bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 15
Job 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 16 →
1
Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ:
2
ӑслӑ ҫын пушӑ сӑмаха хирӗҫ тавӑрса калӗ-и, хӑйӗн ӑшне вӗри ҫил тултарӗ-и,
3
усӑсӑр сӑмахсемпе, хевтесӗр калаҫупа тӳрре тухма хӑтланӗ-и?
4
Эсӗ ӗнтӗ Турӑран та хӑрами пулнӑ, Турӑ ҫинчен шухӑшлама та маннӑ.
5
Сана ҫылӑху ҫапла калаҫма вӗрентнӗ, эсӗ ултавҫӑ чӗлхине суйласа илнӗ.
6
Сана эпӗ мар, хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑвару айӑплать, хӑвӑн чӗлхӳ хӑвна хирӗҫ калаҫать.
7
Эсӗ тӗнчере пуринчен малтан ҫуралнӑ-им, сана сӑртсенчен маларах пултарнӑ-им?
8
Тен, эсӗ Турӑ канашӗнче пулнӑ, тен, сана ӑслӑлӑх асӑрханӑ?
9
Эсӗ эпир пӗлменнине мӗн пӗлетӗн? эпир ӑнланайманнине мӗн ӑнланатӑн?
10
Пирӗн хушшӑмӑрта ватӑ ҫын, кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ та, пур, вӑл санӑн аҫунтан аслӑрах!
11
Турӑ лӑплантарни саншӑн нимӗн те мар-им? Эсӗ ҫакна пӗлместӗн-им?
12
Чӗрӳ ӑҫталла туртать сана, мӗншӗн питӗ мӑнаҫлӑн пӑхатӑн?
13
Мӗншӗн чунна Турра хирӗҫ яратӑн, мӗншӗн ҫав териех калаҫатӑн?
14
Таса пулма, хӑйне тӳрре хума хӗрарӑмран ҫуралнӑ этем кам вара вӑл?
15
Акӑ Турӑ Хӑйӗн святойӗсене те шанса пӗтереймест, Унӑн куҫӗ умӗнче тӳпе те таса мар:
16
апла шыв ӗҫнӗ пек ҫылӑх ҫӑтакан этем епле ирсӗр, епле таса мар.
17
Итле-ха мана, эпӗ сана хам мӗн курнине каласа кӑтартам,
18
ӑслӑ ҫынсем мӗн илтнине каласа парам, вӗсем хӑйсен ашшӗсенчен мӗн илтнине пытарса хӑварман,
19
ҫӗре пӗр вӗсенӗн ашшӗсене ҫеҫ панӑ пулнӑ, вӗсенӗн хушшинче ют ҫын ҫӳремен.
20
Йӗркесӗр ҫын хӑйне мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех асаплантарать, хӗсӗрлекен ҫынна ӗмӗр тӑршшӗ курӑнмасть:
21
унӑн хӑлхинче хӑрушлӑх сасси илтӗнсе тӑрать; тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ хушӑрах ун ҫине пӗтермӗш килет.
22
Вӑл сӗмлӗхрен хӑтӑласса шанмасть: хӑй умӗнче хӗҫ курса тӑрать.
23
Вӑл пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн таҫта та сӗтӗрӗнсе ҫӳрет; сӗмлӗх кунӗ хатӗрех тӑнине, вӑл алӑ тупанӗ ҫинчех пулнине пӗлет вӑл.
24
Ӑна нуша, хӗсӗк пурӑнӑҫ сехӗрлентерет; ӑна ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ патша пек хӑратать,
25
мӗншӗн тесессӗн вӑл аллине Турра хирӗҫ ҫӗкленӗ, Пурне те Тытса Тӑракана хирӗҫ тӑнӑ,
26
Ӑна хирӗҫ вӑл пуҫне каҫӑртса, хулӑн хулканпа хӳтӗленсе талпӑннӑ:
27
унӑн сӑнӗ-пичӗ самӑрланса-кӳпчесе кайнӑ, вӑл айӑкӗсене ҫу хывнӑ.
28
Вӑл ӗнтӗ тустарнӑ хуласене, ҫын пурӑнман, кӗҫех ишӗлсе анасла ларакан ҫуртсене вырӑнаҫать.
29
Вӑл пуян пулаймӗ, пурлӑхӗ те сыхланса юлаймӗ, вӑл мӗн пуҫтарнийӗ ҫӗр ҫине сарӑлаймӗ.
30
Сӗмлӗхрен хӑтӑлаймӗ; унӑн хунавне ҫулӑм типӗтсе ярӗ, ҫимӗҫне ҫил татса пӗтерӗ.
31
Аташнӑ этем кӑлӑха ан шантӑр, апла унӑн шанчӑкӗ те кӑлӑхах пулӗ.
32
Вӑл вилессе те хӑй кунӗнче вилмӗ, турачӗсем те унӑн ешерсе ларас ҫук.
33
Иҫӗм сапаки евӗр тӑкӗ вӑл пиҫсе ҫитмен ҫырлине, ҫу йывӑҫӗ евӗр ҫухатса пӗтерӗ ҫеҫкине.
34
Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн килӗ-ҫурчӗ ҫапла пушанса юлӗ, сӗрев чатӑрӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.
35
Вӑл усаллӑх тӗвӗлентернӗ те суя ҫуратнӑ, унӑн варӗ ултав хатӗрлет.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42