bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 7
John 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 8 →
1
Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ: иудейсем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе, Вӑл Иудейӑра ҫӳресшӗн пулман.
2
Иудейсен Хӳшӗ уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.
3
Ҫавӑн чухне тӑванӗсем каланӑ Ӑна: кунтан Иудейӑна тухса кай — Эсӗ тӑвакан ӗҫсене Хӑвӑн вӗренекенӳсем те курччӑр,
4
палӑрас тесен никам та нимӗн те вӑрттӑн тумасть; Эсӗ ҫавнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан, Хӑвна тӗнчене кӑтарт эппин, тенӗ.
5
Иисуса ӗнтӗ Хӑйӗн тӑванӗсем те ӗненмен.
6
Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, сирӗншӗн вара кирек мӗнле вӑхӑт та юрӑхлӑ;
7
сире тӗнче курайми пулас ҫук, Мана вара кураймасть, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине кӑтартса паратӑп;
8
эсир ҫак уява кайӑр, Эпӗ ку уява каймастӑп-ха: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, тенӗ.
9
Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ та Хӑй Галилейӑрах юлнӑ.
10
Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус та унта пынӑ. Вӑл никама систермесӗр, вӑрттӑн пынӑ.
11
Уявра Ӑна иудейсем шыранӑ: ӑҫта-ши Вӑл? тенӗ.
12
Халӑх хушшинче Ун ҫинчен тӗрлӗ калаҫнӑ: пӗрисем: «Вӑл ырӑ» тенӗ; тепӗрисем: «ҫук, Вӑл халӑха улталать» тенӗ.
13
Иудейсенчен хӑранипе ӗнтӗ Ун ҫинчен пурте вӑрттӑн анчах калаҫнӑ.
14
Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗрентме пуҫланӑ тӗле ҫур уяв иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ.
15
Иудейсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: вӗренмесӗрех Ҫырӑва епле пӗлет-ха Вӑл? тенӗ.
16
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн вӗрентӗвӗм — Хамран мар, Мана Яраканран;
17
кам Унӑн ирӗкне туса тӑрас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ ҫинчен пӗлӗ — Турӑран-и ку е Эпӗ Хам калатӑп-и;
18
хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн мухтав шырать; Кам Хӑйне Яраканшӑн мухтав шырать, Ҫавӑ чӑннине калать, Унра суя ҫук.
19
Сире Моисей саккун паман-и? ҫапах та эсир пӗри те саккуна тытса тӑмастӑр. Эсир Мана мӗншӗн вӗлересшӗн? тенӗ.
20
Халӑх Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Санӑн ӑшӑнта шуйттан мар-и? кам вӗлересшӗн Сана? тенӗ.
21
Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: Эпӗ пӗр ӗҫ турӑм та, эсир пурсӑр та тӗлӗнетӗр;
22
Моисей сире ӳт кастарма хушнӑ, — ку йӑла Моисейрен те мар, аҫӑрсенчен тухнӑ, — эсир ӗнтӗ шӑматкун та ӳт касатӑр;
23
Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑматкун та ӳт кастарать пулсан, мӗнле-ха эсир Мана Эпӗ шӑматкун ҫынна пӗтӗмпех сыватнӑшӑн ҫилленетӗр?
24
Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ сут туса айӑплӑр, тенӗ.
25
Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр Иерусалим ҫыннисем каланӑ: Ҫакна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха?
26
Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫавах Ӑна нимӗн те каламаҫҫӗ: пуҫлӑхсем Вӑл чӑнах та Христос иккенне пӗлсе ҫитмен-ши?
27
Анчах та эпир Вӑл ӑҫтан килнине пӗлетпӗр; Христос килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ, тенӗ.
28
Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: эсир Мана та пӗлетӗр, Эпӗ ӑҫтан иккенне те пӗлетӗр; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Яраканӗ, Чӑнни, пур, эсир Ӑна пӗлместӗр.
29
Эпӗ Ӑна пӗлетӗп: Эпӗ — Ун патӗнчен, Мана Вӑл ячӗ, тенӗ.
30
Ӑна ӗнтӗ ярса тытасшӑн пулнӑ, ҫапах Ун ҫине никам та алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесессӗн Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен-ха.
31
Халӑх хушшинчисем вара нумайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ, вӗсем: Христос килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара? тенӗ.
32
Халӑх хушшинче Ун ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ те, вара вӗсем тата аслӑ священниксем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Иисуса тытма янӑ.
33
Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗнтӗ сирӗнпе нумаях пулмӑп, Хама Яракан патне кайӑп;
34
Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр, тенӗ.
35
Иудейсем вара хӑйсем хушшинче ҫапла каланӑ: эпир тупаяс ҫук ҫӗре ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? Вӑл эллинсем хушшине саланнӑ иудейсем патне кайса эллинсене вӗрентесшӗн мар-и?
36
«Эсир Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр» тенӗ сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши Унӑн? тенӗ.
37
Уявӑн юлашки аслӑ кунӗнче Иисус тӑнӑ та хыттӑн каланӑ: камӑн ӗҫесси килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр;
38
Мана ӗненекенӗн ӑшӗнчен, — Ҫырура каланӑ пек, — чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ, тенӗ.
39
Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Таса Сывлӑш ҫинчен каланӑ: ун чухне вӗсем ҫинче Таса Сывлӑш пулман, мӗншӗн тесессӗн Иисус мухтава тухман-ха.
40
Ҫак сӑмахсене илтсен халӑх хушшинче нумайӑшӗ каланӑ: Вӑл чӑнах та пророк, тенӗ.
41
Тепӗрисем: Ку — Христос, тенӗ. Тата тепӗрисем: Христос Галилейӑран килӗ-и вара?
42
Ҫырура: «Христос Давид йӑхӗнчен, Вифлеемрен, Давид ҫуралнӑ ҫӗртен, килӗ» темен-им? тенӗ.
43
Ҫапла халӑх хушшинче Ун пирки тав тухнӑ.
44
Вӗсенчен хӑшӗпӗри Ӑна тытасшӑн пулнӑ, ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен.
45
Хуралҫӑсем ӗнтӗ аслӑ священниксемпе фарисейсем патне таврӑннӑ, лешӗсем вӗсене: мӗншӗн тытса килмерӗр Ӑна? тенӗ.
46
Хуралҫисем ҫапла хуравласа каланӑ: никам та нихӑҫан та Ҫав Ҫын калаҫнӑ пек калаҫман, тенӗ.
47
Фарисейсем каланӑ вӗсене: эсир те улталантӑр-и?
48
Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна?
49
Ку халӑх саккуна пачах та пӗлмест, ылханлӑ вӑл, тенӗ.
50
Вӗсенчен пӗри, Иисус патне ҫӗрле пынӑ Никодим, вӗсене каланӑ:
51
пирӗн саккун ҫын мӗн тунине малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлмесӗр ӑна айӑплать-и вара? тенӗ.
52
Ҫавна хирӗҫ Никодима каланӑ: эсӗ те Галилейӑран мар-и-ха? тӗпчесе тух-ха, Галилейӑран пророк тухманнине курӑн вара, тенӗ.
53
Унтан пурте килне саланнӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21