bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 42
Job 42
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
1
Иов Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ:
2
Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ.
3
Кам ҫавӑ — Пурне те Курса Тӑракана нимӗн шухӑшламасӑр айӑплаканӗ? Чӑнах, эпӗ хам ӑнланса илейменни ҫинчен, хам пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен калаҫрӑм.
4
Эпӗ: эй Турӑ, итлесемччӗ, эпӗ калаҫам, Санран мӗн ыйтнине мана ӑнлантарса парсамччӗ, терӗм.
5
Унччен эпӗ Сан ҫинчен илтнӗччӗ ҫеҫ; халӗ ӗнтӗ Сана куҫӑмпах куратӑп;
6
ҫавӑнпа эпӗ хамӑн сӑмахӑма каялла илетӗп, тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп.
7
Иова каламалли сӑмахне каласа пӗтерсессӗн, Ҫӳлхуҫа Феман ҫыннине Елифаза каланӑ: сана тата санӑн икӗ тусна ҫилленнипе ҫиллӗм вӗресе тӑрать: Ман ҫинчен эсир Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламарӑр.
8
Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.
9
Вара Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар кайнӑ та Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ, — Ҫӳлхуҫа Иов кӗллине хапӑл илнӗ.
10
Хӑйӗн тусӗсемшӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иова Ҫӳлхуҫа вӑл мӗн ҫухатнине каялла тавӑрса панӑ; Ҫӳлхуҫа Иова унчченхинчен икӗ хут нумайрах панӑ.
11
Вара Иов патне пӗтӗм тӑванӗ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — тата пӗтӗм пӗлӗшӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн килӗнче унпа пӗрле ҫӑкӑр-тӑвар ларса ҫинӗ, ун ҫине Ҫӳлхуҫа янӑ асапсемшӗн унпа пӗрле куляннӑ та, ӑна лӑплантарнӑ та; кашнийӗ ӑна пӗрер кесита тата пӗрер ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ.
12
Турӑ вара Иовӑн юлашки кунҫулне унчченхинчен те ытларах пилленӗ: унӑн ӗнтӗ вунтӑватӑ пин пуҫ вак выльӑх, ултӑ пин пуҫ тӗве, пин мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пин пуҫ ама ашак пулнӑ.
13
Унӑн ҫичӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫуралнӑ.
14
Аслӑ хӗрне вӑл — Емима ятлӑ, вӑталӑх хӗрне — Кассия ятлӑ, кӗҫӗн хӗрне Керенгаппух ятлӑ хунӑ.
15
Иов хӗрӗсем пек хӳхӗм хӗрарӑмсем урӑх тӗнчипе те пулман, ашшӗ вӗсене те ывӑлӗсемпе танах еткерлӗх уйӑрса панӑ.
16
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иов тата ҫӗр хӗрӗх ҫул пурӑннӑ, ывӑлӗсене те, ывӑлӗсен ывӑлӗсене те тӑватӑ сыпӑка ҫитиччен курнӑ.
17
Иов ватӑлса ҫитсе, тӑраниччен пурӑнса вилнӗ.
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42