bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 19
John 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 20 →
1
Пилат вара Иисуса илсе кайса хӗнеме хушнӑ.
2
Салтаксем йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса Иисус пуҫне тӑхӑнтартнӑ, ҫине хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнтартнӑ,
3
сывӑ пултӑр Иудея Патши! тесе Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа янӑ.
4
Пилат тата тепӗр хут тухса каланӑ вӗсене: акӑ эпӗ сире пӗлтермешкӗн Ӑна сирӗн патӑра илсе тухатӑп: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп, тенӗ.
5
Иисус вара йӗплӗ пуҫкӑшӑльпех, хӗрхӗлтӗм тумтирпех тухнӑ. Пилат вӗсене: акӑ ҫавӑ Ҫын! тенӗ.
6
Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Иисуса курсассӑн: || пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар! тесе кӑшкӑрса янӑ. Пилат вӗсене калать: тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр: эпӗ Унра айӑп курмастӑп, тет.
7
Иудейсем ӑна хуравласа каланӑ: пирӗн саккун пур, пирӗн саккун тӑрӑх, Ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ вырӑнне хурать, тенӗ.
8
Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат тата ытларах хӑраса ӳкнӗ,
9
вӑл каллех преторие кӗнӗ те Иисуса каланӑ: Эсӗ ӑҫтан? тенӗ. Иисус нимӗн те каламан.
10
Пилат Ӑна калать: Эсӗ мана хуравламастӑн-и? пӗлместӗн-им: манӑн Сана пӑталаттарма та ирӗкӗм пур, кӑларса яма та ирӗкӗм пур, тет.
11
Иисус хуравласа каланӑ: сана ҫӳлтен паман пулсан, Ман тӗлӗшӗмрен санӑн нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ; ҫавӑнпа Мана санӑн аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ, тенӗ.
12
Ҫакӑн хыҫҫӑн Пилат Иисуса ирӗке яма тӑрӑшнӑ. Иудейсем вара ҫапла кӑшкӑрнӑ: Ӑна ирӗке ярсан, эсӗ кесарӗн тусӗ мар вара, хӑйне хӑй патша вырӑнне хуракан кирек кам та кесарӗн тӑшманӗ вӑл, тенӗ.
13
Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса илсе тухма хушнӑ, хӑй Лифостротон теекен вырӑна, — еврейла Гаввафа, — сут тӑвакан вырӑна, ларнӑ.
14
Ун чухне Пасха умӗнхи эрнекун, улттӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ. Пилат иудейсене каланӑ: акӑ сирӗн Патшӑр! тенӗ.
15
Лешӗсем: пӗттӗр, пӗттӗр, пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрса янӑ. Пилат калать вӗсене: сирӗн Патшӑра пӑталаттарас-и манӑн? тет. Аслӑ священниксем хуравласа каланӑ: кесарьсӗр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук, тенӗ.
16
Ҫавӑн чухне вара Пилат Ӑна хӗрес ҫумне пӑталама вӗсен аллине панӑ. Иисуса илсе кайнӑ.
17
Вӑл Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе Пуҫ тӳпи теекен вырӑна (еврейла Голгофа) ҫитнӗ.
18
Ӑна ҫавӑнта хӗрес ҫумне пӑталанӑ; Унпа пӗрле тата икӗ ҫынна пӑталанӑ: пӗрне — пӗр енне, тепӗрне — тепӗр енне; Иисус вара варринче пулнӑ.
19
Пилат хӑма татӑкӗ ҫине «Назарет Иисусӗ, Иудея Патши» тесе ҫыртарнӑ та ҫавна хӗрес ҫумне ҫапса хунӑ.
20
Иисуса пӑталанӑ вырӑн хуларан инҫе пулман, ҫавӑнпа мӗн ҫырнине иудейсем нумайӑшӗ вуланӑ; ӑна еврейла, грекла, латинла ҫырнӑ пулнӑ.
21
Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата каланӑ: «Иудея Патши» тесе ан ҫыртар, «Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ» тесе ҫыртар, тенӗ.
22
Пилат ҫапла хуравланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫаплах пултӑр, тенӗ.
23
Иисуса хӗрес ҫумне пӑталасан, салтаксем Унӑн тумтирне илсе кашни валли пӗрер пай туса тӑватӑ пая уйӑрнӑ, хитонне те илнӗ; хитонӗ ҫӗлесе тунӑскер пулман, ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ.
24
Ҫавӑнпа вӗсем каланӑ пӗр-пӗрне: ӑна ҫурас мар, уншӑн шӑпа ярас — кама тухӗ, тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Ҫырура калани — «Манӑн тумтирӗме хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, тумтирӗмшӗн шӑпа сиктерчӗҫ» — тени вырӑна килнӗ. Салтаксем шӑпах ҫапла тунӑ.
25
Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ Клеопа Марийӗ тата Мария Магдалина тӑнӑ.
26
Иисус, Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан Хӑйӗн юратнӑ вӗренекенне курсассӑн, Амӑшне каланӑ: Анне! акӑ Санӑн ывӑлу, тенӗ.
27
Унтан вӗренекенне калать: акӑ санӑн Аннӳ! тет. Ҫав вӑхӑтран вара ҫакӑ вӗренекенӗ Ӑна хӑй патне илнӗ.
28
Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус, ӗнтӗ пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура каланине пурӑнӑҫласа, ҫапла калать: ӑшӑм хыпрӗ, тет.
29
Ҫавӑнта сӗрхе тултарнӑ савӑт ларнӑ. Салтаксем сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна иссоп турачӗ вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ.
30
Сӗрхе тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: пулса ҫитрӗ! тенӗ. Унтан пуҫне уснӑ та — юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
31
Ун чухне эрнекун пулнӑ, ҫавӑнпа та иудейсем, вилесене хӗрес ҫинче шӑматкуна хӑварас мар тесе (ҫав шӑматкун аслӑ кун пулнӑ), Пилатран вӗсен ури тунисене ҫапса ватса вӗсене хӗрес ҫинчен антарма ыйтнӑ.
32
Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ватнӑ;
33
Иисус патне пырсан, Вӑл вилнине курса, Унӑн ури тунисене ватман,
34
анчах пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ.
35
Ҫакна хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ каласа кӑтартать, вӑл калани чӑн; сире ӗнентересшӗн хӑй чӑннине каланине вӑл пӗлет.
36
Ҫак ӗҫ пулса иртсе, Ҫырура «Унӑн шӑмми ванмӗ» тесе ҫырни ҫитнӗ.
37
Ҫырура тата тепӗр тӗлте «хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ» тенӗ.
38
Каярахпа Аримафея ҫынни Иосиф (вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ, анчах иудейсенчен хӑранипе ҫакна палӑртман) Пилатран Иисус Ӳтне илме ирӗк ыйтнӑ; Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вӑл вара кайнӑ та Иисус Ӳтне илнӗ.
39
Тата Никодим та — пӗрремӗш хут Иисус патне ҫӗрле пынӑскер — пынӑ, вӑл смирнӑпа алоэ хутӑштарса тунӑ ҫӗр литрӑна яхӑн ҫу илсе килнӗ.
40
Ҫапла вара вӗсем Иисус Ӳтне илнӗ те, иудейсен пытаракан йӑлипе, ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрсе пирпе чӗркенӗ.
41
Иисуса пӑталанӑ вырӑнта йывӑҫ пахчи пулнӑ; ҫав пахчара ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ, унччен унта никама та пытарман пулнӑ-ха.
42
Иудейсенӗн эрнекунне пула тата тупӑклӑхӗ ҫывӑхрах пулнӑран Иисуса ҫавӑнта пытарнӑ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21