bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 20
John 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 21 →
1
Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирхине ирех, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, Мария Магдалина тупӑклӑх патне пырать те — курах каять: тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ.
2
Вӑл вара чупса каять те Симон Петр патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекенӗ патне ҫитсе калать вӗсене: Ҫӳлхуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, Ӑна ӑҫта хунине пӗлместпӗр, тет.
3
Петрпа тепӗр вӗренекен ҫийӗнчех тухнӑ та тупӑклӑх патне кайнӑ;
4
вӗсем иккӗшӗ те пӗрле чупса кайнӑ, анчах леш вӗренекенӗ Петртан хытӑрах чупса тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ.
5
Вӑл пӗшкӗнсе пӑхать те пир выртнине курать, анчах тупӑклӑха кӗмест.
6
Ун хыҫҫӑн Симон Петр та ҫитет, вӑл тупӑклӑха кӗрет те унта пир
7
тата Иисусӑн пуҫне чӗркенӗ тутӑр выртнине курать; хутлатса хунӑ тутӑрӗ урӑх ҫӗрте, пирӗнчен уйрӑм, выртнӑ.
8
Вара тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекенӗ те шала кӗнӗ, вӑл курнӑ та — ӗненнӗ.
9
Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Ҫырура каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха.
10
Вӗренекенӗсем ӗнтӗ каллех хӑйсем патне таврӑннӑ.
11
Мария вара тупӑклӑх умӗнче йӗрсе тӑнӑ; йӗнӗ чухне вӑл тупӑклӑха пӗшкӗнсе пӑхнӑ та
12
шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курах каять: пӗри Иисус Ӳчӗ выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепӗри ура вӗҫӗнче ларнӑ.
13
Вӗсем калаҫҫӗ ӑна: хӗрарӑм! мӗншӗн йӗретӗн эсӗ? теҫҫӗ. Вӑл калать вӗсене: манӑн Ҫӳлхуҫамӑма илсе кайнӑ, Ӑна ӑҫта хунине пӗлместӗп, тет.
14
Ҫакна каласан вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхать те Иисус тӑнине курать; анчах вӑл Иисуса паллайман.
15
Иисус калать ӑна: эй хӗрарӑм! мӗншӗн йӗретӗн? кама шыратӑн? тет. Мария ку пахчаҫӑ пулӗ тесе шутланӑ та калать Ӑна: эй ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ илнӗ пулсан, ӑҫта хутӑн, каласамччӗ мана, эпӗ илсе каям Ӑна, тет.
16
Иисус ӑна: Мария! тет. Мария ҫаврӑнса пӑхать те Ӑна: Раввуни?! тет (ку «Вӗрентекен!» тени пулать).
17
Иисус калать ӑна: Ман ҫумма ан сӗртӗн — Эпӗ Аттем патне ҫӗкленмен-ха; эсӗ Манӑн тӑванӑмсем патне кайса кала: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне, Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп, тет.
18
Мария Магдалина каять те хӑй Ҫӳлхуҫана курни ҫинчен, Вӑл хӑйне мӗн калани ҫинчен вӗренекенсене каласа кӑтартать.
19
Ҫав эрненӗн малтанхи кунӗнчех каҫпала, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑраса хӑйсем пухӑннӑ пӳртӗн алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, Иисус вӗсен варрине пырса тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тет.
20
Ҫакна каласан Вӑл вӗсене Хӑйӗн аллине тата аякне кӑтартнӑ. Ҫӳлхуҫана курсассӑн вӗренекенӗсем питӗ савӑннӑ.
21
Иисус вӗсене тепӗр хут каланӑ: канӑҫлӑх пултӑр сире! Хама Аттем янӑ пек, Эпӗ те сире ҫапла яратӑп, тенӗ.
22
Ҫакна каласан Вӑл вӗсем ҫине вӗрнӗ те каланӑ: Таса Сывлӑша илӗр.
23
Камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнмӗҫ, тенӗ.
24
Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Йӗкӗреш теекен Фома, Иисус пынӑ чухне унта вӗсемпе пӗрле пулман.
25
Ытти вӗренекенӗсем ӑна: эпир Ҫӳлхуҫана куртӑмӑр, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: пӑталанипе пулнӑ Унӑн аллинчи суранӗсене курмасӑр, пӑталанипе пулнӑ суранӗсене пӳрнемпе тӗкӗнсе пӑхмасӑр, Унӑн аякне аллӑмпа хыпаласа пӑхмасӑр эпӗ ӗненессӗм ҫук, тенӗ.
26
Сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ, вӗсемпе пӗрле Фома та пулнӑ. Алӑкне питӗрнӗ пулин те, Иисус вӗсен варрине пырса тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тенӗ.
27
Унтан Фомана ҫапла калать: пӳрнӳне тӑс-ха кунталла — Манӑн аллӑмсене кур; аллуна тӑс-ха — Ман аякӑма хыпаласа пӑх; ӗненменни ан пул, ӗненекенни пул, тенӗ.
28
Фома Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм, Туррӑм! тенӗ.
29
Иисус калать ӑна: эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн; курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ, тет.
30
Хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче Иисус тата урӑх хӑватсем те нумай тунӑ, анчах вӗсем ҫинчен ҫак кӗнекере ҫырман;
31
ҫакна сире Иисус Турӑ Ывӑлӗ Христос иккенне ӗнентересшӗн, ӗненсе, Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21