bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 14
Job 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 15 →
1
Арӑмран ҫуралнӑ этемӗн кунҫулӗ кӗске, ӗмӗрне те вӑл хуйхӑ-суйхӑпах ирттерет:
2
чечек пек шӑтать те тӑкӑнсах пӗтет; ӗмӗлке пек иртсе каять, чарӑнса тӑмасть.
3
Эсӗ ҫавӑн ҫине те куҫ уҫса пӑхатӑн-и, Эсӗ манпа сут тӑвасшӑн-и?
4
Таса марринчен кам таса ҫуралтӑр? Пӗр никам та.
5
Унӑн кунӗ шутлӑ пулсассӑн, вӑл пурӑнас уйӑхсен хисепӗ Сан аллунта пулсассӑн, ун умне иртсе каяйми чикӗ лартрӑн пулсассӑн,
6
куҫӑнтан вӗҫерт ӑна: тара кӗрӗшнӗ ҫын пек, вӑл та хӑйӗн кунӗ вӗҫлениччен канса илтӗр.
7
Йывӑҫӑн шанчӑк пур: кассассӑн та каллех чӗрӗлет вӑл, унӑн хунавӗсем ӗрчеме чарӑнмаҫҫӗ:
8
тымарӗ ҫӗр айӗнче ватӑлнӑ пулин те, тункати тусанпа хытса ларнӑ пулин те,
9
вӑл нӳрре сиссенех хунав кӑларать, ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать.
10
Этем вара вилет те пӗтмеллипех пӗтет; каять те, ӗнтӗ ӑҫта вӑл?
11
Кӳлӗ шывсӑр тӑрса юлать, шывӗ чакнипе ҫырма та типсе ларать;
12
этем те — ҫавӑн пекех: выртӗ те — урӑх тӑмӗ те; хӑйӗн ыйхинчен вӑл тӳпе пӗтмесӗр те вӑранмӗ.
13
Ах, Эсӗ мана Хӑвӑн ҫиллӳ иртиччен ҫӗр тӗпӗнче пытарса тӑринччӗ, маншӑн картса хунӑ вӑхӑту иртсессӗн мана аса илинччӗ!
14
Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и? Палӑртса панӑ вӑхӑтӑм иртиччен кунсеренех хама улӑштарасса кӗтнӗ пулӑттӑм.
15
Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм, Эсӗ вара Хӑвӑн аллу пултарнӑскере кӑмӑл курӑттӑн:
16
халӗ Эсӗ манӑн утӑма шутласа тӑратӑн, ун чухне ҫылӑхӑмсене сыхлама пӑрахӑттӑн;
17
манӑн ҫылӑхсене хутаҫа чиксе ҫиеле пичет хунӑ пулӑттӑн, манӑн айӑпа Эсӗ ҫапла хупнӑ пулӑттӑн.
18
Анчах сӑрт-ту та тӳнсе арканать, ту хысакӗ те хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫать,
19
шыв чула ҫийӗнтерет; ейӳ ярса тӑпрана юхтарса каять: Эсӗ этем шанчӑкне ҫавӑн пек пӗтеретӗн.
20
Ӑна вӗҫне ҫитичченех хӗсӗрлетӗн те — ӗнтӗ каять вӑл; унӑн сӑн-сӑпатне улӑштаратӑн та ӑсататӑн ӑна.
21
Хисеплӗ-и унӑн ачи-пӑчи — вӑл пӗлмест, кӗҫӗне юлнӑ-и вӗсем — вӑл асӑрхамасть;
22
ӑна хӑйӗн ӳчӗ-тирӗ сурни ҫеҫ асаплантарать, чунӗ те хӑйӗншӗн ҫеҫ макӑрать.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42