bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 10
Job 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 11 →
1
Чунӑма пурӑнӑҫӑм йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ; хурлӑхӑма парӑнам; чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.
2
Калам Туррӑма: ан айӑпласамччӗ мана; пӗлтерсемччӗ: Эсӗ манпа мӗншӗн кӗрешетӗн?
3
Эсӗ хӗсӗрлетӗн, Хӑвӑн аллупа тунӑ ӗҫрен йӗрӗнетӗн, усал ҫынсен канашне вара ҫутӑ яратӑн, ҫакӑ аван-им-ха Саншӑн?
4
Санӑн куҫу этем куҫӗ-им, Эсӗ ҫын пӑхнӑ пек пӑхатӑн-им?
5
Санӑн кунусем — этем кунӗсем-им е Санӑн ӗмӗрӳ — ар ӗмӗрӗ-им,
6
мӗншӗн Эсӗ манра айӑп шыратӑн, манра ҫылӑх тупма ӑнтӑлатӑн?
7
эпӗ йӗркесӗр ӗҫ туманнине, Сан аллунтан мана никам та хӑтарас ҫуккине Эсӗ Хӑвах пӗлетӗн.
8
Эсӗ мана Хӑвӑн аллупа тунӑ, йӑлтах туса ҫитернӗ — ӗнтӗ Хӑвах пӗтеретӗн-и мана?
9
Аса ил-ха, Эсӗ мана тӑмран йӑваласа тунӑ пек ӑсталанӑ, халӗ мана каллех тӑпра тӑвасшӑн-и?
10
Эсӗ мар-и-ха мана сӗт юхтарнӑ пек юхтартӑн, тӑпӑрчӑ пек кӗвӗлтертӗн,
11
мана ӳт-тир тӑхӑнтартрӑн, мана шӑмӑпа, шӑнӑрпа ҫыхӑнтарса ҫирӗплетрӗн,
12
мана пурӑнӑҫпа ырӑлӑх парнелерӗн, Эсӗ мар-и пӑхса усранӑ мана?
13
Анчах Санӑн ӑшунта тепӗр вӑрттӑн шухӑш та пулнӑ, — пӗлетӗп, ҫав шухӑш пулнӑ Санӑн, —
14
ку ҫын ҫылӑха кӗнине астусах тӑрӑп, ҫылӑхӗшӗн ӑна хаса памасӑр хӑвармӑп, тенӗ.
15
Айӑплӑ пултӑм пулсассӑн, хурлӑх ҫитӗ мана! айӑпсӑр пулсассӑн та пуҫӑма ҫӗклеме хӑяймӑп. Эпӗ мӑшкӑл курса тӑрантӑм; асапӑма курсамччӗ:
16
вӑл амалансах пырать. Эсӗ мана арӑслан пек хӑваласа ҫӳретӗн, каллех тапӑнатӑн мана, хӑрататӑн мана.
17
Эсӗ мана хирӗҫ ҫӗнӗ кӳнтеленсем тупса тӑрататӑн, мана тата хытӑрах ҫилленетӗн; инкек хыҫҫӑн инкек йӑтӑнса килет ман ҫине.
18
Мӗншӗн Эсӗ мана анне варӗнчен кӑлартӑн-ши? манӑн никам куҫӗ куричченех вилмеллеччӗ;
19
нихӑҫан та пулман пек, аннем варӗнченех тупӑка кӗрсе выртмаллаччӗ!
20
Кунҫулӑм ахаль те кӗске мар-и? Ан тив мана, куҫӑнтан вӗҫерт мана, сӗмлӗх ҫӗршывне, вилӗм ӗмӗлкийӗн ҫӗршывне ӑсаниччен, — ӗнтӗ каялла таврӑнаймӑп, — кӑштах сывлӑш ҫавӑрам эп,
22
вилӗм ӗмӗлкийӗн сӗмлӗхӗ евӗр сӗм тӗттӗм ҫӗршывра нимӗн йӗрки-ӗренки ҫук, унта сӗм-сӗмлӗхри пек тӗттӗм.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42