bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 6
Job 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 7 →
1
Иов ҫапла хуравласа каланӑ:
2
ах, эпӗ йӗнине тӗрӗс виҫейнӗ пулсанччӗ, куҫҫулӗмпе пӗрле тараса ҫине асапӑма та хунӑ пулсанччӗ!
3
Вӑл мӗнпур тинӗс хӑйӑрӗнчен йывӑртарах пулӗччӗ! Ӗнтӗ сӑмахӑм ҫавӑнпа хӗвӗнет.
4
Пурне те Тытса Тӑраканӑн ҫӗмренӗсем мана тӑрӑнаҫҫӗ; ӑшӑм-чиккӗм вӗсен наркӑмӑшне ӗҫет; Турӑ сехмечӗ ҫӗкленчӗ мана хирӗҫ.
5
Хир ашакӗ ешӗл курӑк ҫинче ӳхӗрет-и? пӑтратнӑ апачӗ умӗнче вӑкӑр мӗкӗрет-и?
6
Техӗмсӗр ҫимӗҫе тӑварламасӑр ҫиеҫҫӗ-и, ҫӑмарта шуррин тутӑ пур-и?
7
Чунӑм мӗнрен йӗрӗнсе тӑратчӗ, ҫавӑ маншӑн ҫимӗҫ пулса тӑчӗ.
8
Ах, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗм ҫитинччӗ, Турӑ эпӗ кӗтнине тӑвинччӗ!
9
Ах, Турӑ мана пӗтерме кӑмӑл тӑвинччӗ, аллине тӑсинччӗ те мана вӗлерсе пӑрахинччӗ!
10
Ҫакӑ мана йӑпанӑҫ кӳрӗччӗ, хӗрхенӳсӗр чирӗме кӑмӑла хытарса чӑтӑттӑм: эпӗ Святой сӑмахӗнчен иртмерӗм.
11
Шанса тӑмашкӑн мӗн хевти пур ӗнтӗ манӑн? мӗне ӗмӗтленсе ӗмӗре тӑсмалла манӑн?
12
Манӑн ҫирӗплӗхӗм чул ҫирӗплӗхӗ-им? манӑн ӳтӗм-тирӗм пӑхӑртан-им?
13
Хама пулӑшмашкӑн вӑйӑм юлчӗ-ши манӑн, ман валли мӗнле те пулин тӗрек пур-ши?
14
Хӗн куракана тусӗн хӗрхенмеллеччӗ: вӑл Пурне те Тытса Тӑракантан хӑрамалла-ҫке.
15
Анчах манӑн тӑванӑмсем юхӑм шыв пек шанчӑксӑр, хӑвӑрт юхакан шывсем пек улшӑнса тӑраҫҫӗ;
16
пӑр кайнӑ чухне ҫав шывсем пӑтранаҫҫӗ, юр ирӗлсессӗн кӗрлесе юхаҫҫӗ;
17
ҫанталӑк ӑшӑтсассӑн — чакаҫҫӗ, шӑрӑх вӑхӑтра типсех лараҫҫӗ.
18
Хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнаҫҫӗ вӗсем, пушхире ҫитеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ:
19
вӗсем ҫине Фема ҫулӗсем пӑхаҫҫӗ, вӗсене Савея ҫулӗсем шанаҫҫӗ,
20
анчах вӗсен шанчӑкӗ кӑлӑхах-мӗн: унта пыраҫҫӗ те — аптӑраса ӳкеҫҫӗ.
21
Халӗ эсир те — ҫавӑн пек, ӑҫтиҫук: хӑрушшине куртӑр та хӑраса ӳкрӗр.
22
Эпӗ сире: «парӑр-ха мана» терӗм-и? е «хӑвӑр мулӑртан маншӑн тӳлӗр-ха,
23
мана тӑшман аллинчен хӑтарӑр-ха, асаплантаракансен аллинчен тӳлесе илӗр-ха» терӗм-и?
24
Вӗрентӗр мана — вара шӑпланӑп; эпӗ мӗнпе ҫылӑха кӗнине кӑтартӑр.
25
Епле хӑватлӑ вӑл — чӑн сӑмах! Анчах эсир питлени мӗн уҫса парӗ?
26
Эсир питлеме сӑмах шыратӑр-и? Сӑмахӑра ҫилпе вӗҫтеретӗр.
27
Эсир тӑлӑх ҫынна тапӑнатӑр, хӑвӑр тусӑр валли шӑтӑк алтатӑр.
28
Ыйтсах калатӑп — пӑхӑр-ха ман ҫине; сирӗн умӑрта эпӗ суя калаҫӑп-и?
29
Лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр — чӑн марри пур-и? лайӑхрах шухӑшлӑр — чӑнни манӑн вӑл.
30
Манӑн сӑмахӑмра тӗрӗс марри пур-и? Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм йӳҫҫине уйӑраймасть-им?
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42