bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
John 21
John 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене тата Тивериада тинӗсӗ патӗнче курӑннӑ. Вӑл акӑ ҫапла курӑннӑ:
2
Симон Петр, Йӗкӗреш теекен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата тепӗр икӗ вӗренекен пӗрле пулнӑ.
3
Симон Петр калать вӗсене: эпӗ пулӑ тытма каятӑп, тет. Ыттисем ӑна: эпир те санпа пӗрле пыратпӑр, теҫҫӗ. Кайнӑ та ҫитсенех кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, анчах ҫав каҫ вӗсем нимӗн те тытайман.
4
Тул ҫутӑлсан Иисус ҫыран хӗрринче тӑнӑ, анчах та вӗренекенӗсем Ӑна паллайман.
5
Иисус калать вӗсене: ачасем! сирӗн мӗн те пулин ҫимелли пур-и? тет. Вӗсем Ӑна: ҫук, тенӗ.
6
Вӑл каланӑ вӗсене: тетелӗре кимӗрен сылтӑм енне карӑр-ха, вара тытатӑр, тенӗ. Вӗсем тетелне карнӑ та пулӑ нумай кӗнипе ӑна туртса та кӑларайман.
7
Вара Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ Петра калать: ку — Ҫӳлхуҫа, тет. Симон Петр, «ку — Ҫӳлхуҫа» тенине илтсен, тумтирне пилӗкӗ тавра ҫыхнӑ та (вӑл ун чухне ҫарамас пулнӑ) тинӗсе сикнӗ.
8
Ытти вӗренекенӗсем кимӗпе ишсе пулӑ тулнӑ тетеле сӗтӗрсе пынӑ — вӗсем ҫырантан аякра пулман, унта ҫитме пӗр икҫӗр чике ҫеҫ пулнӑ.
9
Ҫыран хӗррине тухсан вӗсем кӑвайт ҫуннине тата вут-кӑвар ҫинче пулӑ выртнине курнӑ, унта ҫӑкӑр та пулнӑ.
10
Иисус калать вӗсене: халӗ тытнӑ пуллӑра илсе килӗр, тет.
11
Симон Петр кайнӑ та шултӑра пулӑ кӗрсе тулнӑ тетеле ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларнӑ; унта ҫӗр аллӑ виҫӗ пулӑ пулнӑ; ҫав тӗрлӗ нумай пулӑпа та тетелли ҫурӑлман.
12
Иисус вӗсене: килӗр, ҫийӗр, тет. Вӗренекенӗсем Вӑл Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлсе, пӗри те Унран: Эсӗ кам? тесе ыйтма хӑяйман.
13
Иисус пырать те ҫӑкӑр илсе вӗсене валеҫсе парать, пуллине те ҫаплах парать.
14
Ку ӗнтӗ Иисус вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑрсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑнни пулнӑ.
15
Вӗсем апат ҫинӗ хыҫҫӑн Иисус Петр текен Симона калать: Иона Симонӗ! эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и? тет. Петр калать Ӑна: ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн, тет. Иисус калать ӑна: Манӑн путекӗмсене кӗт, тет.
16
Тата иккӗмӗш хут калать ӑна: Иона Симонӗ! эсӗ Мана юрататӑн-и? тет. Петр калать Ӑна: ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн, тет. Иисус калать ӑна: Манӑн сурӑхӑмсене кӗт, тет.
17
Ӗнтӗ ӑна виҫҫӗмӗш хут калать: Иона Симонӗ! эсӗ Мана юрататӑн-и? тет. Петр хӑйӗнчен «эсӗ Мана юрататӑн-и?» тесе виҫӗ хут ыйтнӑран хурланса каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ пурне те пӗлетӗн; Эсӗ эпӗ Хӑвна юратнине те пӗлетӗн, тенӗ. Иисус калать ӑна: Манӑн сурӑхӑмсене кӗт.
18
Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ пилӗкне ху ҫыхаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн; ватӑлсан, эсӗ аллусене ҫӗклӗн те, санӑн пилӗкне урӑххи ҫыхса каяссу килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ сана, тет.
19
Ҫакна Вӑл Петр мӗнле вилӗмпе вилсе Турра мухтава кӑларасса пӗлтерсе каланӑ. Ҫакна каласассӑн Вӑл ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.
20
Петр каялла ҫаврӑнса пӑхать те хӑй хыҫӗнчен Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ — аслӑ апат тунӑ каҫ Унӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе Унран: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! Сана кам тытса парӗ?» тесе ыйтаканни — пынине курать.
21
Ӑна курсан, Петр Иисуса калать: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӑна вара мӗн пулӗ? тет.
22
Иисус калать ӑна: Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ? эсӗ Ман хыҫҫӑн пыр, тет.
23
Вара вӗренекенӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ вилмест текен сӑмах сарӑлнӑ. Иисус ӑна «вӑл вилмест» тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе анчах каланӑ.
24
Ҫакӑн ҫинчен шӑпах ҫав вӗренекен каласа пӗлтерет, ҫакна вӑл ҫырнӑ; вӑл каласа пӗлтерни чӑн, эпир ӑна пӗлетпӗр.
25
Иисус тата урӑх ӗҫсем те нумай тунӑ; Вӑл мӗн тунине тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем тӗнчене те шӑнӑҫаяс ҫук тесе шухӑшлатӑп. Аминь.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21