bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 36
Job 36
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 37 →
1
Елиуй малалла каланӑ:
2
кӑштах тӑхта-ха — курӑн акӑ: Турӑ ҫинчен каламалли татах пур-ха манӑн.
3
Сӑмахӑма инҫетрен пуҫлам, хама Пултараканӑм ҫинчен тивӗҫлине калам:
4
манӑн сӑмахӑм чӑнах та суя мар: санӑн умра — чӑннине пӗлекен.
5
Турӑ — хӑватлӑ, Вӑл никамран та йӗрӗнмест, Вӑл ӑслӑлӑхпа хӑватлӑ;
6
Вӑл ҫылӑхлисен хутне кӗмест, хурлӑх тӳсекенсене тивӗҫлине тавӑрса парать;
7
Турӑ тӳрӗ ҫынсене тӳртӗн тӑмасть, вӗсене патша вырӑнне лартать, ӗмӗрлӗхе асла кӑларать.
8
Эхер те вӗсене сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ пулсассӑн, вӗсене хӗн-хур тӑлли тӑлланӑ пулсассӑн,
9
Вӑл вӗсене хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене кӑтартса парать, мӗншӗн тесессӗн ҫав ӗҫсем нумайланнӑ.
10
Усаллӑхран пӑрӑнччӑр тесе, ӑса кӗртмешкӗн вӗсенӗн хӑлхине уҫать.
11
Ӑна итлесе Уншӑн ӗҫлесе тӑрсассӑн, пурӑнан кунӗсене ырӑ курса, ӗмӗрне савӑнса ирттерӗҫ;
12
итлемесессӗн, вӗсене ҫӗмрен хирсе тухӗ, вӗсем хӑйсен ӑссӑрлӑхӗпех пӗтӗҫ.
13
Анчах икӗ питлӗ ҫынсем чӗринче ҫилӗ тытаҫҫӗ, Турӑ хӑйсене сӑнчӑрласа лартнӑ чухне Ӑна тархасламаҫҫӗ;
14
ҫавӑнпа вӗсем ҫамрӑклах вилеҫҫӗ, вӗсен ӗмӗрӗ аскӑнчӑксемпе пӗрле пӗтет.
15
Турӑ мӗскӗне асапран хӑтарать, пусмӑрлӑхра хӑлхине уҫать.
16
Вӑл сана та хӗсӗклӗхрен ирӗклӗхе кӑларӗччӗ, унта йывӑр пулмӗччӗ, сӗтелӳ тулли апат-ҫимӗҫ пулӗччӗ;
17
эсӗ ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсене урӑм-сурӑм питлетӗн: питленипе айӑплани юнашарах вӑл.
18
Асту, сана Турӑ ҫилли ҫитсе ан ҫаптӑр! Сана пысӑк тӳлев ҫӑлса хӑвараймӗ.
19
Вӑл сан пуянлӑхна хака хурӗ-и? Ҫук, ылтӑнна та, ытти мулна та ним хака та хумӗ.
20
Халӑхсене хӑйсен вырӑнӗнчех пӗтерес каҫа ан кӗт эсӗ.
21
Асту, усаллӑх еннелле ан сулӑн — асапсене сана ахаль мар ярса панӑ.
22
Турӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе аслӑ, Ун пек вӗрентекен кам пултӑр?
23
Ӑна Хӑйӗн ҫулне кам кӑтартӗ, кам Ӑна: «Эсӗ тӗрӗс мар тӑватӑн» теме пултарӗ?
24
Унӑн этем мухтакан ӗҫӗсене мухтаса аслӑлассине астусах тӑр.
25
Вӗсене пур ҫын та курма пултарать, этем вӗсене аякранах курса тӗлӗнет.
26
Ҫапла, Турӑ аслӑ, эпир Ӑна пӗлсе ҫитеес ҫук; Унӑн ҫулӗсен хисепне пӗлеес ҫук.
27
Вӑл тумламӑн-тумламӑн шыв пухать; пухӑнса ҫитсессӗн шывӗ ҫумӑр пулса ҫӑвать:
28
пӗлӗтрен тӑкӑнса ҫынсем ҫине ытлӑн-ҫитлӗн ҫӑвать.
29
Пӗлӗтсем мӗн талккӑш сарӑлса выртнине, Турӑ чатӑрӗ кӗмсӗртетнине кам ӑнкарса илейтӗр?
30
Акӑ Вӑл ун ҫийӗн Хӑйӗн ҫутине сарать, тинӗс тӗпне ҫитиех ҫутатать.
31
Ҫавӑнтан Вӑл халӑхсене сут туса тӑрать, ҫавӑнтан тулӑх ҫимӗҫ парать.
32
Вӑл Хӑй аллинче ҫиҫӗм тытса тӑрать, кама аҫа ҫапмаллине тӗллесе кӑтартать.
33
Ун ҫинчен аслати сасси пӗлтерет; ӑна выльӑх-чӗрлӗх те туять.
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 37 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42