bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 39
Job 39
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 38
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 40 →
1
Эсӗ ту качаки хӑш вӑхӑтра пӑранланине пӗлетӗн-и, айпӑлан пӑруланине курнӑ-и?
2
вӗсен пӗтӗ ҫӳрес уйӑхӗсене шутласа параятӑн-и? вӗсем хӑш вӑхӑтра пӑруласса пӗлетӗн-и?
3
Пӑрушӗсене пӑруланӑ, путекӗсене пӑранланӑ чухне, хӑйсен ӑшне пушатнӑ чухне вӗсем авкаланаҫҫӗ;
4
пӑрушӗсем, путекӗсем аталанаҫҫӗ те хирте ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, пӗр уйӑрӑлса каяҫҫӗ те амӑшӗ патне таврӑнмаҫҫӗ.
5
Хир ашакне кам ирӗке кӑларса янӑ, ӑна, кӑкарса хунӑскере, кам салтса вӗҫертнӗ?
6
Эпӗ ӑна ҫеҫенхирте пурӑнмалла тунӑ, унӑн килӗ — тӑварлӑ шур.
7
Хула шавӗ уншӑн кулӑшла, хӑйне хӑваласа кӑшкӑрнине илтмест вӑл,
8
вӑл сӑртсем ҫинче апат шыраса ҫӳрет, кашни курӑк тунине хавас вӑл.
9
Хир вӑкӑрӗ сана пӑхӑнса тӑрӗ-и, санӑн сырӑшу умӗнче ҫӗр каҫӗ-и?
10
Эсӗ ӑна сухапуҫ кӳлейӗн-и, вӑл сан хыҫҫӑн ануна сӳрелесе пырӗ-и?
11
Вӑл питех те вӑйлине кура ӑна ху тӑвас ӗҫе шанса парайӑн-и?
12
Ӑна тырруна илсе килсе анкартине хывма шанайӑн-и?
13
Турткӑш кайӑка хитре ҫунат, страус кайӑка мамӑк-тӗк эсӗ панӑ-и?
14
Ҫӑмартисене страус ҫӗр ҫинех вӗри хӑйӑрпа ӑшӑнса выртма хӑварать,
15
вӗсене кам та пулин лапчӑтасси ҫинчен, тискер кайӑк пырса ҫӗмӗресси ҫинчен шутламасть;
16
вӑл хӑйӗн чӗпписене хӗрхенмест, вӗсем уншӑн — ют пекех, хӑйӗн ӗҫӗ харама каясран та шикленмест,
17
мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна ӑслӑлӑх паман, ӑстӑн парнелемен;
18
хӑй вара ҫунаттине сарать те юланута нимӗн мар кая хӑварать.
19
Урхамаха эсӗ вӑй панӑ-и, унӑн мӑйне эсӗ ҫилхе ҫыхнӑ-и?
20
Эсӗ ӑна хӗрлӗ шӑрчӑка шуйхатнӑ пек хӑратайӑн-и? Вӑл тулхӑрнинчен сехре хӑпмалла!
21
Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать;
22
хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть;
23
ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать;
24
хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть:
25
трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет.
26
Хурчӑка санӑн ӑсна пула вӗҫсе ҫӳрет-и, эсӗ хушнипе ҫунаттине сарса кӑнтӑр еннелле ярӑнать-и?
27
Ӑмӑрткайӑк санӑн сӑмахна итлесе ҫӳлтен ҫӳле вӗҫет-и, эсӗ каланипе ҫӳлте йӑва ҫавӑрать-и?
28
Вӑл ту чакӑлӗсен тӑрринче пурӑнать, сӑрт хырҫисемпе никам пырса кӗрейми вырӑнсенче ҫӗр каҫать;
29
унта вӑл хӑй валли тупӑш сыхласа ларать: куҫӗ унӑн инҫетрине курать;
30
чӗпписене вӑл юнпа тӑрантарать, ӑҫта виле — унта вӑл.
31
Ҫӳлхуҫа Иова татах малалла каланӑ:
32
Пурне те Тытса Тӑраканпа тупӑшаканӗ татах вӗрентӗ-и? Турра питлекенӗ Ӑна хуравлатӑр.
33
Иов вара Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ:
34
акӑ эпӗ — мӗскӗн; ӗнтӗ Сана мӗн хуравлайӑп? Ҫӑварӑма аллӑмпа хуплатӑп.
35
Пӗрре каларӑм, урӑх чӗнессӗм ҫук, иккӗ те каларӑм, тек шарламастӑп.
← Chapter 38
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 40 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42