bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 40
Job 40
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 41 →
1
Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ:
2
ар пулса пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар.
3
Эсӗ Манӑн сута пӑрахӑҫласшӑн-и, Мана айӑпласа ху тӳрре тухасшӑн-и?
4
Санӑн аллу Турӑ алли пек хӑватлӑ-и? Санӑн сассу Унӑн сасси пек кисретӳллӗ-и?
5
Апла аслӑлӑхпа аслӑлан, чаплӑлӑхпа чаплӑлан, илемлӗхпе илемлӗлен, ҫутӑпа ҫутал;
6
ҫиллӳн хаярлӑхне кӑлар, мӗнпур мӑнаҫли ҫине пӑхса ил те — йӑвашлат ӑна;
7
мӑнкӑмӑллисем ҫине пӑхса ил те — пурне те кӗҫӗне хӑвар, усал ҫынсене хӑйсенӗн вырӑнӗнчен ӳкер;
8
пурне те вӗсене ҫӗр айне чавса чик, питне-куҫне сӗмлӗхпе хупла.
9
Вара Эпӗ те хӑвӑн сылтӑм аллу хӑвна ҫӑласса ӗненӗп.
10
Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет;
11
унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп;
12
кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ;
13
ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек;
14
акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ;
15
сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет;
16
вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать;
17
лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх;
18
акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.
19
Куҫкӗретех кам ӑна ярса тытайӗ, сӑмсине кам пакурпа чиксе шӑтарайӗ?
20
Левиафана вӑлтапа туртса кӑларайӑн-и эсӗ, чӗлхинчен кантрапа ҫаклатса илейӗн-и?
21
сӑмси шӑтӑкӗнчен ункӑ тирейӗн-и? янах шӑммине йӗппе чиксе шӑтарайӑн-и?
22
вара вӑл сана тархаслӗ-и, йӑлӑнӗ-и, санпала йӑвашшӑн калаҫӗ-и?
23
санпала татулӑх тӑвӗ-и вӑл, ӑна яланлӑха хӑвӑн чуру пулма илейӗн-и?
24
пӗчӗкҫӗ кайӑкпа вылянӑ пек выляйӑн-и унпа, ӑна хӑвӑн хӗрачусем валли кӑкарса хурайӑн-и?
25
пулӑҫӑ юлташусем ӑна сутса ярайӗҫ-и, Ханаан купсисене пайӑн-пайӑн сутайӗҫ-и?
26
унӑн тирне сӑнӑпа чиксе шӑтарайӑн-и, пуҫне пулӑҫӑ сӑпрайӗпе лектерсе шӑтарайӑн-и?
27
Асту, ун ҫине аллуна пӗрре ҫӗклесе пӑхсассӑн ӳлӗмрен кӗрешессӳ килмӗ.
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 41 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42