bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 21
Job 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 22 →
1
Иов ҫапла хуравласа каланӑ:
2
манӑн сӑмахӑма тимлӗн итлӗр-ха, ҫапла та пулин йӑпатӑр-ха мана.
3
Тӳсӗмлӗх ҫитерӗр-ха, эпӗ калаҫам; каласа пӗтерсессӗн мӑшкӑллӑр вара.
4
Ара, эпӗ этеме йӑлӑнатӑп-им? епле-ха манӑн ӳпкелешес мар?
5
Пӑхӑр-ха ман ҫине — сехӗрленсех ӳкӗр, хӑвӑр ҫӑвара аллӑрпа хуплӑр.
6
Аса илсенех ҫӳҫенетӗп, ҫан-ҫурӑм чӗтреве ерет.
7
Мӗншӗн-ха йӗркесӗр ҫынсем вилмеҫҫӗ, ватӑличченех пурӑнаҫҫӗ, вӗсен вӑй-халӗ те ҫирӗп?
8
Вӗсен ачисем те хӑйсем умӗнчех, мӑнукӗсем те куҫ умӗнчех.
9
Вӗсен килӗсем хӑрушлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, вӗсем тӗллӗн Турӑ туйи ҫук.
10
Вӗсен вӑкӑрӗ ахаль йӑхмасть, вӑрлӑхне ахаль юхтармасть, вӗсен ӗни ахаль ертмест, вӑхӑтсӑр пӑруламасть.
11
Ачи-пӑчи кӗтӳ пек йышлӑ, пӗчӗккисем сиккелесе ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.
12
Тӳнкӗрпе кӗсле кӗввине янӑратса, шӑхличӗ каласа савӑнаҫҫӗ;
13
ӗмӗрне телейлӗ пурӑнса ирттереҫҫӗ те ҫӗр тӗпне те сасартӑк, ҫӑмӑллӑн, анса каяҫҫӗ.
14
Хӑйсем вара Турра ҫапла калаҫҫӗ: «кай пирӗн патӑмӑртан, пирӗн Санӑн ҫулна пӗлес те килмест!
15
Уншӑн ӗҫлесе тӑма — Пурне те Тытса Тӑракан пирӗншӗн камах вара Вӑл? Ӑна тилмӗрсе мӗн усси пултӑр?» теҫҫӗ.
16
Куратӑн-и, вӗсен телейӗ хӑйсен аллинчен килмест. — Йӗркесӗр ҫынсен канашӗ манран аякра тӑтӑр!
17
Саккуна уяманнисен ҫутаткӑҫӗ тӑтӑшах сӳнет-и, вӗсене час-часах инкек пулать-и, ҫилленсе кайса, Турӑ вӗсене хӗн-асап кӑтартать-и?
18
Вӗсен ҫил умӗнчи улӑм пӗрчи пек, ҫавраҫил вӗҫтерсе каякан арпа пек пулмалла.
19
«Вӑл курас асапа Турӑ унӑн ачисем валли упрать» тейӗн эсӗ. — Ан тив, Турӑ ӑна хӑйне кӑтарттӑр, вӑл ҫавна пӗлсе тӑтӑр.
20
Хӑйӗн асапне вӑл хӑй куҫӗпе куртӑр, Пурне те Тытса Тӑраканӑн ҫиллине хӑй тутанса пӑхтӑр.
21
Хӑйӗн кунҫулӗ вӗҫленсессӗн, унӑн хӑйӗн кил-йышӗ ҫумӗнче мӗн ӗҫ пур?
22
Ӗнтӗ Турра ӑслӑлӑха вӗрентӗн-и? Вӑл ҫӳлтисене те сут тӑвать.
23
Пӗри шӑпах хӑй вӑйпитти чухне питӗ лӑпкӑн, асапланмасӑр вилсе выртать;
24
унӑн ӑшчикки ҫара ҫу, шӑмминче туп-тулли миме.
25
Тепӗри вара чунтан хурланса, ӗмӗрӗнче пӗр ырӑ курмасӑр вилет.
26
Иккӗшӗ те вӗсем ҫӗр айӗнче выртӗҫ, иккӗшне те хурт сӑрса илӗ.
27
Эпӗ сирӗн шухӑшӑра, мана хирӗҫ епле чее мелсем шутласа кӑларасса пӗлетӗп.
28
Эсир: «чаплӑ ҫын килӗ-ҫурчӗ ӑҫта халӗ, саккуна уяманнисем пурӑннӑ чатӑр хӑш тӗлте?» теме пултаратӑр.
29
Эсир ҫул ҫӳрекенсенчен ыйтман-им, вӗсем мӗн асӑрханине пӗлместӗр-им:
30
пӗтес кунхине усал ҫын хӑтӑлса юлать, Турӑ ҫилли унӑн айккинчен иртсе каять.
31
Вӑл мӗнле ҫулпа ҫӳренине унӑн куҫне кам кӑтарттӑр, усал ӗҫӗсемшӗн ӑна кам тавӑртӑр?
32
Ӑна масар ҫине те чыслӑн ӑсатаҫҫӗ, вилтӑприйӗ ҫине хурал тӑратаҫҫӗ.
33
Канлӗ выртать вӑл, айлӑм тӑпри ҫӑмӑл уншӑн, ун хыҫҫӑн халӑх кӗпӗрленсе пырать, умӗнчен пыракансен те имӗ-сумӗ ҫук.
34
Мӗнле-ха эсир мана пулманнипе-ҫуккипе йӑпатасшӑн? Сирӗн сӑмахӑрта суя анчах.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42