bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 38
Job 38
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 37
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 39 →
1
[Елиуй калаҫма чарӑнсассӑн,] Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ:
2
кам ҫавӑ, пӗлмесӗр калаҫса, Манӑн ӑслӑлӑха хурлаканӗ?
3
Ар пулса халех пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар:
4
Эпӗ ҫӗр никӗсне хывнӑ чухне эсӗ ӑҫтаччӗ? Пӗлетӗн пулсассӑн — кала.
5
Кам виҫе хунӑ ӑна, пӗлетӗн-и? кам вӗрен карӑнтарса виҫсе тухнӑ ӑна?
6
Ирхи ҫӑлтӑрсем пурте пӗрле хӗпӗртесе тӑнӑ чухне, Турӑ ывӑлӗсем савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ чухне ҫӗр никӗсне мӗн ҫине хурса вырӑнаҫтарнӑ, унӑн кӗтесри тӗп чулне кам хунӑ?
8
Амӑш варӗнчен ҫуралса тухнӑ пек тапса тухнӑ тинӗсе кам хапха лартса пӳлсе хунӑ?
9
Эпӗ ӑна пӗлӗтпе чӗркесе тӗтрепе пиелерӗм,
10
унтан ӑна йӗрке кӑтартса патӑм, хӳме хӳсе хапхапа пӳлсе лартрӑм та:
11
«ҫак тӗле ҫитетӗн те малалла каймастӑн, мӑнаҫлӑ хумусен чикки ҫакӑнта санӑн» терӗм.
12
Хӑвӑн ӗмӗрӳнте эсӗ хӑҫан та пулин ҫутӑлса килекен ире хушса курнӑ-и, шурӑмпуҫне хӑйӗн вырӑнне кӑтартса панӑ-и,
13
ӑна, ҫӗре хӗрринчен тытса, ун ҫинчен йӗркесӗр ҫынсене силлесе тӑкма хушнӑ-и?
14
пичет пуснӑ тӑм улшӑннӑ евӗр, ҫӗре ҫапла улшӑнтарнӑ-и, ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир пек курӑнмалла тунӑ-и,
15
йӗркесӗр ҫынсен ҫутине туртса илнӗ-и, вӗсен чӑрсӑр аллине аркатнӑ-и?
16
Тинӗс тӗпне анса курнӑ-и эсӗ, ҫӗр тӗпне анса тӗпчесе тухнӑ-и?
17
Санӑн ирӗкӳпе вилӗм хапхи уҫӑлнӑ-и, вилӗм ӗмӗлкин хапхине курнӑ-и эсӗ?
18
Ҫӗр анлӑшне пӑхса тухнӑ-и эсӗ? Пӗлетӗн пулсассӑн ӑнлантарса пар.
19
Ҫутӑ килне каймалли ҫул ӑҫтарах, сӗмлӗхӗн вырӑнӗ хӑш тӗлерех?
20
Эсӗ, паллах, сӗмлӗхӗн чиккине ҫитсе курнӑ, унӑн килӗ патне каякан сукмака та пӗлетӗн.
21
Пӗлетӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ун чухнех ҫуралнӑ пулнӑ, санӑн ӗмӗрӳ питӗ вӑрӑм.
22
Юр управӑшӗсене кӗрсе курнӑ-и эсӗ, пӑр пухмачӗсене курнӑ-и?
23
Эпӗ вӗсене пӑлхавлӑ саманапа вӑрҫӑ-харҫӑ кунӗсем валли усратӑп.
24
Ҫутӑ хӑш ҫулпа сарӑлать, тухӑҫ ҫилӗ ҫӗр ҫийӗн хӑш йӗрпе вӗрсе тӑрать?
25
Чунсӑр-чӗмсӗр ҫӗрте, ҫын пурӑнман пушхирте ҫумӑр ҫутармашкӑн, пушхирсемпе ҫеҫенхирсене шӑвармашкӑн, курӑк вӑррине шӑтарса ӳстермешкӗн шыв ҫулӗсене кам уҫса парать, аслатиллӗ ҫиҫӗм ҫулне кам кӑтартса тӑрать?
28
Ҫумӑрӑн ашшӗ пур-и? сывлӑм тумламӗсене кам ҫуратать?
29
Пӑр кам варӗнчен тухать, тӳперен ӳкекен пас та — кам ҫуратать ӑна?
30
Шыв чул пек хытса ларать, тӗпсӗр авӑрсем те ҫиелтен шӑнаҫҫӗ.
31
Хим тӗввине ҫыхайӑн-и эсӗ, Кесиль тӳлемне салтайӑн-и?
32
Ҫӑлтӑр ушкӑнӗсене хӑй вӑхӑтӗнче илсе тухайӑн-и, Ас ҫӑлтӑра ачи-пӑчипе пӗрле ертсе ҫӳрейӗн-и?
33
Тӳпе йӗркине пӗлетӗн-и эсӗ, ӑна ҫӗр хуҫи пулмалла тӑваятӑн-и?
34
Хӑв ҫине тулӑх ҫумӑр ҫутармашкӑн пӗлӗтсене кӑшкӑрса итлеттерейӗн-и?
35
Ҫиҫӗме хушса яраятӑн-и, вӑл каять-и, «эпӗ хатӗр» тесе калать-и сана?
36
Чӗрене кам ӑслӑлӑх хывнӑ, ӑс-хакӑла кам ӑнлӑ тунӑ?
37
Пӗлӗтсене хӑй ӑсӗпе кам пайӑн-пайӑн шутласа илӗ, тусан пылчӑк пулса выртнӑ чухне, ҫӗр катрамӗсем ҫыпӑҫӑнса ларнӑ чухне ҫумӑр витрине кам тытса тӑрайӗ?
39
Арӑслансем хӑйсен шӑтӑкӗнче выртнӑ чухне е хӳтӗре пытанса сыхласа тӑнӑ чухне арӑслан амийӗн тупӑшне эсӗ тытса паратӑн-и, ҫурисене эсӗ тӑрантаратӑн-и?
41
Ҫӑхан чӗпписем ҫиме ҫуккипе Турра йӑлӑнса кӑшкӑрса ҫӳренӗ чухне ҫӑхан валли кам апат янтӑлать?
← Chapter 37
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 39 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42