bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 5
Job 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 6 →
1
Тархасласа пӑх — хирӗҫ чӗнекен пулӗ-и? Сӑваплисенчен хӑшне йӑлӑнасшӑн эсӗ?
2
Ҫапла, айвана хӑй ҫиллиех пӗтерет, шухӑшлама пӗлменскере вӗчӗхӳ тӗп тӑвать.
3
Ухмах ҫын тымар мӗнле янине куртӑм эпӗ, унӑн килне-ҫуртне ҫавӑн чухнех ылхантӑм.
4
Унӑн ачи-пӑчи телейлӗ пуласси инҫе: вӗсене хапха умӗнче хӗнӗҫ, хута кӗрекен те пулмӗ.
5
Унӑн тыррине выҫӑпа касӑхнисем ҫисе ярӗҫ, ӑна кӳкен тӗмӗсем витӗрех вырса тухӗҫ; пурлӑхне вара антӑхса ҫунакансем хыпса ҫӑтӗҫ.
6
Ҫапла, хурлӑх хирте шӑтса ӳсмест, инкек-синкек ҫӗр айӗнчен сиксе тухмасть;
7
вут-хӗме ҫӳлелле ыткӑнмалла тунӑ пек, этем асап курма ҫуралать.
8
Эпӗ вара Турра тархасланӑ пулӑттӑм, хамӑн ӗҫӗме Турӑ аллине панӑ пулӑттӑм.
9
Вӑл тӑвакан ӗҫсем — аслӑ, тӗлӗнмелле, вӗсене ӑнласа ҫитерейместӗн, вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук,
10
Вӑл ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарать, уй-хир ҫине шыв ярать;
11
кӗҫӗне юлнисене асла кӑларать, хур куракансене ҫӑлӑнӑҫ патне илсе тухать.
12
Вӑл усал шухӑшлисен каварне аркатать те, лешӗсем пикеннӗ ӗҫӗсене туса ҫитереймеҫҫӗ.
13
Ӑсчахланакансене хӑйсен чеелӗхӗ-ултавӗпех такӑнтарать, чее ҫынсен канашӗ харама каять:
14
кун ҫутинчех вӗсем сӗмлӗхе лекеҫҫӗ, тӑр-кӑнтӑрлах ҫӗрлехи пек хыпашласа ҫӳреҫҫӗ.
15
Мӗскӗн ҫынна Вӑл вӗсен хӗҫӗнчен, сӑмахӗнчен хӑтарать, ӑна вӑйлисем хӗсӗрлесрен сыхласа тӑрать;
16
ҫавӑнпа хурлӑхлӑ ҫын валли те шанчӑк пур, суянӑн та ҫӑварӗ хупӑнать.
17
Турӑ ӑса кӗртекен ҫын — телейлӗ, ҫавӑнпа та Пурне те Тытса Тӑраканӑн хасине ан сивле:
18
Вӑл Хӑй суран тӑвать те — Хӑех ҫыхса ярать; Вӑл Хӑй аллипе амантать те — Хӑй аллипех эмеллет.
19
Вӑл сана ултӑ инкекрен хӑтарӗ, ҫиччӗмӗшӗнче те сана усал ҫулӑхаймӗ.
20
Выҫлӑх вӑхӑтӗнче сана вилӗмрен хӑтарӗ, вӑрҫӑра хӗҫ ҫивӗчӗшӗнчен ҫӑлса хӑварӗ.
21
Хаяр чӗлхе-ҫӑвартан хӳтӗленсе тӑрӑн, ҫарату-тустару ҫитсессӗн, унран та шикленмӗн.
22
Ҫаратупа выҫлӑхран кулса анчах тӑрӑн, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксенчен хӑрамӑн,
23
мӗншӗн тесессӗн эсӗ хирти чулпа та пӗр канашлӑ, хирти тискер кайӑкпа та килӗшӳллӗ.
24
Пӗлӗсӗн: чатӑрунта — тӑнӑҫлӑх, татулӑх, кил-ҫуртна пӑхса ҫаврӑнӑн — пӗр ҫитменлӗх те тупаймӑн.
25
Курӑсӑн: санӑн вӑрлӑху ӗрчесе кайӗ, ӑрӑвусем ҫӗр ҫинчи курӑк пек хунаса пырӗҫ.
26
Ҫапла ӗмӗрӳ туличчен пурӑнӑн та, тулӑ кӗлти хӑй вӑхӑчӗпе ҫӗмеле хывӑннӑ пек, тупӑка кӗрсе выртӑн.
27
Эпир ӗнтӗ акӑ мӗн пӗлсе ҫитрӗмӗр; чӑнах та ҫапла вӑл: итле те ҫакна — тӑна ил.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42