bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 33
Job 33
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 34 →
1
Иов, итле эппин манӑн сӑмаха, эпӗ мӗн каланине пурне те тӑнла.
2
Акӑ ӗнтӗ ҫӑварӑма уҫатӑп, чӗлхемпе пырӑм хыпарлать.
3
Эпӗ чунтан-вартан калаҫатӑп, чӗлхем тӗп-тӗрӗссине калать.
4
Мана Турӑ Сывлӑшӗ пултарнӑ, Пурне те Тытса Тӑракан ман ӑшӑма чӗрӗлӗх вӗрсе кӗртнӗ.
5
Пултараятӑн пулсассӑн — хирӗҫ тавӑрса кала, тавлаш манпа, хӳтӗлен.
6
Турӑ умӗнче эпӗ те — сан пекех, мана та, сан пекех, тӑмран йӑваласа тунӑ;
7
ҫавӑнпа санӑн ман умра хӑрамалли ҫук, манӑн аллӑм саншӑн йывӑр пулмӗ.
8
Эсӗ мӗн каланине эпӗ хамах илтрӗм — санӑн сӑмахусем хӑлхарах-ха:
9
эсӗ: «таса эпӗ, ҫылӑхсӑр эпӗ, айӑплӑ мар эпӗ, тӳрӗ мар ӗҫ тумастӑп» терӗн,
10
«Турӑ вара мана пӗр айӑп ҫук ҫӗртен айӑпларӗ, мана Хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хурать;
11
манӑн урана каска тӑлӑ тӑхӑнтартрӗ, манӑн пӗтӗм ҫул-йӗре сӑнаса тӑрать» терӗн.
12
Эпӗ сана ҫапла хуравлатӑп: эсӗ йӑнӑшатӑн — Турӑ этемрен аслӑрах.
13
Унпала мӗншӗн тупӑшмалла санӑн? Вӑл Хӑйӗн пӗр ӗҫӗшӗн те явап тытмасть.
14
Турӑ пӗр тӗрлӗ калать, ҫавна асӑрхамасассӑн, тепӗр тӗрлӗ калать:
15
ҫӗрле, ҫынсем ыйха путсассӑн, этем вырӑн ҫинче тӗлӗрсе кайсассӑн, тӗлӗкре кӑтартать.
16
Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать:
17
этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.
19
Е тата ҫын чирлесе выртнипе, пӗтӗм шӑмми-шакки хӑрушла сурнипе ӑса кӗрет,
20
вара пурӑнӑҫӗ ҫӑкӑртан, чунӗ юратнӑ апатран пӑрӑнать.
21
Ӳчӗ хухать — ӗнтӗ пӑхмалӑх та ҫук, халиччен палӑрман шӑмми шакӑр тухса тӑрать.
22
Пурӑнӑҫӗ — вилӗм патӗнчех, вилӗм кӳрекеннисем ҫывӑхарсах килеҫҫӗ.
23
Пин ангел хушшинчен пӗри ӑна хӳтӗлекен, унӑн тӳрӗлӗхне кӑтартакан Ангел пулсассӑн,
24
Турӑ ӑна хӗрхенӗ те калӗ: «вилӗмрен хӑтар ӑна; Эпӗ ҫырлахрӑм» тейӗ.
25
Вара унӑн ӳчӗ-тирӗ ҫамрӑк чухнехинчен те чӗрӗрех пулӗ; ҫамрӑклӑхӗ каялла таврӑнӗ.
26
Турра кӗлтӑвӗ те — Вӑл ӑна хапӑл пулӗ; ӗнтӗ Вӑл ун ҫине савӑнса пӑхать, ӑна ӗлӗкхи тӳрӗлӗхне тавӑрса парать.
27
Ҫав ҫын вара ыттисем ҫине пӑхса ҫапла калӗ: «эпӗ ҫылӑха кӗреттӗм, чӑнлӑха тӳнтерле кӑтартаттӑм, ҫапах Турӑ мана тивӗҫлипе тавӑрмарӗ;
28
Вӑл манӑн чунӑма вилӗмрен хӑтарчӗ, мана кун ҫути пачӗ» тейӗ.
29
Турӑ ӗнтӗ этемшӗн икӗ-виҫӗ хутчен те ҫапла тӑвать,
30
ҫакна Вӑл ӑна вилӗмрен хӑтарасшӑн, уншӑн пурӑнӑҫ ҫути ҫуталтӑр тесе тӑвать.
31
Тӑнла, Иов, итле мана, шӑп тӑр, эпӗ калаҫам.
32
Калас сӑмаху пулсассӑн — кала; кала — манӑн сана тӳрре кӑларас килет;
33
каламалли ҫук пулсассӑн, мана итле, ан чӗн, эпӗ сана ӑслӑлӑха вӗрентӗп.
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 34 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42