӑвас ҫук, тет. Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: сана Эпӗ ҫумасан, Манпа пӗрле пая кӗреймӗн, тенӗ.
9
Симон Петр калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эппин, урана кӑна мар, аллӑма та, пуҫӑма та ҫу, тет.
10
Иисус калать ӑна: ҫӑвӑннӑ ҫын вӑл пӗтӗмпе таса, унӑнне урине кӑна ҫумалла; эсир те таса, анчах пуртех мар, тет.
11
Вӑл Хӑйне тытса паракана пӗлнӗ, ҫавӑнпа «пуртех мар» тенӗ.
12
Вӗсенӗн урисене ҫусан, Хӑй тумне тӑхӑнса, Вӑл каллех кӗрекене ларнӑ та вӗсене каланӑ: Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и эсир?
13
Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Ҫӳлхуҫамӑр тетӗр, тӗрӗс калатӑр: Эпӗ чӑнах та Ҫавӑ.
14
Эхер те Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫӑр, Вӗрентекенӗр — сирӗн урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла.
15
Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе, Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм.
16
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар.
17
Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ.
18
Сирӗн ҫинчен пурсӑр ҫинчен те каламастӑп: Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ӗнтӗ Ҫырура: «Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекен Мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ» тесе ҫырни пурӑнӑҫа килтӗр.
19
Ҫавӑ пулса иртнӗ чухне эсир Эпӗ кам пулнине пӗлччӗр тесе, сире Эпӗ ҫавӑ пуличченнех, халех каласа паратӑп.
20
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ яракана хапӑл тӑвакан Мана хапӑл тӑвать, Мана хапӑл тӑвакан Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ.
21
Ҫакна каласан Иисусӑн чун-чӗри пӑлханса кайнӑ, Вӑл вара тӳрех каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ, тенӗ.
22
Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем, Вӑл кам ҫинчен каланине пӗлмесӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илнӗ.
23
Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, Вӑл юратни, Унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ларнӑ.
24
Симон Петр, Иисус кам ҫинчен каланине ыйтса пӗл-ха тесе, ӑна аллипе паллӑсем туса кӑтартнӑ.
25
Лешӗ вара Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: Ҫӳлхуҫамӑр! кам вӑл? тенӗ.
26
Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ, тенӗ. Вара ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ.
27
Ҫав татӑка илнӗ хыҫҫӑн Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ. Вара Иисус каланӑ ӑна: мӗн тумаллине хӑвӑртрах ту, тенӗ.
28
Вӑл ӑна мӗншӗн ҫапла каланине унта ларакансенчен пӗри те ӑнласа илеймен.
29
Иудӑра укҫа арчи пулнӑ, ҫавӑнпа хӑшӗсем Иисус ӑна хамӑр валли уява мӗн кирлине илме хушать пулӗ е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
30
Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ; ун чухне ҫӗрле пулнӑ.
31
Иуда тухса кайсан Иисус каланӑ: || паян Этем Ывӑлӗ мухтава тухрӗ, Ун урлӑ Турӑ та мухтава тухрӗ.
32
Турӑ Ун урлӑ мухтава тухрӗ пулсассӑн, Турӑ та Ӑна Хӑй урлӑ мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ Ӑна.
33
Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пӗрле пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр, халӗ Эпӗ сире иудейсене каланинех калатӑп: эсир Эпӗ каякан ҫӗре ҫитеймӗр.
34
Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр.
35
Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ, тенӗ.
36
Симон Петр Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каятӑн? тет. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ Ман хыҫҫӑн пыраймӑн, каярахпа Ман хыҫҫӑн пырӑн, тенӗ.
37
Петр каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! мӗншӗн-ха эпӗ Сан хыҫҫӑн халӗ пыраймастӑп? эпӗ Саншӑн чунӑма та парӑп, тенӗ.
38
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Маншӑн чунна парӑн-и? чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21