bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 18
John 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 19 →
1
Ҫакна каласан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон юхӑмӗн тепӗр енне кайнӑ; унта йывӑҫ пахчи пулнӑ; Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем ҫав пахчана кӗнӗ.
2
Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем унта тӑтӑшах пыркаланӑ, ҫавӑнпа вӑл вырӑна Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ.
3
Ҫапла ӗнтӗ Иуда, пӗр ушкӑн салтак тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе, унта хунарсемпе, ҫутаткӑҫсемпе, хӗҫсемпе пырса ҫитет.
4
Иисус Хӑйӗнпе мӗн пуласса пӗтӗмпе пӗлсе вӗсем патне тухнӑ та: кама шыратӑр? тенӗ.
5
Ӑна ҫапла хуравланӑ: Назарет Иисусне, тенӗ. Иисус калать вӗсене: Вӑл Эпӗ, тет. Ӑна тытса паракан Иуда та вӗсемпе пӗрле тӑнӑ.
6
Иисус «Вӑл Эпӗ» тесенех, вӗсем каялла чакса ҫӗре ӳксе пӗтнӗ.
7
Вӑл вӗсенчен каллех: кама шыратӑр? тесе ыйтнӑ. Лешӗсем: Назарет Иисусне, тенӗ.
8
Иисус ҫапла хуравланӑ: Эпӗ сире «Вӑл Эпӗ» тесе каларӑм-ҫке; Мана шыратӑр пулсассӑн вӗсене ан тивӗр, кайччӑр вӗсем, тенӗ.
9
Ҫапла ӗнтӗ, Вӑл «Эсӗ Мана панисенчен Эпӗ пӗрне те пӗтермерӗм» тенӗ сӑмах вырӑна килнӗ.
10
Петр теекен Симонӑн хӗҫ пулнӑ; вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ; ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ.
11
Иисус Петра каланӑ: хӗҫне йӗннине чиксе хур; Аттем панӑ куркана Манӑн епле ӗҫес мар? тенӗ.
12
Вара салтаксем, пинпӳсем тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ.
13
Ӑна малтан Анна патне, Каиафа хуньӑшӗ патне, илсе пынӑ, лешӗ ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ.
14
Шӑпах ҫав Каиафа ӗнтӗ иудейсене «халӑхшӑн пӗр ҫын пӗтни аванрах пулӗ» тесе канаш панӑ пулнӑ.
15
Иисус хыҫӗнчен Симон Петрпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ; ҫав вӗренекен аслӑ священникӑн пӗлӗшӗ пулнӑ, вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗнӗ;
16
Петр вара тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑнӑ. Унтан аслӑ священник паллакан вӗренекен тухнӑ та, хапха хураллакан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та илсе кӗнӗ.
17
Ҫавӑн чухне хапха хураллакан хӗрарӑм чура Петра калать: эсӗ те ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и? тет. Вӑл: ҫук, тет.
18
Ун чухне сивӗ пулнӑ, чурасемпе тарҫӑсем вут хурса ун тавра ӑшӑнса тӑнӑ; Петр та вӗсемпе пӗрле ӑшӑнса тӑнӑ.
19
Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен тата Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ.
20
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ тӗнчене уҫҫӑн каларӑм; Эпӗ кирек хӑҫан та иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑпа Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентрӗм, вӑрттӑн нимӗн те каламан.
21
Мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине илтнисенчен ыйт — вӗсем Эпӗ мӗн каланине пӗлеҫҫӗ, тенӗ.
22
Вӑл ҫапла каласан, ҫавӑнта тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха? тенӗ.
23
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ лайӑх мар каларӑм пулсан, мӗн лайӑх маррине кӑтартса пар, аван каларӑм пулсан, эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн? тенӗ.
24
Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, аслӑ священник Каиафа патне янӑ.
25
Симон Петр ҫаплах ӑшӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне каланӑ ӑна: эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха? тенӗ. Вӑл туннӑ: ҫук, тенӗ.
26
Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хӑлхине Петр касса татнин хурӑнташӗ, ҫапла калать: эпӗ хам сана Унпа пӗрле пахчара курмарӑм-и вара? тет.
27
Петр каллех туннӑ; ҫав самантра автан авӑтса янӑ.
28
Каиафа патӗнчен Иисуса преторие илсе кайнӑ. Ку ӗҫ ирхине пулнӑ; ирсӗрленес мар тесе, иудейсем преторие кӗмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсен пасха ҫимелле пулнӑ.
29
Ҫавӑнпа Пилат вӗсем патне хӑй тухнӑ та: эсир Ку Ҫынна мӗн тӗлӗшпе айӑплатӑр? тенӗ.
30
Вӗсем ӑна хуравласа каланӑ: Вӑл усал ҫын пулмасан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр, тенӗ.
31
Пилат хуравласа каланӑ вӗсене: эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа сут тӑвӑр, тенӗ. Иудейсем каланӑ ӑна: пире никама та вӗлерме ирӗк паман, тенӗ.
32
Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах ҫитнӗ.
33
Ҫавӑн чухне Пилат каллех преторие кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ.
34
Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ ҫапла хӑвӑн сӑмахна калатӑн-и е сана Ман ҫинчен ыттисем каласа пачӗҫ-и? тенӗ.
35
Пилат хуравласа каланӑ: эпӗ иудей-им? Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священниксем ман алла тытса пачӗҫ; Эсӗ мӗн тунӑ? тенӗ.
36
Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар; Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен пулсан, Манӑн ҫыннӑмсем Мана иудейсен аллине парас мар тесе хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ; анчах Манӑн Патшалӑхӑм кунтан мар, тенӗ.
37
Пилат Ӑна: ҫавах та Эсӗ Патшах-и? тенӗ. Иисус хуравласа каланӑ: эсӗ хӑв Мана Патша тетӗн; Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ; чӑнлӑхшӑн пулсассӑн кирек кам та Ман сасса итлет, тенӗ.
38
Пилат Ӑна: чӑнлӑх мӗн вӑл? тенӗ. Ҫакна каласан хӑй каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ вӗсене: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп;
39
сирӗн Пасха умӗн мана пӗрне кӑларттарса ямалли йӑла пур, эсир Иудея Патшине кӑларттарасшӑн мар-и? эпӗ кӑларса ярӑп Ӑна, тенӗ.
40
Вара пурте каллех: Ӑна мар, Вараввӑна! тесе кӑшкӑрса янӑ. Варавва теекенӗ вӑрӑ-хурах пулнӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21