bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 1
Job 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 2 →
1
Уц ҫӗрӗнче Иов ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ; вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ, Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ, усалтан сыхланса ҫӳренӗ.
2
Унӑн ҫичӗ ывӑл та виҫӗ хӗр ҫуралнӑ.
3
Ҫичӗ пин пуҫ вак выльӑх, виҫӗ пин пуҫ тӗве, пилӗкҫӗр мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пилӗкҫӗр пуҫ ама ашак тата темӗн чухлӗ тарҫӑ-тӗрҫӗ — ҫакӑ унӑн пурлӑхӗ пулнӑ; вӑл Тухӑҫ ывӑлӗсем хушшинче пуринчен те чаплӑрах пулнӑ.
4
Унӑн ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн кунӗнче хӑй килӗнче ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем пурте ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ, пӗрле ӗҫсе ҫиме вӗсем виҫӗ йӑмӑкне те чӗнтерсе пынӑ.
5
Ҫапла ӗҫсе-ҫисе ҫаврӑнсассӑн, Иов вӗсене чӗнтере-чӗнтере илсе ҫылӑхӗсенчен тасатнӑ, ирхине ирех тӑрса кашни ачишӗн Турра пӗрер парне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, кӳнӗ [тата вӗсен чунӗсем ҫылӑха кӗнӗшӗн пуриншӗн те пӗр пӑру кӳнӗ]. Вӑл каланӑ: тен, манӑн ывӑлӑмсем ҫылӑха кӗчӗҫ пулӗ, тен, хӑйсен ӑшӗнче Турра хурларӗҫ пулӗ, тенӗ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫаврӑмӗ иртмессерен Иов ҫапла туса ирттернӗ.
6
Пӗр кунхине Турӑ ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умне пухӑннӑ; вӗсемпе пӗрле шуйттан та пынӑ.
7
Ҫӳлхуҫа шуйттана: эсӗ ӑҫтан килтӗн? тенӗ. Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳрерӗм, пӗтӗм ҫӗре ҫӳресе ҫаврӑнтӑм, тенӗ.
8
Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, тенӗ.
9
Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: Иов вӑл Турӑран ахальтен хӑраса пурӑнать-им? тенӗ.
10
Ӑна хӑйне те, унӑн кил-ҫуртне те, ытти пурлӑхне те Эсӗ сыхласа усрамастӑн-и-ха? Вӑл тӑвакан ӗҫе Эсӗ пилленӗ, ҫавӑнпа унӑн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ ҫӗр ҫинче ӗрченӗҫемӗн ӗрчесе пырать;
11
анчах Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн мӗн пуррине сӗртӗн-ха, — вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и? тенӗ.
12
Ҫӳлхуҫа шуйттана каланӑ: акӑ унӑн мӗн пуррине йӑлтах санӑн аллуна паратӑп; анчах эсӗ хӑйне ан тив, тенӗ. Шуйттан вара Ҫӳлхуҫа умӗнчен кайнӑ.
13
Пӗр кунхине Иов ывӑлӗсемпе хӗрӗсем хӑйсен аслӑ пиччӗшӗ килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларнӑ.
14
Акӑ Иов патне пӗр хыпарҫӑ пырать те калать:
15
вӑкӑрсем акараччӗ, ҫывӑхрах ашак кӗтӗвӗ ҫӳретчӗ, сасартӑк Савея ҫыннисем пырса тапӑнчӗҫ те вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
16
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: тӳперен Турӑ вучӗ ӳкрӗ те сурӑхсемпе кӗтӳҫӗсене ӗнтсе-ҫунтарса ячӗ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
17
Ку ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тата тепӗри пырса калать: Халдея ҫыннисем виҫӗ ушкӑнпа пычӗҫ те тӗвесене тапӑнчӗҫ, вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
18
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: санӑн ывӑлу-хӗрӳ аслӑ пиччӗшӗн килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларатчӗ;
19
сасартӑк пушхиртен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл килчӗ те пӳрте тӑватӑ кӗтессинчен тӑпӑлтарса ҫӗклерӗ, пӳрт ачусем ҫине йӑтӑнса анчӗ, вӗсем пурте вилчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
20
Вара Иов тӑнӑ та ҫиелти тумтирне ҫурса пӑрахнӑ, ҫӳҫне касса тӑкнӑ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та
21
ҫапла каланӑ: аннем варӗнчен эпӗ ҫаппа-ҫарамас ҫуралнӑ, ҫӗре те ҫаппа-ҫарамасах кӗрӗп. Ҫӳлхуҫа пачӗ, Ҫӳлхуҫа илчӗ; [Ҫӳлхуҫана мӗнле кирлӗ пулнӑ, ҫапла пулнӑ, ҫапла пулчӗ те;] Ҫӳлхуҫа ячӗ мухтавлӑ пултӑр! тенӗ.
22
Ҫапла туса Иов ним ҫылӑха та кӗмен, Турӑ ҫинчен пӗр ӑссӑр сӑмах та каламан.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42