bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 19
Job 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 20 →
1
Иов вара ҫапла хуравласа каланӑ:
2
манӑн чунӑма хӑвӑр сӑмахӑрпа хӑҫанччен асаплантарӑр-ши, мана хӑҫанччен тертлентерӗр-ши?
3
Акӑ эсир мана пӗр вунӑ хут та хурларӑр, мана хӗстерме те вӑтанмастӑр.
4
Эпӗ чӑнахах та ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, ҫылӑхӗ хампа пӗрлех юлӗ.
5
Сирӗн ман умӑмра мӑнаҫланассӑр килсессӗн, мана мӑшкӑла юлнӑшӑн ӳпкелессӗр килсессӗн,
6
пӗлсе тӑрӑр: мана Турӑ авса ӳкерчӗ, ман тавра Хӑйӗн серепине карса хучӗ.
7
Акӑ эпӗ: «пулӑшӑр!» тесе кӑшкӑратӑп — илтекен ҫук; тилмӗрсе йӑлӑнатӑп — хӳтӗлекен ҫук.
8
Вӑл манӑн ҫула пӳлсе хучӗ — иртсе каяймастӑп, эпӗ утас сукмака сӗмлӗхпе хупларӗ.
9
Манран чыс-хисепе туртса илчӗ, манран пуҫкӑшӑльне хывса илчӗ.
10
Мана пур енчен те хӗссе лартрӗ — ӗнтӗ каятӑп; шанчӑкӑма Вӑл йывӑҫа тӑпӑлтарнӑ пек кӑкларӗ.
11
Пӗтӗм ҫиллине ман ҫине ячӗ, мана Хӑйӗн тӑшманӗсемпе пӗр тан шутлать.
12
Ун ҫарӗсем пӗрле килчӗҫ те ман еннелле ҫул тытрӗҫ, чатӑрӑма пур енчен те хупӑрласа илчӗҫ.
13
Вӑл манран тӑванӑмсене сивӗтрӗ, пӗле тӑрансем те манран ютшӑнаҫҫӗ.
14
Ӗнтӗ ҫывӑх ҫыннӑмсем мана пӑрахрӗҫ, палла тӑрансем те манӑҫа хӑварчӗҫ.
15
Ман килӗмре хӳтлӗх тупнисем те, тарҫӑмсем те мана ют ҫын вырӑнне картаҫҫӗ; вӗсемшӗн эпӗ таҫтан килнӗ ҫын пулса тӑтӑм.
16
Тарҫӑма чӗнетӗп — вӑл сасӑ та памасть; халь ӑна хамӑн йӑлӑнас пулать.
17
Сывлан сывлӑшӑмран арӑмӑм йӗрӗнет, ӑна ӗнтӗ тӑван ачасен ячӗпе йӑлӑнатӑп.
18
Манран пӗчӗк ачасем те йӗрӗнеҫҫӗ: эпӗ ура ҫине тӑнӑ чухне манран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.
19
Чи ҫывӑх туссем пурте ютшӑнаҫҫӗ манран, ӗлӗк хам юратнӑ ҫынсем те мана хирӗҫ тӑраҫҫӗ.
20
Шӑммӑмсем тирӗм ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларчӗҫ, ӳтӗм шӑл тунинче ҫеҫ тӑрса юлчӗ.
21
Хӗрхенсемӗр мана, хӗрхенсемӗр мана, тусӑмсем: мана Турӑ алли килсе тиврӗ.
22
Мӗншӗн эсир те мана Турӑ пек йӗрлетӗр, мана тӑрана пӗлми кӑшлатӑр?
23
Ах, манӑн сӑмахӑмсене ҫырса хурсанччӗ! кӗнеке ҫине ӳкерсенччӗ вӗсене,
24
тӑхлан вӗҫлӗ тимӗр ҫырапа чул хӑма ҫине ӗмӗрлӗхе касса ҫырсанччӗ!
25
Пӗлетӗп эпӗ: мана Хӳтӗлекен чӗрӗ, юлашки кун ҫитсессӗн Вӑл ҫак ҫӗрсе пыракан ӳтӗм-тирӗме ҫӗнетӗ,
26
вара эпӗ, ӳтленнӗскер, Турра курӑп.
27
Эпӗ Ӑна хамах курӑп; ҫын куҫӗпе мар, хамӑн куҫӑмпа курӑп. Ӑшӑмра чӗрем ҫунса тӑрать!
28
«Эпир ӑна мӗншӗн хӗсӗрлетпӗр-ха?» темеллеччӗ сирӗн — усаллӑх тымарӗ манра тупӑннӑ пек калаҫатӑр.
29
Хӗҫрен хӑраса тӑрӑр: усал тунӑшӑн хӗҫ тавӑрать; сут пуррине пӗлсе тӑрӑр.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42