bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 41
Job 41
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 40
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 42 →
1
Ан та пикен: вӑл пӗрре пӑхнипех кайса ӳкмӗн-и?
2
Ӑна хирӗҫ тӑма пултаракан хӑюҫах ҫук; Ман умра кам чӑтса тӑрайтӑр вара?
3
Ӑна мӗн кирлине парса тӑма кам Мана малтанах хушса хунӑ? тӳпе айӗнче мӗн пурри — пӗтӗмпех Манӑн.
4
Левиафан тӑлпӑвӗ ҫинчен, унӑн вӑйӗ ҫинчен, унӑн килӗшӳллӗ илемӗ ҫинчен каламасӑр хӑвармӑп.
5
Унӑн ҫиелти тумтирне кам сирсе пӑрахайӗ, унӑн мӑшӑр янах шӑммийӗ патне кам хӑйса ҫывӑхарайӗ?
6
Унӑн пичӗн хапхине кам уҫса пӑхайӗ? унӑн шӑлӗсен икӗ унки — сехре хӑппи;
7
нӑкӑ хупписем — хулкан пек, калама ҫук хӳхӗм; пичет пусса тухнӑ пек ҫирӗп вӗсем;
8
пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑран сывлӑш та тухмасть вӗсен хушшинчен;
9
ҫатах ҫыпӑҫӑнса выртаҫҫӗ вӗсем, пӗр-пӗринчен ҫатӑрласа тытнӑ та — вӗҫерӗнмеҫҫӗ.
10
Вӑл ӳсӗрсессӗн ҫиҫӗм ялтлатса илет; унӑн куҫӗсем — шурӑмпуҫ куҫӗсем;
11
ҫӑварӗнчен ҫулӑм чӗлхи тапса тухать, вут хӗлхемӗ сирпӗнет;
12
вӗресе ларакан чӳлмекрен е хурантан пӑс тухнӑ евӗр, унӑн сӑмси шӑтӑкӗнчен тӗтӗм палкать.
13
Унӑн сывлан сывлӑшӗ кӑмрӑка кӑварлантарать, унӑн ҫӑварӗнчен ҫулӑм ялкӑшса тухать.
14
Унӑн мӑйӗнче вӑй пытанса тӑрать, унӑн умӗнчен сехмет чупса пырать.
15
Унӑн ӳчӗн тачка пайӗсем пӗр-пӗринпе нӑкӑ пӗтӗҫсе тӑраҫҫӗ, чӗтренмеҫҫӗ те.
16
Унӑн чӗри чул пек хытӑ, арманӑн пустав чулӗ пек ҫирӗп.
17
Вӑл вырӑнӗнчен хускалсассӑн, вӑйламас ҫынсем хӑраса каяҫҫӗ, сехӗрленнипе аптӑраса ӳкеҫҫӗ.
18
Хӗҫ ӑна тӗкӗннипех шарт хуҫӑлать, сӑнӑ та, ҫӗмрен те, тимӗр тум та ӑна тӳсеймест.
19
Тимӗре вӑл — улӑм пӗрчи вырӑнне, пӑхӑра ҫӗрӗк йывӑҫ вырӑнне хурать.
20
Ӑна ухӑ ачи те хӑратса тартас ҫук; чулрав чулӗсем те уншӑн — хывӑх ҫеҫ.
21
Чукмар уншӑн — улӑм пӗрчи вырӑнне ҫеҫ; кӗске сӑнӑ шӑхӑрса пынинчен кулать вӑл.
22
Унӑн айӗнче — ҫивӗч чулсем, вӑл пылчӑк ӑшӗнче ҫав чулсем ҫинче выртать.
23
Тарӑн авӑра вӑл хуранти шыва вӗретнӗ пек вӗретет, тинӗсе те вӗресе тӑракан сӗрӗш пек тӑвать;
24
хӑй хыҫӗнчен йӑлтӑртатакан йӗр хӑварса пырать; тӗпсӗр авӑр шуррӑн та кӑваккӑн курӑнать.
25
Ун евӗрли ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: ӑна никамран хӑрамалла мар пултарнӑ;
26
вӑл мӑнаҫлисем ҫине хӑюллӑн пӑхать; мӑнаҫлӑх ывӑлӗсенӗн патши вӑл.
← Chapter 40
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 42 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42