bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 9
John 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 10 →
1
Иртсе пынӑ чухне Вӑл суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ.
2
Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: Равви?! вӑл мӗншӗн суккӑр ҫуралнӑ? кам ҫылӑха кӗнӗ: вӑл хӑй-и е ашшӗ-амӑшӗ-и? тенӗ.
3
Иисус хуравласа каланӑ: вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, ун ҫинче Турӑ ӗҫӗ курӑнтӑр тесе ҫапла пулнӑ;
4
кун ҫути пур чухне Манӑн Хама Яраканӑн ӗҫне тӑвас пулать; ҫӗрле пулсан никам та нимӗн те тӑваймасть.
5
Тӗнчере чухне Эпӗ — тӗнче ҫути, тенӗ.
6
Ҫакна каласан Вӑл ҫӗре сурнӑ та, сурчӑкне тӑпрапа хутӑштарса, суккӑрӑн куҫне ҫав пылчӑкпа сӗрнӗ,
7
унтан ӑна каланӑ: кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн, тенӗ («Силоам» тени «Янӑскер» тенине пӗлтерет). Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса таврӑннӑ.
8
Ӗнтӗ кӳршисем тата унччен вӑл суккӑррине курнӑ ҫынсем каланӑ: ку хайхи ыйткаласа лараканни мар-и? тенӗ.
9
Хӑшӗсем: ку ҫавӑ, тенӗ; хӑшӗсем тата: ку ҫавӑн евӗрлӗ, тенӗ. Хӑй вӑл: эпӗ ҫавӑ, тенӗ.
10
Вара унтан ыйта пуҫланӑ: санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ? тенӗ.
11
Вӑл ҫапла хуравласа каланӑ: Иисус теекен Ҫын пылчӑк туса ман куҫа сӗрчӗ те мана: «кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн» терӗ. Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм, тенӗ.
12
Вӗсем вара ӑна: ӑҫта Вӑл? тенӗ. Ку: пӗлместӗп, тенӗ.
13
Ӗнтӗ ҫак ӗлӗк суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ.
14
Иисус пылчӑк туса унӑн куҫне уҫнӑ чухне шӑматкун пулнӑ.
15
Фарисейсем те унран вӑл епле куракан пулни ҫинчен ыйтнӑ. Вӑл каланӑ вӗсене: Иисус ман куҫ ҫине пылчӑк хучӗ, эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм, тенӗ.
16
Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр фарисейсем каланӑ: Ку Ҫын Турӑран мар — шӑматкуна хисеплемест, тенӗ. Тепӗрисем каланӑ: ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тӑвайтӑр? тенӗ. Ҫапла вӗсен хушшинче тавлашу тухнӑ.
17
Суккӑр ҫынна татах каланӑ: Вӑл санӑн куҫна уҫнӑ, Ун ҫинчен эсӗ мӗн калӑн? тенӗ. Лешӗ: Вӑл — пророк, тенӗ.
18
Анчах та иудейсем суккӑр ҫын куракан пулнине ӗненмен, вӗсем ӗнтӗ куракан ҫыннӑн ашшӗ-амӑшне чӗнтерсе илнӗ те
19
ыйтнӑ вӗсенчен: сирӗн суккӑр ҫуралнӑ теекен ывӑлӑр ҫакӑ-и? халӗ епле-ха вӑл куракан пулчӗ? тенӗ.
20
Унӑн ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ку пирӗн ывӑл иккенне, вӑл суккӑр ҫуралнине эпир пӗлетпӗр,
21
анчах халӗ епле куракан пулнине пӗлместпӗр; унӑн куҫне кам уҫнине те пӗлместпӗр; вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр, хӑй ҫинчен хӑй каласа патӑр, тенӗ.
22
Унӑн ашшӗ-амӑшӗ иудейсенчен хӑранипе ҫапла каланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иисуса Христос тесе ӗненекен ҫынна иудейсем синагогӑран уйӑрса яма сӑмах татнӑ пулнӑ;
23
ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн ашшӗ-амӑшӗ: «вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр» тенӗ те.
24
Вара унччен суккӑр пулнӑ ҫынна иккӗмӗш хут чӗнсе илсе каланӑ: Турра мухта; эпир Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине пӗлетпӗр, тенӗ.
25
Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: ҫылӑхлӑ Ҫын-и Вӑл — эпӗ пӗлместӗп; пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ куратӑп, тенӗ.
26
Унран каллех ыйтнӑ: мӗн турӗ Вӑл сана? санӑн куҫна епле уҫрӗ? тенӗ.
27
Ку вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ сире каларӑм-ҫке, эсир итлемерӗр; тата мӗн илтес тетӗр? е эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн-и? тенӗ.
28
Вӗсем ӑна питлесе каланӑ: эсӗ — Унӑн вӗренекенӗ, эпир вара — Моисей вӗренекенӗсем;
29
эпир Моисейпе Турӑ калаҫнине пӗлетпӗр, Ку ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр, тенӗ.
30
Куракан пулнӑ ҫын вӗсене хуравласа каланӑ: ҫакӑнтан тӗлӗнмелле те: Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне пӗлместӗр;
31
эпир пӗлетпӗр-ҫке: ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлемест; кам Ӑна хисеплет, Унӑн ирӗкне туса пурӑнать, ҫавна итлет;
32
суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине ӗмӗрне те илтмен;
33
Вӑл Турӑран пулмасан, нимӗн тума та пултараймӗччӗ, тенӗ.
34
Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ йӑлтах ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ — эсӗ пире вӗрентетӗн-и? тенӗ. Вара ӑна хӑваласа янӑ.
35
Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен, Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та каланӑ: эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и? тенӗ.
36
Лешӗ Ӑна хуравласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, кам Вӑл? ӗненесчӗ Ӑна манӑн, тенӗ.
37
Иисус каланӑ ӑна: эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать, тенӗ.
38
Вара лешӗ: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑр! тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ.
39
Унтан Иисус каланӑ: суккӑррисем куракан пулччӑр, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене сут тума килтӗм, тенӗ.
40
Ҫакна илтсен, Унпа пӗрле тӑракан фарисейсем хӑшӗ-хӑшӗ каланӑ Ӑна: эпир те суккӑр-и? тенӗ.
41
Иисус каланӑ вӗсене: эсир суккӑр пулнӑ пулсан, сирӗн ҫинче ҫылӑх пулмӗччӗ; анчах эсир: «эпир куратпӑр» тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑр ҫинчех юлать, тенӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21