bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 30
Job 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 31 →
1
Халӗ ӗнтӗ манран хамран кӗҫӗнреххисем кулаҫҫӗ; эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене кӗтӗвӗмсене сыхлакан йытӑсем патне те ямӑттӑм.
2
Мӗне кирлӗ мана вӗсен вӑйӗ? Ӗнтӗ вӗсен аллисем хавшанӑ.
3
Чухӑн пурӑнӑҫпа, выҫлӑхпа хӑрӑннӑскерсем, вӗсем шывсӑр, тискер, ҫаралса юлнӑ ҫеҫенхире туха-туха тараҫҫӗ;
4
йывӑҫ тӗмӗсем таврашӗнче курӑк чӗпӗтсе ҫӳреҫҫӗ, ҫӑкӑр вырӑнне уртӑш ҫырли ҫиеҫҫӗ.
5
Вӗсене халӑх хушшинчен хӑвалаҫҫӗ, вӑрра ӗрленӗ пек ӗрлесех хӳтереҫҫӗ,
6
вара вӗсем ҫыранти шырлансенче, ҫӗр ҫурӑкӗсемпе ту хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑнаҫҫӗ.
7
Тӗмсем хушшинче улаҫҫӗ, кӳкен айне тӗршӗнеҫҫӗ.
8
Пӑрахӑҫа тухнӑ ҫынсем, ятне ҫӗртнӗ ҫынсем, ҫӗр ҫинчи ӑҫтиҫуксем!
9
Халӗ ӗнтӗ ҫавсем ман ҫинчен юрласа ҫӳреҫҫӗ, мӑшкӑлласа калаҫаҫҫӗ.
10
Вӗсем манран йӗрӗнеҫҫӗ, манран пӑрӑнса ҫӳреҫҫӗ, ман умра сурмасӑр тӳсеймеҫҫӗ.
11
Турӑ ман ухӑ кантрине салтса ячӗ те мана амантрӗ, ҫавӑнпа вӗсем ман умра ҫӑварлӑхне хывса пӑрахрӗҫ.
12
Ҫав эшкер мана сылтӑм енчен тапӑнать, мана ураран ӳкерет, мана тӗп тумашкӑн ҫул хывать.
13
Манӑн ҫула вара пӑсса пӗтерчӗҫ: никам пулӑшмасӑрах мана вӗлермешкӗн пӗтӗмпех туса ҫитерчӗҫ.
14
Ман патӑма хӳме ҫӗмӗрсе кӗнӗ пек килсе кӗчӗҫ; ман ҫине шавлӑн сиксе ӳкрӗҫ.
15
Ман ҫине сехмет йӑтӑнса анчӗ, чапӑм ҫил пек вӗҫсе саланчӗ, телейӗм пӗлӗт пек иртсе кайрӗ.
16
Халӗ ӗнтӗ чунӑм хавшаса ҫитрӗ: мана асап кунӗсем ҫавӑрса илчӗҫ.
17
Ҫӗрле шӑммӑм-шаккӑм сурать, шӑнӑрӑмсем те канӑҫ мӗнне пӗлмеҫҫӗ.
18
Ҫиелти тумтирӗм хӗнпе хывӑнать; аялти ҫыпӑҫӑнсах ларнӑ, хывӑнмасть.
19
Вӑл мана пылчӑк ҫинех пӑрахрӗ, эпӗ тӑпра пек, кӗл пек пулса юлтӑм.
20
Эпӗ Сана тархаслатӑп — Эсӗ мана тӑнламастӑн, тилмӗрсе тӑратӑп — ман ҫине пӑхатӑн ҫеҫ.
21
Ман тӗлӗшпе Эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ пулса кайрӑн, хӑватлӑ аллупа мана хирӗҫ тӑратӑн.
22
Эсӗ мана ҫӗклерӗн те ҫилпе вӗҫтерсе ҫӳреттертӗн, мана ҫапла асаплантаратӑн.
23
Ҫапла, Эсӗ мана вилӗм патне илсе ҫитерессе, мӗнпур пурӑнаканӗ пуҫтарӑнакан киле ҫитерессе пӗлетӗп.
24
Вилекен ҫын ҫине, пулӑшу ыйтса тархаслакан ҫине, алӑ ҫӗклеҫҫӗ-и вара?
25
Эпӗ асап куракансемшӗн йӗмен-им, манӑн чунӑм мӗскӗнсемшӗн хурланман-им?
26
Ырра шанса тӑнӑ чухне ман патӑма усалли ҫитрӗ; ҫутта кӗтсе тӑнӑ чухне сӗмлӗх ҫитрӗ.
27
Ӑшчикӗм вӗресе тӑрать — лӑпланмасть; мана хирӗҫ хурлӑх кунӗсем килеҫҫӗ.
28
Хуп-хура ҫӳретӗп, хӗвелпе хуралман эпӗ; пухура пулӑшу ыйтса кӑшкӑратӑп.
29
Шакалсемшӗн тӑван пулса тӑтӑм, страуссемшӗн тус пултӑм.
30
Ӳтӗм-тирӗм хуралса ларчӗ, шӑммӑм-шаккӑма шӑрӑх ӗнтсе ячӗ.
31
Манӑн кӗсле хурлӑхлӑ калакан пулчӗ, шӑхличӗм хӳхлекен пулчӗ.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42