bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 31
Job 31
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 32 →
1
Хӗрсем ҫине пӑхмастӑп тесе эпӗ хамӑн куҫӑмпа сӑмах татрӑм.
2
Мӗнле шӑпа тухрӗ-ха мана Ҫӳлти Турӑран? Пурне те Тытса Тӑракан тӳперен мӗнле еткер ярса пачӗ?
3
Ара, вилӗм йӗркесӗр ҫыншӑн мар-и? инкек-синкек усал тӑваканшӑн мар-и?
4
Е Вӑл манӑн ҫулсене курмасть-и, манӑн утӑмсене шутласа тӑмасть-и?
5
Эпӗ суйса-чееленсе пурӑннӑ пулсассӑн, манӑн ура ултав еннелле васканӑ пулсассӑн,
6
ан тив, мана тӳрӗлӗх виҫипе виҫсе пӑхчӑр, вара Турӑ эпӗ айӑпсӑррине курӗ.
7
Манӑн ура тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ пулсассӑн, чӗрем куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑ пулсассӑн, аллӑм ҫумне таса марри ҫыпҫӑннӑ пулсассӑн,
8
эпӗ акнине тепӗри ҫитӗр, манӑн калчана кӑкласа пӑрахчӑр.
9
Чӗрем ҫын арӑмне сӑхланнӑ пулсассӑн, эпӗ ҫын алӑкӗ умӗнче сыхласа тӑнӑ пулсассӑн,
10
ан тив, манӑн арӑм ют ҫын валли авӑрттӑр, ют ҫын мӑшкӑлӗ пултӑр,
11
мӗншӗн тесессӗн ку — ирсӗр ӗҫ, ку — саккуна хирӗҫле, сута тивӗҫлӗ ӗҫ;
12
ку — тӗппипе ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, вӑл манӑн пӗтӗм пурлӑха пӗтеретчӗ.
13
Эпӗ хамӑн тарҫӑмсене — арҫын-и вӑл, хӗрарӑм-и — кӳрентернӗ пулсассӑн, вӗсенӗн ӳпкевне вырӑна хуман пулсассӑн,
14
Турӑ хама хирӗҫ тӑнӑ чухне мӗн тӑвӑттӑм-ха эпӗ? Вӑл ман ҫине пӑхса илсессӗн, Ӑна мӗн хуравлӑттӑм?
15
Вӗсене те мана анне варӗнче Пултарнӑскер пултарман-и, пире пурне те ама ӑшӗнче пултарман-и?
16
Ыйтакана памасӑр хӑварнӑ-и эпӗ, тӑлӑх арӑма куҫран пӑхтарса тӑратнӑ-и?
17
Хамӑн татӑкӑма пӗчченех ҫисе янӑ-и е ӑна тӑлӑх ачана та ҫитернӗ-и?
18
Вӑл ман патӑмра мӗн ачаран ашшӗ ҫумӗнчи пек ӳснӗ, мӗн кӗҫӗнрен эпӗ тӑлӑх арӑма та пӑхса-пулӑшса тӑнӑ.
19
Тумтирӗ ҫуккипе асапланакансене, шӑнса ҫӳрекен мӗскӗне курсассӑн,
20
сурӑхӑмсен ҫӑмӗпе ӑшӑтмарӑм-и вӗсене, вӗсен ҫан-ҫурӑмӗ мана тав тумарӗ-и?
21
Хапха умӗнче, хам майлӑ пуласса шанса, эпӗ тӑлӑх ача ҫине алӑ ҫӗкленӗ пулсассӑн,
22
хулпуҫҫийӗм пӗвӗмрен тӑпӑлса тухтӑр, аллӑм чавса таран хуҫӑлса ӳктӗр:
23
маншӑн чи хӑрушши — Турӑ хаса пани: эпӗ Унӑн аслӑлӑхӗ умӗнче тӳссе тӑраймастӑм.
24
Эпӗ ылтӑна шанса пурӑннӑ-и, хаклӑ мулӑма: «эсӗ — манӑн шанчӑкӑм» тенӗ-и?
25
Пуянлӑхӑм пысӑк пулнипе савӑннӑ-и эпӗ, аллӑм нумай пухрӗ тесе хӗпӗртенӗ-и?
26
Хӗвел епле ялкӑшса тӑнине курса, уйӑх епле чаплӑн ҫӳренине сӑнаса
27
эпӗ вӗсене хам ӑшӑмра пуҫҫапнӑ-и, хам аллӑма чуптунӑ-и?
28
Ҫакӑ та сута тивӗҫлӗ усал ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ: эпӗ апла Ҫӳлти Турӑран пӑрӑннӑ пулӑттӑм.
29
Эпӗ хамӑн тӑшманӑм пӗтнишӗн савӑннӑ-и, ӑна инкек ҫитсессӗн хӗпӗртесе тӑнӑ-и?
30
Эпӗ хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ӑна ылханса ҫылӑха кӗме паман.
31
Манӑн чатӑрти ҫынсем: «ах, пирӗн унӑн ашӗпе тӑранасчӗ!» тесе каламан.
32
Ҫулҫӳрен урамра ҫӗр каҫман; иртен-ҫӳрен валли алӑкӑм уҫӑ тӑнӑ.
33
Эпӗ, усаллӑхне чӗринче пытарса ҫӳрекен ҫын пек, усал ӗҫ туса ӑна ҫынран пытарнӑ пулсассӑн,
34
халӑх ҫине тухма вӑтанӑттӑм, йӑхташӑмсем йӗрӗнесрен хӑранӑ пулӑттӑм, алӑкран тухмасӑр шӑпӑрт ларнӑ пулӑттӑм.
35
Ах, кам та кам мана вӗҫне ҫитиччен итлейсенччӗ! Акӑ манӑн татӑклӑ сӑмахӑм: Пурне те Тытса Тӑраканӗ мана хуравлатӑр, мана Айӑплаканӗ хутне ҫырса килтӗр.
36
Ҫав хута эпӗ хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӳрӗттӗм, ӑна пуҫкӑшӑль вырӑнне тӑхӑнӑттӑм;
37
Турра кашни утӑма пӗлтерсе тӑрӑттӑм, Ун патне пуҫлӑх пек ҫывӑхарӑттӑм.
38
Эпӗ хамӑн ҫӗрӗме хурлантарса макӑртнӑ пулсассӑн, унӑн суха кассийӗсене кӳрентернӗ пулсассӑн,
39
унӑн ҫимӗҫне пӗр тӳлевсӗр ҫисе тӑнӑ пулсассӑн, ҫӗр ӗҫлекенсене хӗсӗрлесе пурӑннӑ пулсассӑн,
40
ан тив, тулӑ вырӑнне — вӗлтӗрен, урпа вырӑнне пукра шӑтса лартӑр. Иов сӑмахӗ вӗҫленчӗ.
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 32 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42